Правилăсăр вăйă
«Укçана чикĕ леш енчи йăвисене кам сĕтĕрет - вĕсене явап тыттармалла», - тет Юрий ПОЛЯКОВ писатель.
Досье
Юрий Поляков. 1954 çулта Мускавра çуралнă. Писатель, поэт, драматург /«Сто дней до приказа», «ЧП районного масштаба» тата ыт.те/. «Литературная газета» хаçатăн тĕп редакторĕ.
Чакма юрамасть
- Юрий Михайлович, Раççей халĕ санкцисене пула ансат мар лару-тăрура. Тен, Анăçпа çураçмалла?
- Чакма юрамасть, унсăрăн суверенитета яланлăхах çухатăпăр. Шел те, Анăç цивилизацийĕ çапларах - вăл вăйлисемпе кăна калаçса татăлать, хавшаккисене вара «кÿлет». Çамрăк ăру тепĕр чухне ăнланмасть: мĕншĕн 1942 çулта Сталинградшăн çапла кĕрешнĕ, мĕншĕн çавăн чухлĕ халăха пĕтернĕ? Е - Нева çинчи лаптăкшăн, унта халĕ те нимĕн те ÿсмест - çав лаптăкра металл тăпраран нумайрах. Анчах Ленинграда, Сталинграда çухатнă пулсан эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерейместĕмĕр. Лару-тăрăва юриех çивĕчлетсе кăтартас килмест, анчах халĕ - шăпах çавнашкал ĕç-пуç. Çак пусăма тÿсеймерĕмĕр-тĕк, хуçăлтăмăр-тăк - пĕрлехи Раççей текех пулмĕ. Тепĕр тапхăр - çĕршыва пайласси-вакласси.
- Раççейпе Украина хутшăнăвĕсем çав-çавах çивĕч. Путин нумаях пулмасть Крыма кайнине Украина пуçлăхĕ П.Порошенко пĕтĕм тĕнче цивилизацине хирĕçле тесе хакларĕ. Малалла вулас...
Ольга ШАБЛИНСКАЯ
/«Аргументы и факты»/
Комментари хушас