Эмблемăра - тулли пучах

28 Утă, 2015

2016 çулхи июль уйăхĕн 1 - август уйăхĕн 15-мĕшĕсенче çĕршывра Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ иртесси пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Унăн тĕп слоганĕ - "Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх". Çак сăмахсем çыравăн тĕп шухăшне уçса параççĕ: патшалăхăн экономикăри тăнăçлăхĕ ялхуçалăх аталанăвĕн шайĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Çапах та çĕр çинче кам пурăнни тата ĕçлени, Раççейĕн аграри потенциалĕ пирки чăнлăхпа килĕшсе тăракан кăтартусене пĕлмесĕр малашлăх çинчен калаçнин усси çук.

2016 çулхи ялхуçалăх çы-равĕн эмблеми унăн официаллă символĕ шутланать : унта çырав хучĕсен мĕлки çийĕн вырнаçтарнă тулли пучах туни пĕр тикĕссĕн куçса çыракан перо пулса тăнă. Пучахпа пĕрчĕне сăнлакан хут листи çÿлелле çурма çавракан авăнни те ахальтен мар: çакă Раççей регионĕсен пĕрлĕхне сăнлать. Ÿкерчĕке "Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕ" сăмахсемпе çавăрса илнĕ, аялта, сылтăм кĕтесре, "2016" тесе палăртнă.

Эмблемăна информаци материалĕсене, çырав хучĕсен бланкĕсене, çыравçăсен удостоверенийĕсене, плакатсемпе сувенир продукцийĕ çине вырнаçтараççĕ.

Ята палăртмасан та кăтартусем шанчăклă пулĕç

Çырав ялхуçалăх продукцийĕ туса кăларакансене пурне те - килти хушма хуçалăх, дача хуçисенчен, сад ĕрчетекенсенчен, пахчаçăсенчен пуçласа фермер тата пĕрлехи хуçалăхсем таранах - пырса тивет. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ кампание ирттерме хатĕрленекенсем унăн кăтартăвĕсем тăрăх ялхуçалăхне аталантармашкăн прогноз туса хатĕрлеме, тавар кăларакансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли çĕнĕ мерăсем палăртма кирлĕ тĕрĕс тата чăнлăхпа килĕшсе тăракан информаци илессе шанаççĕ. Апла-тăк тулли кăтартусем пухасси халăх çырава пуçаруллă хутшăннипе тачă çыхăннă.

Шел те, ялта пурăнакансен калаçăвĕнче хальхи вăхăтра сисчĕвленÿ сĕмĕ сисĕнет: çырав кăтартăвĕсене фермер тата килти хуçалăхсене налук хумашкăн усă курмĕç-и?

Росстат ăнлантарнă тăрăх - ун пек пулмĕ: çырав хучĕсенче çынсен ячĕ-шывне кăтартман, çавна май хуравлаканĕсене те палăртмаççĕ. Çыравçăсене документ кăтартмалла марри пухнă кăтартусене конфедициаллăхпа тивĕçтерет. Хатĕр листсене налук е влаçăн ытти органне пама юрамасть.

Респондентсен кашни ушкăнĕ /çырав объекчĕсем мĕнлине кура/ валли ыйтусен ятарлă пуххине хатĕрленĕ. Харпăр хăй хушма е уйрăм хуçалăхсен хуçисен килте миçе çын пурăнни, хăйсем туса илнĕ продукцие вырнаçтарни, тара тытса ĕçлекенсем пурри-çукки, çĕр лаптăкĕ, выльăх йышĕ, усă куракан техника, машина, оборудовани пирки пĕлтерме тивĕ, сад ĕрчетекенсемпе пахчаçăсен - çĕр лаптăкĕ, ялхуçалăх çимĕçĕ çитĕнтерме тата йывăç-тĕм ÿстерме миçе соткăпа усă курни, выльăх йышĕ /паллах, пур-тăк/ пирки.

Валентина ИЛЬИНА

Рубрика: