Ачăрсемпе мăнукăрсем савăнăç кÿччĕр...

2 Юпа, 2015

Кĕркуннен ытарайми тапхăрĕнче, октябрĕн 1-мĕшĕнче, паллă тăватпăр Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен - хăйсен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне, сывлăхĕпе çамрăклăхне паянхи ăрăва тивĕçлĕ пурнăç туса памашкăн халалланă ветерансен - кунне. Ĕçре пиçĕхнĕ вĕсем, йăх-несĕле тăсмашкăн ача-пăча çуратса халăха юрăхлă çитĕн­терессишĕн тăрăшнă, тăван республикăн, Раççейĕн хăватне тĕреклетмешкĕн сумлă тÿпе хывнă.

Паян пирĕн республикăра аслă ăру çыннисен йышĕ 282,7 пинпе танлашать, вĕсен 90 проценчĕ федераци тата регион бюджечĕсен шучĕпе социаллă пулăшу мерисене илет.

2011 çулта «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята стажа тĕпе хурса пама йышăннă, 2014 çулта асăннă хисепе тивĕçмелли ĕç тăсăмне 2,5 çул чакарнă. Халĕ пирĕн хутлăхра çав ятпа чысланисем 45 пин ытла, вĕсенчен 17 пинĕ ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе кăçалхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тивĕçнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.