Çамрăксен бригади - ялан малта!

24 Авăн, 2015

Çитес çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине хапăлласа йышăнтăмăр. Çавна май вĕрентекенсен конференцийĕнче те тĕп ыйту ачасен малашнехи пурнăçра хăйсене кирлĕ профессие тĕрĕс суйласа илмелли пулчĕ.

Хальхи вăхăтра çамрăксем тĕрлĕ сăлтавпа тивĕçлĕ ĕç тупайманни çинчен час-часах илтме пулать: е ĕç вăхăчĕ килĕшмест, е шалу укçи сахалли иккĕлентерет.

«Ача шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн умне тĕллев лартма пĕлни, пурнăçра тĕрĕс çул тата çĕршыва юрăхлă професси суйласа илни - чи кирли», - çапла шухăшлать Ишек шкулĕнче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Оксана Алексеевна Гурьянова.

Çак шкулта 2006 çултанпах аслă классенче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ бригада пĕр тикĕссĕн ĕçлесе пырать. Ушкăнри ача йышĕ улшăнсах тăрать пулсан та вĕсен тĕллевĕ пĕрре: хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартасси. Кунта вăй хуракансем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ: шкул пахчине тирпей-илем кÿреççĕ, ваттисемпе ветерансене пулăшаççĕ, урамсене çÿп-çапран тасатаççĕ, юрлама-ташлама та вăхăт тупаççĕ. Кашни çул районта тата республикăра иртекен «Çамрăксен ĕç бригади» конкурса та хастар хутшăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 2013 çулта Ишек шкулĕн бригади республика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ку пирĕншĕн - пысăк кăтарту.

Кăçал та маттурсем çак конкурса çине тăрсах хатĕрленеççĕ. «Чи кирли - ĕçĕн тĕллевĕ пултăр. Вара çитĕнÿсем пулаççех», - тет тăххăрмĕш класра вĕренекен Дмитрий Дмитриев, çамрăк бригадир.

Эпир, вĕрентекенсем, вĕсене малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр. Самана тытăмĕ çакăн пек çирĕп алăсенче пулни лайăххине çеç ĕненме хистет.

Екатерина ГРИГОРЬЕВА,

вĕрентекен.

Шупашкар районĕ,

Ишек шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.