Пысăк хуранпа пăтă пĕçернĕ

3 Авăн, 2015

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче халăхăн Çĕнтерĕвне тылра çывхартас паттăрла ĕçĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кушлавăш ялĕнче пурăнакан Степанида Андреевăн тÿпи те пур. Çав тапхăрти чылай чăваш хĕр-упраçĕнни евĕрех иртнĕ çамрăклăхĕ унăн асĕнче чылайлăха çырăнса юлнă.

Степанида Ивановна çемьесенче вучах ăшши сÿнмен 26 кил-çуртлă Кушлавăшра кун кунлать. Ĕлĕк ку ялта 53 хуçалăх пулнă. Степанида Ивановнăпа ăнсăртран паллашрăм. Икĕ çул каялла Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Логинов çурални - 100, вилни 40 çул пулчĕ. Унăн тата ашшĕн пурнăçĕсемпе тĕплĕнрех паллашас туртăм Кушлавăша илсе çитерчĕ. Çав яла пулас Геройăн аппăшĕ Варвари качча тухнă. Анчах вăрçă хыççăн салтак арăмĕн кун-çулĕ татăлнă. Ялти пĕр кинемей кÿршĕри Сăхванипе тĕл пулса калаçма сĕнчĕ. Унăн кил картине кĕрсе тăтăм çеç - выльăх сарайĕнчен ватă хĕрарăм тухрĕ. Пурнăç терт-нуши курпунлантарнă кинемейĕн пĕр аллинче - йывăç туя, тепринче - кăнтăрлахи сăвăмăн ăшă сĕчĕпе тулнă витре. Хам мĕн тĕллевпе килнине пĕлтерсен вăл мана пÿрте кĕме йыхравларĕ. Унăн ашшĕ Алексей Логинов Геройăн шăллĕ Иван иккен.

Кушлавăш евчи Ивана унран 7 çул аслăрах пикене Ямак Матренине тупса панă. Çапла мăшăрăн юратнă тĕпренчĕкĕ 91 çул каялла Етĕрне районĕнчи Упукушкăнь ялĕнче кун çути курнă. Анчах та вулăçтăвком Сăхванине Логинова мар, Иванова хушаматпа çыртарнă. Ачи çуралсан Иван Логинов Мускавра ĕçе вырнаçнă, арăмĕпе пĕчĕк пепкине пĕрле илсе кайма килнĕ. Анчах Матрена Ивановна хутла вĕренменрен-ши е вырăсла пĕр сăмах та пĕлменрен-ши - пысăк хулана кайма килĕшмен. Мăшăрĕ ÿкĕтлени кăлăхах пулнă. Çапла хĕрарăм ачипе ашшĕ-амăшĕн килне таврăннă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.