ХĔЛЛЕ - ХĂЙМА, ÇУРКУННЕ - КЕФИР
Мускаври И.Неумывакин профессор йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсене çулталăк тапхăрĕсене шута илсе ĕçмелле тесе çирĕплетет. Унсăр пуçне сывлăхĕшĕн тăрăшакан çынсемшĕн кефир тĕлĕнмелле паха çимĕç пулни çинчен асăрхаттарать.
Кефир çинчен
Талăкра икĕ стакан кефир ĕçни те пыршăлăх инфекцийĕсем аталанасран хÿтĕленме пулăшать. Вăл хырăмлăхăн лăймака сийĕ ытлашши вĕчĕрхеннине чакарать, апат ирĕлессине, сăрхăнса кĕрессине лайăхлатать.
Кефирти кальципе В витамин нерв тытăмĕн чирĕсем, ыйхă пăсăлни аптратнă чухне паха витĕм кÿреççĕ. Вăл иммунитета лайăхлатать, вăрах ывăнчăклăхран хăтарать, лăплантарать, сывлав çулĕсенчи манкана шĕветет, çавна май сывласси тата манка тухасси çăмăлланать.
Фтор, пăхăр, йод микроэлементсем, витаминсем, белоксем пуррине кура кефир организма йывăр чир хыççăн вăй илме витĕм кÿрет.
Пĕр кунхи е?
Мĕн чухлĕ вăхăт упранине кура кефир пĕр кунхи, икĕ кунхи, виçĕ кунхи пулать. Çапла пайлани ахальтен мар, вăл çимĕç пахалăхне - йÿçеклĕхне, кăмрăк йÿçеклĕхĕпе спирт мĕн чухлĕ пухăннине тата белоксем пирченин шайне - палăртать.
Пĕр кунхи кефир сахал йÿçеклĕхлĕ шутланать, унра спирт 0,2 процент. Икĕ кунхи йÿçĕрех, талăкра унри спирт виçи икĕ хут ÿсет. Виçĕ кунхинче сĕт йÿçекĕ тата ытларах, спирт виçи 0,6 процента çитет.
Пĕр кунхи кефир вар-хырăма çемçетет. Вăл кахал пыршăлăха вăйлăрах ĕçлеттерет, вар хытнипе кĕрешме пулăшать. Ăна апатчен 30 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Виçĕ кунхи кефир вара хытаракан витĕмпе палăрса тăрать.
Усăллă енĕсем
- Кефира хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк пулсан, гастрит, язва аптратсан ĕçме юрамасть.
- Ăна сивĕлле те, ăшăлла та ĕçме сĕнмеççĕ. вăл пÿлĕм температуринчен кăшт сивĕрех пулмалла.
- Кефира апат хыççăн икĕ сехетрен ĕçсен усăллă, унтан çăвара шывпа чÿхемеллех.
- Кофеинлă препаратсемпе сипленнĕ чухне кефир ĕçмесен лайăхрах.
- Çусăрлатнă чухне кефирти витаминсемпе усăллă япаласен виçи чылай чакать. Çавăнпа 3-3,2 процент çуллă кефир усăллăрах.
- Улма-çырла йÿçекĕ сĕт йÿçекĕн бактерийĕсене аркатать. Çавăнпа йÿçнĕ сĕт çимĕçĕсем чĕрĕ улма-çырлапа килĕшсе тăмаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем кукăль-булкăпа, печенипе, шăккалатпа «килĕштермеççĕ». Çавăнпа темĕн пек тутлă пулсан та пылак булкăна кефирпа сыпса çимесен лайăхрах.
Кашнин - хăйĕн вăхăчĕ
Çуркунне хĕл хыççăн вăйсăрланнă организмшăн хăймапа е ряженкăпа йÿçĕтнĕ кефир лайăх. Ирхи апатра унта пыл, корица, курага, ылтăн тымар, кардамон хушма юрать. Ку иммунитета çирĕплетет, организма вăй-хал кĕртет. Ряженка шалти парсен ĕçне лайăхлатма пулăшать.
Çулла ирсерен кефир е пыл хушнă йогурт ĕçмелле. Шăрăх чухне организмран ытлашши шĕвеке кăларма кефира шывпа хутăштарма сĕнеççĕ.
Кĕркунне иммунитетшăн чи усăллă сĕт çимĕçĕ - ряженка.
Хĕлле сырпа хăйма усăллă. Сивĕ тапхăрта лимфа тĕввисем, пĕвер, сула, чĕре хавшакрах. Сыр çак органсене çĕнелме пулăшать, мышца тытăмне лайăхрах ĕçлеттерет. Хăйма организмри гормонсен ĕçне йĕркене кĕртет.
Комментари хушас