ӲТ МĔНШĔН ХĂВĂРТ ВАТĂЛАТЬ?
Çулсем иртнĕ май ӳт те ватăлсах пырать. Хăш-пĕр пулăм вара çакна тата ытларах хăвăртлатать. Мĕнрен асăрханмалла-ха?
Хлорлă шыв
Хлор ӳте типĕтет, çӳç тытăмне аркатать /вăл патракаланать, тĕссĕрленет/, куçăн лăймака сийне вĕчĕрхентерет. Чи япăххи - хлор ӳте çирĕплĕхпе, пиçĕлĕхпе тивĕçтерекен коллагена сиенлекен ирĕклĕ радикалсен молекулисене туса кăларни. Çавна май пĕркеленчĕксем пулса каяççĕ.
Хлорпа мĕнле кĕрешмелле-ха? Шыва панулми уксусĕ, лимон е апельсин сĕткенĕ хушмалла. Хлор питĕ хăвăрт пăсланса пĕтет. Çак шывпа пите çуни те, çӳçе чӳхени те усăллă.
Алкоголь
Вăл организма шывсăрлатать, çавна пула ӳт типет, черченленет, вĕтĕ юн тымарĕсем сарăлаççĕ, хĕрлĕ пăнчăсем курăнма пуçлаççĕ. Алкоголĕн кирек мĕнле /!/ виçи те организма тата ӳт çамрăклăхне япăх витĕм кӳрет.
Хура чей
Чейĕн тĕп пайĕ - теин. Вăл тĕп нерв тытăмĕн тонусне ӳстерет-ха, анчах ӳте типĕтет. Çакна пула ӳт тĕсĕ илемсĕрленет. Асăннă витĕм кунне 3-5 чашăкран ытларах çăра чей ĕçсен пулать. Виçеллĕ ĕçни сиплĕ, ку чейре усăллă катехинсем, хытаракан япаласем, антиоксидантсем пуррипе çыхăннă.
Куллен тасатни
Скрабпа эрнере 2 хутран тăтăшрах усă курмалла мар. Пите кашни кун тоникпа е лосьонпа /уйрăмах спиртлипе/ сăтăрма та юрамасть. Ӳте тасатас тесе ытлашши тăрăшни унăн витĕмне сиенлеме, иммунитетне чакарма пултарать.
Сахăра пула
Сахăр илемпе çамрăклăха тӳрремĕнех сиен кӳрет. Вăл ӳт коллагенĕнче саппаслăх пухăнать, ӳте хытарать. Унсăр пуçне сахăра йышăнма шăмă тĕртĕмĕсенчи кальци нумай тăкакланать, çавна пула остеопороз аталанать. Çӳç, чĕрнесем патракланаççĕ - кальци вĕсене те нумай кирлĕ.
Комментари хушас