ЭНЕРГИПЕ ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ПУЯН

14 Юпа, 2015

Кирек мĕнле чĕрĕ чун пекех йывăçсем те энергипе çав тери пуяннипе палăрса тăраççĕ. Этеме мĕнле витĕм кÿнĕ тăрăх вĕсене донорсемпе вампирсем çине уйăрма пулать.

Донор йывăçсем

Вĕсем пире хăйсен энергетикипе сиплеççĕ, вăй-хал, хастарлăх хушаççĕ, ывăннине ирттереççĕ. Хурăн ращинче, хыр е шурă чăрăш /пихта/ вăрманĕнче час-часах уçăлса çÿрени сывлăха чылай лайăхлатать. Чи хăватлă донор йывăçсен шутне хурăн, юман, хыр, акаци, вĕрене, улма-çырла йывăçĕсем пурте /чие, улмуççи, груша, сырлан.../ кĕреççĕ.

Ÿссе çитнĕ донор йывăçсем нихăçан та пĕр-пĕрин çывăхĕнче ÿсмеççĕ. Вĕсен хушши вăтамран 10 метртан кая мар. Çакăн пек йывăç патнелле уçă ывăç тупанĕсене тăссан кăмăллă ăшша туйса илетĕр.

Вампир йывăçсем

Паллах, вĕсенчен хăрамалла мар. Çак йывăçсен хăйнеевĕрлĕхĕпе хăвăра кирлĕ пек усă курма вĕренмелле. Çапла, вĕсем пирĕн энергие туртса илеççĕ, анчах лайăххине кăна мар, япăххине те. Ывăç тупанĕсене çак йывăçсем патне илсе пырсан сивве туйса илетĕр.

Вăй пĕтрĕ, депресси çавăрса илчĕ, нимĕн те тăвас килмест пулсан, хăвăр таврашри çынсенчен кам та пулин сирĕн энергипе "тăранса" пурăннине е куç ÿкнине, пăснине туйсан вампир йывăçсенчен пулăшу ыйтмалла. Вĕсем япăх энергие пĕтĕмпех туртса илеççĕ, усал шухăшсемпе хуçăк кăмăлран хăтараççĕ. Йывăçпа çыхăнăва тĕрĕс кĕме темиçе йĕркене пĕлмелле.

  • Йывăçсемпе ирхине хĕвел тухнă вăхăтра хутшăнăр. Каç енне вĕсен энергийĕ этемĕнни пекех сахалланать.
  • Вăйлă, тÿрĕ, йывăçпа кăна хутшăнăр. 10 метр радиусра урăх йывăçсем ÿсмелле мар.
  • Вампир йывăç патне пырса тăрăр та ăна хытă ытамласа илĕр. Кĕлеткене çемçетĕр, çутçанталăкпа шайлашура пулнине туйса илĕр. Çапла организм ыйтнă чухлĕ тăмалла.
  • Япăххинчен хăтăлнă хыççăн лайăх энерги саппасне тавăрмалла. Кунта донор йывăç пулăшĕ. Ăна та çак йĕркепех ытамласа тăмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.