Пĕлни пăсмасть

18 Нарăс, 2016
  • Çĕрулмине алă вĕççĕн тукмакпа нимĕрлесен аванрах. Миксерпа нимĕрлетнĕ улма кăпăшка пулать, анчах унăн тути хăвăртрах пĕтет.
  • Кăмпапа апат хатĕрлетпĕр-тĕк - ăна вĕттĕн турама тăрăшăр. Унăн тути лайăх пулĕ. Хĕртекен техĕмлĕхсем ан хушăр - кăмпа тути пĕтет.
  • Чĕрĕ çĕрулмине теркăпа хырсассăн тÿрех кăштах сĕт ярса хутăштарăр - çĕрулми тĕксĕмленмĕ.
  • Çĕрулми нимĕрне сивĕ сĕт ярса шĕветмелле мар. Сĕте вĕретсе илĕр, кăшт сивĕтĕр. Вĕрирех сĕте нимĕре кăмалекленесрен пĕчĕккĕн ярса пăтратăр.
  • Типĕтнĕ кăмпана «чĕртмешкĕн» 4-5 сехет кăштах тăвар хушнă сĕтре тытмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.