Çăлтăр амăшĕ
Авăнăн 5-мĕшĕ Николаевсен йăхĕшĕн кăна мар, республикăри кашни çыншăн паллă сăваплă кун. Çак кун Андриян Григорьевич тата унăн амăшĕ - Анна Алексеевна - çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕпе ывăлĕ шăп пĕр кунта çурални сайра пулать. Кунта чăн та темле паллă пур та-и тен?
Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн тăватă ачине пĕчченех çитĕнтерсе ура çине тăратнă Анна Николаева 87 çула çитиччен пурăннă. Çут тĕнчерен те вăл хăй çуралнине палăртнă хыççăн шăп çичĕ кунран, таврара ылтăн кĕркунне хуçаланнă вăхăтра, уйрăлса кайнă.
Анна Алексеевна çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа авăнăн 5-мĕшĕнче Андриян Николаев çуралса ÿснĕ çуртра «Çăлтăр амăшĕ» пысăк курав уçăлнă.
- Чылай чухне паттăрсен амăшĕсем пирки манса каяççĕ. Эпир вара ятарласа çуралнă кун тĕлне Кăйкăрăмăр ачалăхĕ иртнĕ çуртра Çăлтăр амăшне халалласа курав йĕркелес терĕмĕр. Паллах, 1962 çулчченхи сăнÿкерчĕксем çук, Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă хыççăнхисем çеç. Фондра мĕн пуррине йăлтах вырнаçтарма тăрăшрăмăр. Хальхи пек мар-çке ун чухне, сăн ÿкерекен те пулман, ун валли вăхăчĕ те, кăмăлĕ те тупăнман тен? Алран ĕç кайман вăл вăхăтрисен. Пĕччен хĕрарăмсене пушшех йывăр пулнă, - паллаштарчĕ куравпа Шуршăлти мемориал комплексĕн пуçлăхĕ Александр Тукмаков. - Акă пĕр сăнÿкерчĕкре Анна Алексеевна Мускавра, Никита Хрущевпа юнашар тăрать. Ял хĕрарăмĕ, ĕмĕр-ĕмĕр фермăра ĕне сунăскер, ялтан аякка тухсах курманскер Совет Союзĕн ертÿçисен хушшинче хăйне епле интеллигентлă тытма пĕлнĕ. Тăватă класс кăна пĕтерме май килнĕ пулин те питĕ ăслă, анлă тавракурăмлă пулнă вăл. Сăнÿкерчĕксенчех курăнать, мĕн чухлĕ ăшăлăх, ырăлăх тапса тăрать унра. Ачисене ĕç урлă воспитани пама пултарнă вăл. Колхозра иртен пуçласа каçчен ырми-канми вăй хуракан амăшне ывăлĕсем тата пĕчĕк хĕрĕ хĕрхеннĕ, вăл таврăннă çĕре килти, хуçалăхри мĕнпур ĕçе хăйсемех туса хунă. Вуттине çурнă, кăмакине хутнă, шыв кÿрсе килнĕ... Куравра Андриян Николаевăн шăллĕн, нумай-нумай çул колхоз ертÿçинче ĕçленĕ Петр Григорьевичăн ачисем - Николай Петровичпа Анна Петровна та - пулчĕç. Стена çинчи сăнÿкерчĕксене курса вĕсен куçĕсем шывланчĕç.
Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи шкулсенче те çак кунсенче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ Андриян Николаев тата унăн амăшĕ Анна Алексеевна пирки уçă уроксем иртнĕ. Районти культура çурчĕсемпе вулавăшсенче Николаевсене аса илнĕ.
- 1962 çулта «Правда» хаçатра «Мать вспоминает о сыне» статья тухнă. Çавна халĕ те упратпăр. Амăшĕ ывăлĕ пирки каласа кăтартнă хайлавсем район хаçатĕнче те чылай пичетленнĕ. Вĕсем те алă айĕнчех. Репетицие килнĕ хĕрсемпе Анна Алексеевна аса илĕвĕсене куççуль витĕр вуласа тухрăмăр. Кÿршĕллех пурăннăран питĕ лайăх астăватăп ăна, ырă та сăпайлă тата питĕ ĕçчен хĕрарăмччĕ вăл. Калама çук ăшă кăмăллăччĕ. Ачасене юрататчĕ, шкултан таврăннине курсан чарăнса тăратчĕ те сывлăх сунатчĕ, эпир мĕнле вĕреннипе кăсăкланатчĕ, уроксене тунă хыççăн атте-аннене килте пулăшма ыйтатчĕ. Кил-çуртĕнче питĕ типтерлĕччĕ, кашни япала вырăнтаччĕ унăн. Çемйи туслăччĕ. Петр Григорьевич ачисем - Николай Петровичпа Анна Петровна - Шуршăлтах пурăнаççĕ. Ялта çирĕп хуçалăх тытса тăраççĕ. Кунта та Анна Алексеевнăн витĕмĕ пур, мăнукĕсене пĕчĕккĕллех ĕçе юратма вăл хăнăхтарнă, - каласа кăтартрĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кайри Шĕнерпуçри культура çурчĕн пуçлăхĕ, «Илем» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Эльвира Николаева.
Елена АТАМАНОВА.
Василий Кузьмин тата cap.ru сайтĕнчи сăнÿкерчĕксем.
Комментари хушас