НУМАЙ ÇУЛ ПУРĂНАСЧĔ

3 Нарăс, 2016

1. Нихăçан та хырăм карăниччен çисе лартмалла мар. Тăранма, анчах çав хушăрах хырăмлăха ытлашши тултарасран васкамасăр, кашни касăка лайăх чăмласа çимелле.

3. Апатсем хушшинче вăрăм тăхтавсем тумалла мар: кунне 5-6 хут пĕчĕк виçесемпе çимелле.

4. Рационра тĕшĕллисем, шултра авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр, улма-çырла, пахча çимĕç тĕп вырăн йышăнмалла. Унта какай, пылак питĕ сахал пултăр.

5. Çулсем хушăнса пынă май организма йĕркеллĕ ĕçлеме кирлĕ мышца масси хăвăрт чакать. Çавăнпа ăна пулăшма физкультурăпа туслă пулмалла. Чупни те, утни те усăллă. Анчах тренировка виçеллĕ кирлĕ, унсăрăн вăйран ÿкме пулать.

6. Виçене нормăра тытмалла. Тĕрĕс апатланакан, пухăннă калорие вăхăтра тăкаклакан çынсен пăшăрханмалли çук - вĕсен кĕлетки яланах виçеллĕ.

7. Нумай пурăнас тесен çителĕклĕ çывăрни, кун йĕркине пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Кашни кун 7-8 сехетрен кая мар çывăрмалла.

8. Интереслĕ çынсемпе тăтăш хутшăнмалла, кашни кун усăсăр иртменнине çирĕп пĕлсе тăмалла.

9. Оптимист пулмалла. Çак çынсем нихăçан та пуçа усмаççĕ, питĕ йывăр туйăнакан тĕллевсене те пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Вăрăм ĕмĕр çак тĕллев мар-и ĕнтĕ?

10. Тухтăрсем çичен те манмалла мар. Темĕнле çирĕп сывлăхлă çынсен те, уйрăмах 50 çултан иртсен, больницăра тĕрĕсленмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.