Пилĕк авмасăр... Мерседеспа ярăнаймăн

10 Юпа, 2015

Эх, ялта пурнăç лайăх! Ĕçлеме ÿркенменнисен килĕнче пахчаçимĕçĕ те, улми-çырли те ăнса пулнă. Аш-какайран та татăк пурăнмаççĕ вĕсем. Сĕт-турăхĕ те, пылĕ те яланах сĕтел çинче. «Çити-çитми пурнăç хумĕ сире килсе çапмĕ», - тăвансем хăнана килсен çакнашкал пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Эпир вĕсене те вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр», - теççĕ Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри Кольцовсем.

Çемье пуçĕ Николай Михайлович - Чулхула облаçĕнчи Воротынец районĕнчи Шеремет чăваш ялĕнче çуралнă. Унти халăх Етĕрне районĕпе уйрăмах туслă. Арçын ялта тĕпленме ĕмĕтленнине пытармасть. Унăн мăшăрĕ Маргарита Анатольевна - Шупашкар хĕрĕ. Ăна хула пурнăçĕ ытларах илĕртнĕ. Малтанах яла килесси пирки шухăшламан та вăл. Анчах... шăпаран иртме çук. Мăшăрне пытарнă хыççăн, 1996 çулта унăн ашшĕ Анатолий Алексеевич, яла куçнă. Пĕччен арçын çийĕнчех ĕне туяннă, хуçалăха йĕркене кĕртнĕ. Чир-чĕр мĕншĕн ĕмĕт-тĕллеве аркатать-ши, кун-çула кĕскетет-ши? Чипер пурăннă çĕртех Анатолий Алексеева инсульт ураран ÿкернĕ.

«Килти выльăх та хуçишĕн тунсăхлать. Ĕне хăйне пăхакана курмашкăн иккĕмĕш хута, атте выртакан пÿлĕме, хăпарса кайнă. Çакна курса пурте тĕлĕнтĕмĕр. Маньăна аран-аран антартăмăр каялла. Çакнашкал тĕслĕх пирĕн тăрăхра урăх пулман», - аса илет хĕрарăм.

Кĕленчерен - нÿхреп

Кольцовсем Кăкшăма килнĕренпе кĕçех 10 çул çитет. Халĕ вĕсен хуçалăхĕ тĕреклĕ. Пысăк теплицăсенче çаплипех хăяр, помидор, баклажан çитĕнет. Тĕп сакайĕнче варени, консервланă, тăварланă пахчаçимĕç мĕн чухлĕ тата! 5 нÿхрепе хумалăх çимĕç туса илеççĕ вĕсем. Тавара Çĕнĕ çулта, хак хăпарсан, тин сутма пуçлаççĕ. Çакă, паллах, тупăш кÿрет.

Управ вырăнне кĕленчерен тунă. Çавна май строительство материалĕсем илсе тăкакланман. Пĕрне купаламашкăн, тĕслĕхрен, 7 пин ытла кĕленчепе усă курнă. Чăх-чĕп валли çĕрпÿрт туса пани те - çĕнĕлĕх. Ĕçе пуçăниччен 12 пин кĕленче хатĕрлесе хунă вĕсем. Çĕрпÿртре чăхсем хăйсене хăтлă туяççĕ, хĕлĕпех çăмарта тăваççĕ. Хуçисене те, кайăк-кĕшĕке те - ырлăх!

«Эпĕ таçтан та темĕн те пĕр пуçтарса килетĕп. Çÿп-çапа пăрахмалли япала та çук пирĕн. Кирлĕ мар хатĕр-хĕтĕре çунтаратăп та кĕлне пахчана сапатăп», - каласа кăтартать Маргарита Анатольевна.

Ют çĕршыври пек

Кольцовсем тĕнче курса çÿреме юратаççĕ. Ют çĕршыв хресченĕсен опычĕпе усă курни те çав тери хăйнеевĕрлĕ. Сăмахран, улăм рулонĕсене Италири пек лупас айне хываççĕ. Турцире вĕсене лутра улмуççисем килĕшнĕ. Сицилири пек агротуризм тытăмне аталантарас шухăш та пур Николай Михайловичпа Маргарита Анатольевнăн. Мĕнех, килччĕр-курччăр ют халăх çыннисем чăвашăн пурнăçне! Наци апат-çимĕçне астивсе киленччĕр, йăли-йĕркипе, культурипе паллашчăр вĕсем. Тĕрĕссипе, Кольцовсем ют çĕршывра пурăнакансемпе тахçанах пĕр чĕлхе тупнă. Çавăнпах чикĕ леш енчен килнисем Кăкшăмра хăналанни çинчен те каласа хăварас килет.

