ХАКЛАВ /Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ пирки/

9 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ пирки ĕнерхи номерте пĕлтернĕччĕ. Паян кун пирки общество пурнăçĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ.

Алена АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ:

- ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев рейтингра тăватă позици çÿлелле хăпарни савăнтарать. Манăн шухăшăмпа, çакă - питĕ пысăк çитĕнÿ. Кун пекех ĕçлесен ырă çак туртăм сыхланса юласси иккĕлентермест. Палăртмаллах: Михаил Игнатьев республикăн инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатакан политика тытса пырать, ăна тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçа кĕртет. Астăватпăр-ха, РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене Раççейри инвестици хывма ăнăçлă вунă регион шутне кĕртнĕччĕ. Республикăра ют çĕршыв инвесторĕсем йышлансах пыраççĕ. Çакă Чăваш Ен бизнес-проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе шанчăклă партнер пулнине çирĕплетет. Кунсăр пуçне, Михаил Игнатьев Правительствăпа тата республикăри, Патшалăх Думинчи депутатсемпе тачă çыхăнса, килĕштерсе ĕçлет. Вăл пысăк калăпăшлă проектсенчен хăрамасть, çапла майпа Чăваш Енрен федерацин пысăк программисене, çав шутра вĕрентÿ тытăмĕнчисене те, пурнăçа кĕртмелли лапам туса хурать, республикăна хушма укçа-тенкĕ илсе килме май парать. Вăл хăйĕн, республикăн ят-сумне пысăка хурса хаклать, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшать.

Вадим НИКОЛАЕВ, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев информаци коммуникацийĕсен «Рейтинг» центрĕн Раççей суб<екчĕсен пуçлăхĕсен 2015 çулхи июль-август уйăхĕсенчи ĕçне хаклакан тĕпчевре хăйĕн позицийĕсене çирĕплетни, 25-мĕшĕнчен тăватă йĕрке çÿлелле хăпарса 21-мĕш вырăна йышăнни - питĕ лайăх кăтарту. Ку рейтинга регионсен пуçлăхĕсен ĕçне хакласа хатĕрлеççĕ. Этемлĕх аталанăвĕ ĕç çинче тытăнса тăрать-çке. Михаил Игнатьев хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса, йĕркеллĕ, таса чунпа тата ăнăçлă пурнăçлать. Вăл çапла çине тăрса ĕçлемесен республика малалла аталанаймĕччĕ. Чăваш Ен инвестици климачĕ енĕпе наци рейтингĕнче федераци суб<екчĕсен хушшинче 9-мĕш вырăн йышăнни те çакнах çирĕплетет. Михаил Васильевичăн ĕç тухăçлăхĕ çав тери пысăккине çÿлерех асăннă рейтинг тепĕр хут кăтартса пачĕ.

Юрий ИСАЕВ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне витĕр курса тăни пире савăнтарать. Çакна вăл республика çыннисемпе тăтăш ирттернĕ тĕлпулусенче те пĕрре кăна мар палăртрĕ. Эппин, тăван республикăн пуласлăхĕ çирĕп алăра. Çакна Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿсни те тепĕр хут çирĕплетет. Влаç тытăмĕнче тăрăшакансем инвесторсем тупса предприятисен аталанăвне укçа-тенкĕ хывни, бюджета пур енлĕн пурнăçласа пыни - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн ĕçĕ çăмăлах маррине кăтартать.

Хамăрăн кулленхи ĕçре эпир çакна ялан тĕпе хуратпăр: кам çине тăрса ĕçлет, унăн ĕçĕ ăнăçлă пулса тухать. «Ĕç вăл - пурнăç тыткăчи», - тесе ахальтен каламан. Пире вăл шанăç парать, хавхалантарать. Çакна республикăри предприятисенчи ĕç коллективĕсен шухăш-кăмăлĕ те çирĕплетет. Ăслăлăх тата вĕрентÿ учрежденийĕсене те пырса тивет çакă. Пирĕн те çитес суйлавра ĕçшĕн куллен тăрăшакан ертÿçĕне суйламаллах.

Эппин, общество умĕнче тăракан тĕллевсем пурнăçланаççех. Республика ертÿçине В.Путин шаннă пулсан вăл пирĕн шанчăка тÿрре кăларатех.

Юрий Артемьев, филологи наукисен докторĕ, профессор, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ:

- Эпĕ, чылай çул илемлĕ литературăпа ăслăлăх анинче тăрмашнă çын, хамăн кулленхи ĕç-пуçри чăрмав-йывăрлăхсем ытларах чухне политика хастарçисем усă куракан май-мелсемпе вĕсен тĕллевĕсене чун çывăхне илменнипе çыхăннине туйсах тăнă. Анчах та обществăра пурăнатăн пулсан ун вăйăм-витĕмĕнчен хăтăлма та май килмест. Пропаганда пусмăрĕ суйлав кампанийĕн тапхăрĕнче уйрăмах чĕрĕлсе каять. Радиопа телевидени, хаçат-журнал, халăхпа тĕл пулса калаçнă май пурте хамăра телейлĕ тăвас тĕллевпе çывăрмасăр ĕçлеме сăмах параççĕ, анчах та вĕсем савăнăçлă кăмăл-туйăм çуратаççĕ теейместĕп. Халиччен пулманнине те, пулма пултарайманнине те тата ытти темтепĕре те шантарса, асра юлмалла каласа ĕлкĕрмелле вĕсен кĕске вăхăт хушшинче. Ăмăртсах шантараççĕ. «Ытлашши хитре ан калаç, Аркадий», - тет Тургеневăн Базаровĕ хăйĕн çамрăк юлташне. Çук, илемлĕ калаçни те кирлĕ-ха, унта культура курăнать. Нумай пĕлни, вулани. Анчах та çын илемĕпе хакĕ, ман шутпа, ĕçре, ĕççыннин хуйхи-суйхине ăнланнинче татах та тарăнрах палăрать.

«Хыпар» хаçатăн ĕнерхи кăларăмĕнче Михаил Васильевич Игнатьевăн рейтингĕ пирки материал пичетленнĕ. Инвестици климачĕ енĕпе наци рейтингĕнче федераци суб<екчĕсем хушшинче 9-мĕш вырăнта эпир* юлашки 5 çулта пурнăçланă инвестици проекчĕсен шучĕ 100-е яхăн* пин-пин ĕç вырăнĕ çĕнĕрен йĕркеленĕ; нумай ачаллă çемьесен шучĕ 25% ÿснĕ; иртнĕ çул çуралнă ачасен шучĕ вилнисенчен пин çын ытларах.

Шанчăк параканни татах та пур кунта. Эпĕ пурне те илсе кăтартас теместĕп. «Рейтинг» центрĕн кăтартăвĕсем чăнлăха пăсаççĕ тесе калаймастăп. Республика чĕрин таппине кабинет пуçлăхĕ пулнипе туйса тăма çук. Михаил Васильевич кунсерен тенĕ пек халăх хушшинче. Çурт-йĕр купалакан лаптăкра, заводра, уйра, ача сачĕсемпе сыватмăшсем уçнă çĕрте...

Ман шутпа, шăп та лăп çакăнта шырать те, курать те вăл чи пĕлтерĕшлипе тĕпри приоритетсене.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.