ÇĂКА ЧЕЧЕКĔ - ЧАПЛĂ СИПЛЕВÇĔ

12 Çурла, 2015

Унпа ангинăран, фарингитран, ларингитран, шăнса пăсăлнинчен, сывлав çулĕсен шыçă чирĕсенчен, бронх астминчен, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвинчен, нервсем пăлхансан сипленнĕ чухне усă кураççĕ.

Çăка чечекĕ ярса пиçĕхтернĕ шывпа ангинăран - пыра, стоматитпа гингивитран çăвара чÿхеççĕ, пиçсе кайсан, кĕсен, суран, пÿрлешке, мастит чухне, геморрой тĕввисем шыçсан, сыпăсем ыратсан, подагра, ревматизм аптратсан примочка хураççĕ.

Шĕвек хатĕрлеме 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, эмальленĕ савăтпа шыв мунчине лартмалла, 15 минут пиçĕхтермелле. Илсен çур сехетрен сăрăхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Çÿлте асăннă чирсенчен сипленме кунне 2-3 хут апат хыççăн çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле.

Шăнса пăслсан, ÿслĕкрен, сунасран. 1-ер апат кашăкĕ типĕ чапăр курăкне /чабрец/, çăка чечекне, упа хăлхин /коровяк/ чечекне, шăлан çырлине хутăштармалла. Çăка чечекĕн чейне пĕçернĕ пекех хатĕрлесе ĕçмелле.

Е 1-ер апат кашăкĕ типĕ шăлан çырлине, çăка чечекне, упа çырлин /бузина черная/ чечекне, эмел курăкĕн /ромашка/ чечекне, хăва /ива/ хуппине хутăштармалла. Çавăн пекех хатĕрлесе ĕçмелле.

Нÿрĕ ÿслĕк чухне манка çемçелсе тухассине лайăхлатма çăка чечекне пылак тымарпа /корень солодки/, хăмла çырлипе, шапа хупаххин /мать-и-мачеха/ çулçипе хутăштарсан лайăх. Курăксен çак пуххисем ангина чухне те витĕмлĕ пулăшаççĕ.

Самăрлăхран. Кĕлетке виçи ытлашши пулсан çăкан типĕ чечекне кофе арманĕпе çăнăх пуличчен вĕтетмелле. Кунне 3 хут апатсен хушшинче 1-ер чей кашăкĕ çимелле. Пĕр уйăхра пилĕк килограмм таран начарланма пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.