Пурнăç хут çинче тытăнса тăмасть...
"Юн кирлĕ! Пулăшăр!.." - çакнашкал каланине пирĕнтен кашниех пĕрре мар илтнĕ. Апла тăк çын инкеке лекнĕ... Ахăртнех, пурнăçпа вилĕм хушшинче тăрать вăл. Ахальтен мар вăхăтра алă тăсни виçĕ хутчен пулăшнипе танлашнине палăртнă ваттисем. Шăпах хисепе тивĕçлĕ çынсем çинчен сăмах хускатас килет манăн.
Нумаях пулмасть республикăри юн йышăнакан станци ĕçлеме пуçланăранпа 80 çул çитрĕ. Унăн историйĕ хăйне евĕрлĕ. 1940 çул вĕçĕнче, тĕслĕхрен, пирĕн тăрăхра 152 донор шутланнă. Ун чухне çуллен 24 литр юн хатĕрленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче юн паракансен йышĕ 3058 çынна çитнĕ.
Малтанхипе танлаштарсан, çулсерен 45 хут ытларах юн илнĕ. Вăрçă пĕтнĕ тĕлелле донорсем сахаланнă. 1960 çулта тин юн тÿлевсĕр паракансен юхăмĕ вăйланма пуçланни паллă. Паян çак станци Чăваш Енри медицина 42 организацине донор юнĕпе тивĕçтерет. Унсăр пуçне чрезвычайлă лару-тăру валли саппас тытать. Çулсерен çакăнта 15 пин литр донор юнĕ хатĕрленине палăртса хăварас килет.
Сăмах май, халĕ республикăра 4154 хисеплĕ донор пурăнать. Юн службин реестрĕнче 72 пин ытла донора шута илнĕ. "Юн пани сывлăх сыхлавĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ырă кăмăллă донорсемсĕр станци ĕçне йĕркелесе пыма май çук. Юн тÿлевсĕр паракан çынсем чылай чухне кама пулăшнине те пĕлмеççĕ", - тенĕччĕ ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова учреждени коллективне юбилейпе саламланă май.
"Раççей хисеплĕ донорĕ" ят илме
Хисеплĕ донор çакнашкал çăмăллăхсемпе усă курма пултарать:
|
Хăйсене сăпайлă тытаççĕ
Эпĕ Муркашри хисеплĕ донорсемпе, килĕшÿллĕ мăшăрпа Юрийпе Нина Степановсемпе паллашрăм. Вĕсем иккĕшĕ те сывлăх сыхлав тытăмĕнче ĕçлеççĕ: Юрий Васильевич - "Васкавлă пулăшу" водителĕ, Нина Александровна - медсестра. Манăн шухăшпа, чирлĕ çынна пулăшас туртăмĕ иккĕшĕн те - юнрах.
"Эпир - ăшă, ырă кăмăллă наци. Чăваш инкеке лекнĕ çынран пăрăнса иртмĕ, ăна май çитнĕ таран пулăшма тăрăшĕ. Эпир те ыттисем пекех", - теççĕ Степановсем. Çынна усă кÿнĕшĕн кăшт мăнаçланма та сăлтав пур вĕсен. Çапах та арăмĕпе упăшки хăйсене яланхи пекех сăпайлă тытаççĕ. "Раççей хисеплĕ донорĕ" палла та эпĕ ыйтнипе çеç кăкăр çине çакрĕç. Мĕнех, ыттисем те курччăр-пĕлччĕр... Çак таранччен вĕсем миçе çынна вилĕмрен çăлса хăварнине, паллах, никам та шутламан.
Больницăри донор
Етĕрне районĕнчи Килтĕш хĕрĕ 8 класс хыççăн Канашри медучилищĕне кайса кĕнĕ. Ун чухне юн панăшăн икĕ кун кантарни мĕнешкел кирлĕ пулнă ăна. Ашшĕ-амăшĕшĕн тунсăхланăскер туххăмрах яла вĕçтернĕ. Çак асаилÿ çаплипех унăн чунне ăшăтнăн туйăнать.
Кайран та, Муркаш район больницинче ача-пăча уйрăмĕнче ĕçлеме пуçласан, юн парсах тăнă вăл. Хăй калашле, хисеплĕ донорсен йышне кĕресси пирки пĕрре те шухăшламан.