Кольцовсен ывăлĕпе хĕрĕ те ашшĕ-амăшĕ пекех вăр-вар та çаврăнăçуллă. Людмила, тĕслĕхрен, Хусанти авиаци институтĕнче вĕреннĕ, каникул вăхăтĕнче Англире çырла пуçтарнă. Тăван тăрăха пысăк укçа илсе таврăннă вăл. Сăмах май, халĕ Кăкшăмра та акăлчансен технологийĕпе усă кураççĕ. Пахчари çĕр çырлине купаласа агроспанпа витнĕ, шала шланг хунă - капла шăварма меллĕ.

Лара-тăра пĕлмен хĕр аслă пĕлÿ илнипе çырлахман, куçаруçăсен, проводниксен, парикмахерсен курсĕсенче вĕреннĕ. Çавна май декрет отпускĕнче те укçа ĕçлесе илмешкĕн май тупать вăл. Ют çĕршыв çамрăкĕсемпе хутшăнасси те - уншăн чун киленĕçĕ.

Ĕне суни

Пĕрре Етĕрне районне Людмилăн юлташĕсем, итальян, испан, яппун çамрăкĕсем, килсе çитнĕ. Хуплупа сăн ÿкерĕннĕ-ха вĕсем. Кайран витене ĕне сума тухса кайнă. Ĕç-пуç еплерех аталаннине, паллах, пурте сăнанă. «Итальян каччи ĕне çиллине икĕ-виçĕ хут туртса пăхрĕ те - пăрăнса утрĕ. «Сĕт çук», - терĕ пирĕн енне çаврăнса. Ун хыççăн испан çамрăкĕ витре илсе ларчĕ. Тăрăшсан-тăрăшсан хăйне ĕçмелĕх сĕт суса илчех. Хуан 4 хут килнĕ пирĕн пата. Кайран яппун хĕрне черет çитрĕ. Тем чухлĕ тăрмашсан та пăрахса каймарĕ вăл. Юлашкинчен пурпĕрех витре тĕпĕнче сĕт курăнчĕ. Вĕсем «çук» сăмахпа усă курма хăнăхман иккен. Çавăнпах яппун çыннисем палăртнине пурнăçа кĕртеççех», - çак самант та мăшăрăн асĕнче çырăнса юлнă.

Ылтăн алăллăскер

Людмила кукăль пĕçерме, варени вĕретме, пахчаçимĕç консервлама пĕлнишĕн мăшăрĕ те савăнать паллах. «Кала-ха, мĕншĕн унпа çемье çавăрма палăртрăн?» - туй пирки сăмах пуçарсан кăсăкланнă çывăх тăванĕсем. «Манăн пулас упăшка - атте пекех», - кĕскен ăнлантарнă вăл. Мĕнешкел вара вăл? Çемьешĕн тăрăшаканскер, тем тума та хатĕрскер.

Николай Михайлович гидромеханизаци енĕпе 40 çул ĕçленĕ. Коксартрозпа нушаланма пуçласан операци сĕтелĕ çине выртма тивнĕ унăн. Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче арçыннăн купарчапа пĕçĕ сыппине улăштарнă. Халĕ хăйне лайăхах туять вăл.

Тĕрĕсех калать Маргарита Анатольевна: ялта çĕр çинче ĕçлесе тар тăкмасăр, пилĕк авмасăр Мерседеспа ярăнса çÿреймĕн. Ку транспортсăр пуçне Кольцовсен çăмăл тепĕр машина, минитрактор, мотоблок пур. Унсăр пуçне хăйсемех çăнăх, кĕрпе авăртаççĕ.

Кольцовсен - 5 ĕне. Вĕсене ирĕн-каçăн алăпа сума кансĕр. Çавăнпах кил хуçа арăмĕ ĕне сумалли 2 аппарат туяннă. Мĕншĕн тÿрех иккĕ тетĕр-и? Пĕри çĕмĕрĕлсен тепри алă айĕнче пултăр.

Сысна çăвăрлаттарма та ÿркенмеççĕ вĕсем. Картиш тулли хур тытаççĕ. Кайăк-кĕшĕке уявсенче панулмипе, пылпа пĕçереççĕ.

Вĕлле хурчĕн йышне çулсерен ÿстерсе пыраççĕ. Кил хуçи пулла çÿреме те юратать. Авă лупас айне тăварласа типĕтме çакса тултарнă!

Ял-йыш мухтать

Кольцовсем Воротынец районĕнчи Николай Михайловичăн ашшĕ-амăшĕн пÿртне те пăрахман. Унта ĕçлеме те вăхăт тупаççĕ. Шереметре те пыл хурчĕсем пур вĕсен.

Лавкка пуçлăхĕнче вăй хунă Маргарита Анатольевна - ишес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Тренерта ĕçлеме те хирĕç мар хĕрарăм.

Николай Михайловичпа Маргарита Анатольевна - пысăк чĕреллĕ çынсем. Вĕсем Çĕрпÿ интернатĕнче çитĕннĕ Сергей Архипова хăйсен хÿттине илнĕ.

Ĕçчен çынна ял-йыш мухтать. Кольцовсем ыттисемшĕн - тĕслĕх вырăнĕнче.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.