Шăпана хамăр çыратпăр...

13 Чÿк, 2015

«Тăван çĕршыва таса чун-чĕрепе юратакан çын, унăн ырлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн ĕçлесе пурăнакан, патшалăха усă кÿрессишĕн тăрăшакан гражданин - чăн-чăн патриот», - çирĕплетет Юрий Спиридонов кинорежиссер, актер, каскадер, продюсер. Анчах хăв тăван Чăваш Енĕн, Раççейĕн чăн-чăн ывăлĕ е хĕрĕ пулнине хитре сăмахпа мар, пархатарлă ĕçпе кăтартса памалла. Юрий Николаевича шăпах çавăн йышшисен шутне кĕртесшĕн. Вăл çамрăк ăрăва çĕршыва юрăхлă çитĕнтерессишĕн нумай тăрăшать, ыркăмăллăх ĕçне, тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене пулăшассине пысăка хурать. Акă унăн пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ «Патриот» центр çамрăксене çарпа спорт воспитанийĕ парас тĕлĕшпе 15 çул ĕçлет.

- Юрий Николаевич, эсир питĕ пархатарлă ĕç туса пыратăр: çамрăксене патриотизм воспитанийĕ паратăр. Çак çул çине тăма сире мĕн хистерĕ?

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çарти «асаттесен» киревсĕр ĕçĕсем пирки питĕ нумай çыратчĕç, калаçатчĕç. Манăн, салтакра пиçĕхнĕ çыннăн, тĕрлĕ усал сăмах илтсе кăмăл хуçăлатчĕ. Çавна май эпир, чикĕ хуралĕн ветеранĕсем, хамăр çар ят-сумне хÿтĕлеме пултаракан организаци йĕркелеме шут тытрăмăр. Чăваш Республикинчи çамрăксен «Патриот» çарпа спорт центрĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çар профессийĕсен хисепне ÿстересси, «çĕршыв хÿтĕлевçи» сăмах çаврăнăшĕпе çыхăннă мĕнпур ăнлава сума сума вĕрентесси. «Эпĕ Тăван çĕршыва юрататăп, ăна хÿтĕлеме каятăп», - тени кăна çителĕксĕр. Çĕршыва хÿтĕлеме пĕлмелле. Çавна май центр специалисчĕсем воспитанниксене ĕçе юратма, Тăван çĕршыв историне хисеплеме вĕрентеççĕ, паян патшалăх мĕнле сывлăшпа пурăнни, çĕршывăн шалти тата тулаш политики, ытти çинчен каласа ăнлантараççĕ.

Центрăн хăйнеевĕрлĕ тепĕр проекчĕ вăл - Атăл леш енче йĕркелекен çарпа спорт лагерĕ. Унта икçĕре яхăн çамрăка хутшăнтаратпăр. Вĕсем çирĕм кун салтак пурнăçĕпе пурăнаççĕ, çар ĕçне вĕренеççĕ. Ялсенче «Патриот» центрăн филиалĕсем ĕçлеççĕ. Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнчи, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар, Вăрнар уйрăмĕсем уйрăмах хастар. Унти яшсемпе хĕрсем республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

15 çул хушшинче центрта воспитани илнĕ ачасенчен нумайăшĕ хальхи вăхăтра Шалти ĕçсен, Чрезвычайлă лару-тăру министерствисенче, Федерацин хăрушсăрлăх службинче вăй хураççĕ, çар шкулĕсенче аслă пĕлÿ илеççĕ, çар тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Пирĕн ĕç харама кайманни савăнтарать. Ачасем, ашшĕ-амăшĕ тав тăваççĕ, çулсерен Вĕрентекен кунĕнче вĕсенчен саламсем йышăнатпăр. Пирĕншĕн çакă питĕ хаклă.

Паян çамрăксем çара каясшăн. Салтак пуласшăн, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласшăн, чи чаплă подразделенисенче службăра тăрасшăн. Ĕмĕтленеççĕ кăна мар, пултараççĕ те. Малтанхи çулсенче ачасем пуртенкке чĕркеме, пăшал салатса пуçтарма та пĕлместчĕç. Халĕ йĕкĕтсем вăл е ку енĕпе чăн-чăн специалист пулса, спорт разрячĕсем илсе салтака каяççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.