Авари хыççăн суранланнисене больницăна илсе килеççĕ. Е ачасен гемоглобин виçи ытла пĕчĕк. Вĕсене пулăшмашкăн тепĕр çынран тÿрех юн яраççĕ. Ун пек чухне больницăрах донор пулни уйрăмах витĕмлĕ: ниçта та, никама та шырамалла мар. "Тухтăрсем пулăшма ыйтсан нихăçан та хирĕçлемен", - пытармасть Нина Александровна. Ачасем валли 30, 40, 50 грамм юн илнишĕн справка та паман. Анчах пурнăç хут çинче тытăнса тăмасть-çке. Доноршăн çут тĕнчене телей курма килнĕ çын вăй илсе пынине курни нимрен хаклă.
Тĕпренчĕксен ашшĕ-амăшĕ тав туни те манăçмĕ. Пĕррехинче йывăр вăхăтра пулăшнăшăн пĕр хĕрарăм Нина Александровнăна тутăр та çыхтарса хăварнă.
Юбилейре мăнук çуралнă
Юрий Васильевич хĕсметрен таврăннăранпах - донор. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, Кашмашсем те ытти çĕрти пекех нумайăн пуçтарăнса юн пама çÿренĕ. Муркаша куçсан та ырă çак йăлана пăрахăçламан арçын.
"Юн панă хыççăн кăмăл çĕкленÿллĕ. Хамăра лайăх туятпăр", - пĕр саслăн ăнлантарать мăшăр.
Кил хуçи арăмĕ сăвă çырать, юрлама-ташлама юратать. Çемье пуçĕ пушă вăхăт тупăнсанах пĕве хĕррине кайса ларать. Путкăча пулă вылятма пуçланине кĕтет вăл. Канмалли кунсене Степановсем Кашмашра ирттереççĕ. Çĕр ĕçĕпе аппаланасси те вĕсемшĕн - чун киленĕçĕ.
Лайăх пурăнни хамăртан килни тавра та сăмах пуçаратпăр. "Хĕрĕмсем çут тĕнчене килни, хваттер илни - пурнăçри чи савăнăçлă самантсем. Шăп та лăп юбилей паллă тунă кун Алена мăнук парнелерĕ", - кулăпа çуталать хĕрарăмăн сăнĕ. Халĕ çулталăк çурăри Константин пур çĕре те çитесшĕн, йăлтах пĕлесшĕн.
Степановсен çывăх тăванĕсен йышĕнче юн паракансем татах пур. Юрий Васильевичăн пĕр аппăшĕ Светлана Данилова та - хисеплĕ донор. Вăл ветстанцире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн тепĕр аппăшĕ, поварта тăрăшакан Раиса Ремнева, кĕç-вĕç "Раççей хисеплĕ донорĕ" ят илĕ. Вăр-вар çак хĕрарăм - 5 ача амăшĕ.
2012 çулта "Юн тата унăн компоненчĕсене тÿлевсĕр парасси çинчен" саккун вăя кĕчĕ. Çĕнĕ йĕрке тăрăх, Раççее килнĕ ют çĕршыв çыннисем те донор пулма пултараççĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра çулталăкран сахал мар пурăннине шута илеççĕ.
Кирек камăн та хăй тĕпленнĕ вырăнта кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче юн пама ирĕк пур.
Донорăн маларах мĕнле чир-чĕрпе нушаланнине çеç мар, операци сĕтелĕ çине миçе хут выртнине те, инфекци чирĕсемпе нушаланакансемпе хутшăннине те кăтартмалла.
Юн панă кун тÿлевсĕр апатлантарасси тата ĕçе каймасан та шалу шутласа парасси сыхланса юлнă.
Хисеплĕ донорсене федераци, регион шайĕнче кăна мар, ĕç паракан та хавхалантарма май тупнине юн службин ĕçченĕсем ырласа йышăнаççĕ.
Организма çирĕплетеççĕ
Республикăри юн йышăнакан станци хыпарĕсемпе малалла паллашатăп. Акă нумаях пулмасть Патăрьелте Донор кунĕ йĕркеленĕ. 78 çын /çак йышран 20-шĕ - пĕрремĕш хут/ юн панă. Вăрнар районĕнче 90 ытла çын донорсен акцине хутшăннă. Пĕр кунра 36 литр юн хатĕрленĕ. Тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн ăна медицина организацийĕсене парĕç. Çавнашкалах Хĕрлĕ Чутай районĕнче - 42, Канаш хулинче 50 çын юн пама кăмăл тунă.
"Донор çынна пулăшнисĕр пуçне хăйĕн сывлăхне те çирĕплетет. Юн улшăнни организма çав тери кирлĕ. Юн пани çыншăн хăрушă мар", - пĕтĕмлетеççĕ республикăри юн йышăнакан станци ĕçченĕсем.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Комментари хушас