Ял хуçалăх предприятийĕсенче стипендиатсем пулмаллах!

27 Чÿк, 2015

Вун-вун çул каяллахи вăхăта аса илетĕп те ял хуçалăхĕн паянхи çамрăк специалисчĕсене ăмсанатăп. Колхоз-совхозра агроном, зоотехник, инженер, ыттисем те çитнĕрен диплом илсен республикăра тытăнса юлма май çукчĕ. Виçĕ çуллăха ĕçлесе татма направленипе Çĕпĕре çитиех кăларса яратчĕç. Ку енĕпе халĕ ирĕклĕ - Чăваш Енĕн кирек хăш районне кайса вырнаç. Ял хуçалăх специалисчĕ пур çĕрте те çитмест. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, темиçе техникум пур пулин те.

Кадр ыйтăвĕн çивĕчлĕхне сирес тесен мĕн тумалла? Кун пирки вырăнти ертÿçĕрен пуçласа Правительствăра вăй хуракансем таранах шухăшлаççĕ паллах. Муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕсем те районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсене питĕ кирлĕ специалистсемпе тивĕçтерейменшĕн хытах пăшăрханаççĕ. Пуринчен ытла - ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ паракансем. Çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарайманран вĕсем япăх ĕçлеççĕ пек пулса тухать вĕт. Этем выльăх мар, ирĕксĕрлесе тытаймăн, крепостла йĕрке вăхăчĕ тахçанах иртнĕ.

Академи диплом илекенсене ялта çирĕплетес тĕллевпе пĕр-пĕр районтан килнĕ студентсене çулленех хăйсен тăрăхĕнчи хуçалăх ертÿçисемпе курнăçтарать. Тĕлпулу анчахрах Йĕпреç тата Канаш районĕсен представителĕсемпе иртрĕ. Ректор тивĕçĕсене пурнăçланă Владимир Семенов тарăн та çирĕп пĕлÿллĕ специалистсем хатĕрленипе пĕрлех вĕсене ĕçе вырнаçтарасси çинчен те çине тăрсах шухăшламаллине палăртрĕ. Ĕçе илекенĕн пурнăç условине лайăхлатасси, шалăва пысăклатасси çинчен шухăшламаллах терĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.