Çул çинчи... пичкесем

27 Кăрлач, 2016

Кăвак тĕслĕ пысăк çав пичкесем вырсарникун кăнтăрла хыççăн та унтахчĕ-ха. Асфальт çинче мар ĕнтĕ, вĕсене çул хĕррине илсе хунă. Унтах - ПАИ машини: краççын вĕт - тем пулас пур...

Авари вара шăматкун каçхине 21 сехет тĕлнелле пулнă. М-7 автотрасса çинче, Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕ тĕлнелле, груз турттаракан пысăк «Рено» автомобиль Çĕрпÿ еннелле кайнă май самай пысăк хăвăртлăхпа пынă çĕртех пăрлак çул çинче шуса кайса çулăн хире-хирĕç енĕсене уйăракан «отбойник» çине кĕрсе кайнă. Вăйлах çапăннă - кабини татăлса ывтăнса каймаллах.

Фура кузовĕнче 200 литрлă краççын пичкисем пулнă - пĕтĕмпе 15 тонна. 80 пичкерен 76-шĕ çул çине тухса ÿкнĕ. Çав пичкесем çине тепĕр çăмăл машина тата «Газель» автомобиль пырса кĕнĕ. Юрать-ха, краççын тивсе кайман.

20 пичке сиенленнĕ, шĕвек юхса тухнă. Çавна май виçĕ сехет хушши çулçÿрев чăрмавлă пулнă - ПАИ инспекторĕсен транспорт юхăмне йĕркелесе тăма тивнĕ. Аварире фурăн 36 çулти пассажирĕ, Лысково хĕрарăмĕ, 33 çулти водитель суранланнă. Вăл ÿсĕр пулма пултарнă текен иккĕленÿ пур. Хăй шуçлак çул çинче грузовике «пăхăнтараймарăм» тет-ха, анчах инкеке вăл хĕрĕнкĕ пулни те сăлтавламан-ши?

Н.ДМИТРИЕВ.

Рубрика: 
Автор: