Пиччĕшĕнчен тĕслĕх илме тăрăшать

13 Пуш, 2014

Кашни çулах Патăрьел тăрăхĕнче паллă поэтсен вулавĕсем иртеççĕ. Раиса Сарпи, Геннадий Айги, Митта Ваçлейĕ ячĕпе иртекен мероприятисенче чăвашлăхшăн çунакан, тăван чĕлхене чун-чĕререн юратакан шкул ачисем тĕрлĕ поэтпа автор сăввисене вулаççĕ. Айги вулавĕсем хальхипе саккăрмĕш хут иртрĕç. "Поэт тата хăй çырнă сăвăсем" номинацире Пăлапуç Пашьел шкулĕн-че тăххăрмĕш класра вĕренекен Люба Мешкова пĕрремĕш вырăна тухса Хисеп хутне тивĕçнĕ.

– Сăвă çырас туртăм кĕçĕн класрах çуралчĕ. Пĕрремĕш сăвва та ас тăватăп. Эпĕ ăна аннене халалласа çырнăччĕ. Вăл манăн чи юратни, – калаçăва пуçарчĕ Люба. – Халĕ те хăш чухне тăван тавралăха, паллă поэтсене юратса сăвă шăрçалатăп. Хам çыратăп çеç мар, чăваш, вырăс поэчĕсен хайлавĕсене вулама та кăмăллатăп. Ытларах вара юрату тата Тăван çĕр-шыв, тăван тăрăх çинчен çырнисене. Петĕр Хусанкайăн "Таня" поэми чуна çывăх. Уйрăмах тĕп сăнар килĕшет. Хăюллă хĕр йывăрлăхран хăраман, Тăван çĕр-шывшăн пуçне шеллемен.

Люба поэзие чунтан парăннă темелле. Ара, ăслăлăх конференцие хутшăнмашкăн хатĕрленĕ ĕç те хăй çырнă сăвăсемпе çыхăннă-çке. Кунта та ăнăçу хĕр ача енче пулнă, Люба пĕрремĕш вырăна тухнă.

– Пиччепе иксĕмĕр аттепе аннене савăнтартăмăр. Андрейпа ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пултăмăр. Пичче ЧПУри физикăпа математика фа- культетĕнче ăс пухать. Вăл шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ, эпĕ те унран тĕслĕх илме тăрăшатăп.

Люба учитель çемйинчен. Ашшĕпе амăшĕ пиччĕшĕпе иккĕшне мĕн ачаранпах кашни предмета юратма вĕрентнĕ. Çавăнпах хĕр ача дневникĕнче "5" тата "4" паллăсем çеç. Кăçал Люба тăххăрмĕш класран вĕренсе тухать. Экзаменсене тытмалли тапхăр та çитсе пырать-çке. Пике обществознани предмечĕпе тытас ĕмĕтлине пĕлтерчĕ.

Унсăр пуçне Пăлапуç Пашьел хĕр ачи мĕн пур мероприятие хастар хутшăнма тăрăшать. Çулла "Орленок", "Зарница" çар вăййисенче ăна командира суйлаççĕ. Ăслăлăх конференцийĕсене те час-часах хутшăнать вăл. Кăçал акă технологипе малти вырăна тухнă. "Чĕвĕлти чĕкеç", "Русский медвежонок", "Кенгуру", "Олимпус" предмет вăййисенче пĕрре мар призер пулнă Люба.

– Ахаль лармалла мар хальхи саманара. Шкул ачин тăрăшса вĕренсе хăйне килĕшекен специальноçа алла илме ăнтăлмалла, общество ĕçне хутшăнмалла. Пурăнма пĕлмелле урăхла каласан, – шухăшне палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕн стипендиатки Люба Мешкова.

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.