Чăваш Ен - лидерсен йышĕнче

31 Утă, 2015

РФ Спорт министерстви Раççей субъекчĕсемпе пĕрле патшалăхăн "Физкультурăпа спорта аталантарасси" программине пурнăçлать. Федераци шайĕнчи статистика сăнавĕн кăтартăвĕсем тăрăх 2014 çулта асăннă программăна пурнăçлас енĕпе Чăваш Республики РФ субъекчĕсен рейтингĕнче 82 регион хушшинче улттăмĕш вырăн йышăннă.

Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ăнăçлă ĕçленине палăртнă: "Михаил Васильевич, сире физкультурăпа спорт аталанăвĕн ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав тăватăп".

Патшалăх программин тĕллевĕ - граждансене физкультурăпа тата спортпа туслашмалли условисемпе тивĕçтересси, Раççей спорчĕн тĕнче шайĕнчи конкурентлăхне çĕклесси. РФ Спорт министерстви Раççей субъекчĕсем программа индикаторĕсене мĕнле пурнăçланине тишкернĕ. Статистика отчечĕн 2014 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх - çĕршывра физкультурăпа спорт занятийĕсене хутшăнакан граждансен тÿпи 29% танлашнă. Халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси те - 29% шайĕнче. Спорт секцийĕсене, клубсене, спортпа çыхăннă çавнашкал ытти пĕрлешÿсене çÿрекен ачасемпе çамрăксен шучĕ - 64,1%.

Чăваш Енре асăннă кăтартусем чылай пысăкрах: физкультурăпа спорт занятийĕсене хутшăнакансем - 37,4% /2013 çулта 35,9% пулнă/* спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси - 45,4%* спортпа туслă вĕренекен çамрăксен шучĕ - 80,2%. Çапла вара патшалăх программин индикаторĕсене 2014 çулта самай пысăклатма пултарнă. Çакă çĕнĕ спорт комплексĕсене хута янипе, спорт резервне хатĕрлес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе çине тăрса ĕçленипе çыхăннă.

Н.АНДРЕЕВ

Рубрика: 
Автор: