Хĕлле те сада пaхмаллах

14 Кăрлач, 2016

Кăрлач уйăхĕ. Сад-пахча хĕлле канать. Анчах çак вăхăтра та ăна мансах ан кайăр. Халĕ хĕл вылянчăк: е вăйлă шăнтса лартать те тăруках ăшăтса ярать, е ăшăтнă хыççăнах лапка-лапка юр çуса лартать, каллех шăнтать.

  •  Юр çуса лартнă пулсан ăна çамрăк йывăç-тĕм, нумай çул ÿсекен курăк-чечек йăранĕсем çинелле ывăтма юрать. Юр çамрăк йывăç вуллине шăнса пĕтесрен хÿтĕлет.
  •  Юр вăйлă çунипе йывăç турачĕсем çине çыпçăннă-тăк ăна силлесе тăкмалла.
  •  Хытах сивĕтсессĕн, юр çук пулсан, хĕл каçакан ÿсен-тăрана витмелле. Тăпра вăйлă шăнсан курăк-чечек пĕтме пултарать.
  •  Юр çунă пулсассăн та йăрансем тăрăх ан утăр. Шăнман нÿрĕк тăпра пусăрăнса пăсăлма пултарать.
  •  Çĕнĕ çулта акма-лартма шухăшлакан пахчаçимĕç, чечек-курăк списокне хатĕрлĕр. Йăрансем ăçта пулмаллине хут çине кăранташпа ÿкерсе палăртсан аван. Килте пур вăрлăха пăхса тухса хаклăр. Кирлисене кая юлмасăр туянăр - суйламалăх пулать.
  •  Пахчара кирлĕ ĕç хатĕрĕсене ытти япалана та пăхса тухса ревизилемелле. Çитменнине, кивелнине çĕнетмелле.
  •  Пирĕн тăрăхра хĕл каçакан кайăксем валли сырăшсем çакăр, апат хурса пама ан манăр. Çăкăр тĕпренчĕкĕ, салă татăкки пĕчĕк туссем валлилĕх тупăнатех килте.
  •  Йывăç-тĕм патне шăшисем юр айĕпе çул хывман-и? Тĕрĕслемелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.