МЧС историйĕ – фотокуравра
Шупашкарта Раççей МЧСĕ 25 çул тултарнине халалланă хăйне евĕрлĕ фотокурав малалла тăсăлать. Нумай пулмасть вăл респуб-ликăри Наци библиотекине куçрĕ. Пуçласа унпа Шупашкарти 56-мĕшпе 23-мĕш шкулсенче тата медицина колледжĕнче вĕренекенсем паллашрĕç.
Фотокурава Раççей МЧСĕн республикăри тĕп тытăмĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор уçрĕ. Вăл унта сăнÿкерчĕксемсĕр пуçне пушарпа кĕрешекенсен «хĕç-пăшалĕ», тумтирĕ, çыхăну хатĕрĕсем, ятарлă пулăшу техникин макечĕсем, пушар хăрушсăрлăхне халалланă ача-пăча ăсталанă япаласем те пуррине палăртрĕ. Çĕршыври МЧС историне уççăн сăнласа паракан кĕнеке-журнал та вырăн тупрĕ кунта.
Василий Нягин отставкăри полковник библиотекăна Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче пушар посчĕ уçăлнăранпа 80 çул çитнине, Раççей МЧСĕ 25 çул тултарнине халалланă, нумай пулмасть пичетленсе тухнă Иван Криков таврапĕлÿçĕ хатĕрленĕ «На линии огня» кĕнеке парнелерĕ.
Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова министерство ĕçченĕсене тав турĕ, ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ.
Тĕлпулу «Служу Отечеству» вокалпа инструмент ансамблĕн солисчĕн - Максим Моторкинăн - пĕчĕк концерчĕпе вĕçленчĕ.
«Раççей МЧСĕ - 25 çул» фотокурав - Чăваш Енри МЧС тĕп тытăмĕнче вăй хуракансен ĕçĕсен историйĕ. Пурĕ 50 ытла сăнÿкерчĕкре пушара хирĕç кĕрешекенсен ĕçне, чрезвычайлă лару-тăрура пулăшу панине, шывра хăрушсăрлăхпа тивĕçтернине, пушар хуралĕн историне, ача-пăча хăрушсăрлăхне тата ыттине те сăнланă.
Малашне куçса çÿрекен фотокурав Шупашкарти вĕренÿ заведенийĕсене те çитĕ.
Нина ЦАРЫГИНА.
Комментари хушас