Çирĕп çан-çурăмлă ÿсни паха

11 Нарăс, 2016

Вунпĕрмĕш класри Леня Никифоров - кĕçĕнрех тусĕсемшĕн ырă тĕслĕх. Сăпайлă та тăрăшуллăскер вĕренÿре те аван ĕлкĕрет, спортпа та туслă. Типтерлĕскере вĕрентекенĕсем тăтăшах мухтаççĕ.

Леня - шкулти спорт командин капитанĕ. Ытларах волейболла, баскетболла тата футболла выляма кăмăллать вăл. Ăмăртусене хастар хутшăнать. Унăн команди районта лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Ку вĕренÿ çулĕнче Мăн Вылă шкулĕ бас-кетболла выляссипе районта виççĕмĕш вырăна тухнă, халĕ маттурсем тренировкăсенче тата ытларах тăрăшаççĕ, тепрехинче пĕрремĕш пуласшăн-çке. Волейболла выляссипе вара Мăн Вылăсем çулсеренех - пĕрремĕшсем. Ку енĕпе районта вĕсене çитекен çук.

Физкультура олимпиадинче Леня районта виççĕмĕш вырăна тухнă. Çирĕп çан-çурăмлă, чăтăмлă пулма вĕрентнĕшĕн вăл Алексей Николаевич Шашкина тав тăвать. Шкул ачисем спортпа туслашнишĕн, паллах, вĕрентекене мухтамалла.

Пĕлетĕр ĕнтĕ, хăш-пĕр шкулта эрнере пилĕк кун çеç вĕренмелле. Мăн Вылă та çав шутрах.

- Шăматкунсерен вара спортзала çÿретпĕр, вылятпăр, ăмăртусене хатĕрленетпĕр, - пĕлтерчĕ Леня. - Пĕтĕм вăхăт çаплах иртсе каять тесе ан шухăшлăр, киле панă ĕçсене те вăхăтрах пурнăçлатпăр.

Спортпа туслă пулни пире ырă витĕм кăна кÿрет. Çавăнпа, ачасем, эсир те вырăнта ан ларăр, спортзала е урама васкăр!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.