ОРГАНИЗМА ПУЛĂШМАХ ТИВЕТ

16 Авăн, 2015

Никотин организма сиенлĕ витĕм кÿнине пурте пĕлеççĕ. Анчах нумай çул туртакансенчен хăшĕ-пĕри çак йăлана ниепле те пăрахаймасть. Вĕсен организма питĕ хытă хавшасран пулăшмаллах. Диетологсен çак сĕнĕвĕсене шута илсен аван пулмалла.

Витаминсем кирлĕ

Туртакан çынсем витаминсем çитменнипе час-часах аптраççĕ, çавăнпа организма вĕсемпе тивĕçтермеллех.

Кашни сигарет хыççăн С витаминăн 25 миллиграмĕ арканать. Унсăр пуçне асăннă антиоксидант организмри ирĕклĕ радикалсемпе кĕрешсе те пĕтет.

С витамин туртакан çынна туртманнипе танлаштарсан 2,5 хут ытларах кирлĕ.

Çак çитменлĕхе рациона киви, лимон, апельсин, грейпфрут кĕртсе тавăрма пулать. Çулла цитруссем вырăнне çĕр çырли, хура хурлăхан çисен аван. С витамин кĕтмелре /брусника/, шур çырлинче /клюква/, пылак пăрăçра, йÿçĕ сорт панулмире нумай.

Чылай чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырлара кирлĕ витаминсемпе микроэлементсемсĕр пуçне организма тасатма пулăшакан клетчатка пур.

Наркăмăшсен витĕмне чакарма селенлă çимĕçсем /тулă хывăхĕ, рис, куккурус/, Е тата А витаминсемлĕ çимĕçсем тăтăшрах çимелле.

А витамин хĕрлĕ тата сарă улма-çырлапа пахча çимĕçре нумай. Çак шутра - абрикос, кишĕр, кавăн. Çавăн пекех салат, кăшкар ути, симĕс сухан, симĕс пăрçа, тăпăрчă, пĕвер, çăмарта унпа тивĕçтереççĕ.

Е витаминăн тĕп çăлкуçĕсем - тип çу, мăйăр, пĕвер, çăмарта, хуратулпа сĕлĕ кĕрписем.

Ÿпкен тĕртĕмĕсене хÿтĕлеме тата çирĕплетме Е, В12 витаминсем, фоли йÿçекĕ пулăшаççĕ. Çавăнпа рационра сĕт çимĕçĕсем, пулă, пăрçа йышшисем, шпинат пулмалла. Çăра мар çуллă йÿçексемпе пуян тинĕс çимĕçĕсем /семга, сельдь/ юн тымарĕсене атеросклероз тăхисенчен тасатма пулăшаççĕ. Унсăр пуçне атеросклерозран хÿ-тĕлеççĕ. Туртакан çынсен çак чир аталанас хăрушлăх чылай пысăкрах.

Сиенлĕ япаласенчен

Организма табак тĕтĕмĕпе кĕрекен сиенлĕ япаласенчен тин юхтарнă çăра сĕткенсем /панулми, апельсин, грейпфрут/ ĕçсе тасатма пулать. Гранат сĕткенĕ С витамин çитменлĕхĕнчен хăтарать, организмран сигарет тĕтĕмĕнчи канцерогенлă япаласене кăларма пулăшать.

Çĕр грушипе /топинамбур/ тата тинĕс купăстипе уйрăмах тимлĕ пулăр. Çĕр груши наркăмăша хирĕç вăйлă кĕрешекен витĕмпе палăрса тăрать, организма радионуклидсемпе йывăр металсен тăварĕсенчен тасатать. Тинĕс купăсти - витаминсемпе минералсен çăлкуçĕ, çавăн пекех тасатакан витĕмлĕ, атеросклерозран хÿтĕлет.

Рационра çуллă, тĕтĕмленĕ апат виçине чакарăр е пачах ан çийĕр. Эрех-сăра та ĕçмелле мар. Чĕлĕм туртакан çыншăн вĕсем уйрăмах сиенлĕ.

Чĕрепе пÿре сывă пулсан кунне 1,5 литртан кая мар таса шыв ĕçмелле.

Шыв наркăмăшсене кăларать, пÿресен ĕçне лайăхлатать, никотина шăкра пухăнма памасть, вăл шăк хăмпине кÿрекен сиенлĕ витĕме чакарать.

Симĕс чей ĕçме тăрăшăр. Унра бронхсене тасатма пулăшакан япаласем пур. Симĕс чейри флавоноидсем ÿпкере усал шыçă клеткисене аталанма чăрмантараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.