ТАТА ПУЯНРАХ ПУЛТĂР
Кашни килтех малтанхи медицина пулăшăвĕ пама кирлĕ хатĕрсем пурри иккĕлентермест. Тĕслĕхрен, зеленка, йод, температурăна, ыратнине чакаракан, сунасран сиплекен эмелсем, мамăк, бинт... Çавăн пекех тĕрлĕ лару-тăрура усăллă спирт настойкисенчен тăракан хушма аптечка та кирлех.
Ылтăн тымар
Апатпа наркăмăшлансан ылтăн тымар /родиола розовая, золотой корень/ ырă витĕм кÿрет. Кĕленче савăта çурри таран ÿсен-тăранăн вĕтетнĕ типĕ тымарне тултармалла. Анинченех шурă эрех ярса икĕ эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Наркăмăшлансан кунне 3 хут 7 тумлам настойкăна 1 чей кашăкĕ пылпа ĕçмелле. Курс - 3 кун.
Шăрттан курăкĕ
Шăрттан курăкĕн /кровохлебка/ тымарĕн настойки амалăхран юн каяс туртăм пур е уйăх хушши ытла вăйлă килекен хĕрарăмсемшĕн усăллă. Кĕленче савăта çурри таран вĕтетнĕ типĕ тымар тултармалла. Анинченех шурă эрех ямалла, икĕ эрнерен сăрăхтармалла. Кирлĕ чухне кунне 3 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Ăвăс хуппи
Çуркунне пуçламăшĕнче ăвăсăн çамрăк турачĕсенчен сÿнĕ хуппи арçынсене простатипа, циститпа, уретра шыçнипе витĕмлĕ кĕрешме пулăшать. Чĕрĕ хуппа вĕтĕ вакламалла, савăта пусармасăр тултармалла. 70 процентлă спирт анинченех ярса 2 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апата уямасăр 30 тумлам настойкăна шывпа ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 10-14 кун.
Нервсем валли
Нервсене лăплантарма çак настойкăсенчен пĕрне суйласа илмелле: пион, кушак курăкĕ /валериана/, чĕре курăкĕ /пустырник/ е катăркас /боярышник/. Вĕсене пурне те пĕр меслетпе хатĕрлеççĕ, 1 пай чĕртавара 10 пай спирта е шурă эрехе ярса икĕ эрне лартнă хыççăн сăрăхтараççĕ. Вĕсенчен кирек хăшĕ те нерв тытăмне йĕркене кĕртет. 30 тумлам настойкăна кунăн иккĕмĕш çурринче /апат хăçан çинине пăхмасăр/ е каçхине çывăрма выртас умĕн шывпа ĕçмелле. Настойкăсене хутăштарсан ыйхă вĕçнинчен пулăшакан паха коктейль пулать.
Комментари хушас