Кăмăл хусканăвĕ
Кил алăкне хупрăм та ĕçпе тухса кĕрес терĕм. Утатăп хайхи. Чарăнăва çитрĕм. Тĕл пултăм палланă профессора.
- На Хаузе каятăн-и? - ыйтать хайскер.
- На Хаузе мар-ха. Килтен тухрăм акă. Çитсе çаврăнмалли пур.
- Мĕнле кил пур вара санăн Шупашкарта?
- Пурăнакан кил. Çемье. Ачасем.
- Кунта санăн нимĕнле кил те çук, хваттер кăна вăл. Çуралнă кил кăна тăван кил пулма пултарать, - татса хучĕ хайскер. - "Ăçта пурăнатăп, çавăнта манăн кил" теорипе пурăнатăн эсĕ.
Аптра тăтăм. Шупашкарта хĕрĕх çул ытла тĕпленсе пурăнакан çыншăн ăçта-ши тăван кил? Кайăксем те çунат сарсан вĕçсе тухса ăсанаççĕ ашшĕ-амăш йăвинчен. Хăйсенне ăсталаççĕ.
Хуса çитсе калаçăва малалла тăсас кăмăл та пурччĕ. Анчах профессор автобуса чупсах кĕрсе ларчĕ, кĕçех курăнми пулчĕ. Çапах кăмăла хускатса хăварчĕ ĕнтĕ.
31.12. 2010
Комментари хушас