Çĕр çинче те, тÿпере те ­- Хĕреслĕ çул

6 Чÿк, 2015

Чăн Таса Турă Амăшĕн Хусанти турăшне аслăласа уянă кун, чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе Чăваш Енре çĕр çинче те, тÿпере те Хĕреслĕ çул иртрĕ.

Чăн Таса Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ тÿпене çĕкленнĕ

Вертолетпа сывлăшра вĕçсе çаврăннă Хĕреслĕ çула меценатсем пулăшнипе Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор йĕркеленĕ. Ăна Шупашкарти арçынсен мăнастирĕн наместникĕ Василий ŸПаскьеŸ архимандрит пулăшнă. Сывлăшри Хĕреслĕ çула чи малтан Канаш хули кĕтсе илнĕ: вертолет Петрпа Феврония святойсен храм-часовни патĕнче хулари Тĕп тÿремре анса ларнă. Ун патнелле Хăватсем тăвакан Николай святителĕн Канашри чиркĕвĕнче Литургире пулнă халăх Хĕреслĕ çулпа утса тухнă. Тĕп тÿремри молебен хыççăн ĕненекенсем Чăн Таса Турă Амăшĕн Хусанти хăватсем тăвакан турăшне пуç тайса чуп тунă.

Канаш епархийĕ хыççăн Хĕреслĕ çул малалла çул тытнă. Улатăр çийĕн икĕ çавра тунă хыççăн вертолет стадиона анса ларнă. Ку вăхăт тĕлнелле хулари пур чиркÿсенче те Литурги вĕçленнĕ ĕнтĕ, çавăнпа та пур ĕненекен те Чăн Таса Турă Амăшне халалланă молебена хутшăннă. Улатăр хула администраци пуçлăхĕ Александр Седов та саламлă сăмах каланă. "Сывлăшра паян Чăваш çĕрĕ çийĕн Чăн Таса Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕпе Хĕреслĕ çул иртрĕ. Хăватсем тăвакан çак турăш Улатăрти арçынсен мăнастирĕнче упранать. 17 ĕмĕрте вăл тĕлĕнмелле майпа таса уйра çăлкуç патĕнче тупăннă. Ĕмĕрсем иртсен халер чирĕ вăхăтĕнче священниксем çак турăшпа хула тавра çаврăннă, çапла майпа Улатăра хăрушă чиртен сыхласа хăварнă. Çавăнтанпа ăна Хăватсем тума пултаракан турăш тесе хисеплеççĕ", - тенĕ вăл.

Шупашкарти Хĕреслĕ çул

Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта та Хĕреслĕ çул иртрĕ. Введени соборĕнчи Литурги хыççăн халăх Чăн Таса Турă Амăшне мухтаса та кĕлтуса Республика тÿремĕ еннелле çул тытрĕ. Утнă май Шупашкарти Михаил Архангел храмĕн, Виç Ипостаçлă Турă ячĕпе лартнă арçынсен мăнастирĕн, Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕн чанĕсем хаваслăн чан çапнине итлеме май пулчĕ. Хĕреслĕ çула Чăн тĕншĕн асап курнă, Турăшăн асапланса вилнĕ святойсен ячĕпе Шупашкарта лартнă чиркÿ настоятелĕ Гурий ŸДаниловŸ архимандрит ертсе пычĕ.

Хĕреслĕ çула утса тухнисем Христос Çуралнине халалласа лартнă чиркÿ умĕнчи молебенра пулчĕç. Халăх йышлăччĕ, çавăнпа та Чăн Таса Турă Амăшĕн Хусанти хăватсем тăвакан турăшне пуç тайса чуп тăвас текенсен вăрах кĕтмелле пулчĕ. Ĕненекенсене ку пĕрре те пăшăрхантармарĕ, вĕсем Турă Амăшне мухтакан юрăсем юрласа кăмăлĕсене çĕклерĕç, пĕр-пĕрне уяв ячĕпе чунтан саламларĕç.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: