Михаил Сироткин пехилĕ
Эпĕ Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кÿршĕре Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьевсен çемйи пурăнатчĕ. Александр Артемьева ялта «Санькка» тетчĕç. Вăл кашни кун атте патне каçатчĕ. Иккĕшĕ те - вăрçă салтакĕсем, шăкăл-шăкăл калаçатчĕç. Санькка пичче хăйĕн пĕрремĕш «Ан авăн, шĕшкĕ» кĕнекине аттене ырă сунса парнелерĕ.
1950 çулхи раштав уйăхĕнче Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай Александр Артемьев патĕнче икĕ эрне пурăнчĕ. Тĕлĕнмелле самантсем! Ун чухне эпĕ тăваттăмĕш класра вĕренеттĕмччĕ. Кашни кун икĕ çыравçă пирĕн пата пыраççĕ. Асаннепе, аттепе калаçаççĕ. Пĕррехинче уроксем хыççăн киле таврăнтăм. Сĕтел хушшинче Петĕр Хусанкайпа Александр Спиридонович лараççĕ. Анне апат хатĕрлет - шăрттан ăшалать. Петĕр Хусанкай манран сăвă калама ыйтрĕ. Эпĕ каласа патăм, юрă та юрларăм. «Пултарать ача. Вырăсла та, чăвашла та лайăх вĕренмелле», - терĕ. Çав тери асра юлчĕç çак манăçми сăмахсем. Тăвансем каласа панă тăрăх - аттен шăллĕ, Иосиф Яковлевич, Етĕрнери педтехникумран вĕренсе тухнă. Учитель пулнă, Етĕрне районĕнче шкул директорĕнче вăй хунă, шкул çуртне тутарнă. Наркомпросра шкул инспекторĕнче ĕçленĕ. 1938 çулта, эпĕ çут тĕнчене киличчен, йывăр чирлесе вилнĕ. Хаçатра пичетленнĕ некрологĕ сыхланса юлнă. Вăл М.Я.Сироткинпа пĕрле ĕçленĕ пулнă иккен. Чылай çултан тин пĕлтĕм çакăн çинчен.
Манăн учитель пулас килетчĕ. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула Мухтав хучĕпе пĕтертĕм те кÿршĕри Ураскилтри вăтам шкула çÿреме пуçларăм. Кашни кун виçĕ çухрăм утрăм тантăшсемпе пĕрле. Малалла вулас...
Комментари хушас