Елчĕк енре паха сĕтшĕн хушса тÿлеççĕ. Тинех!
Сулахайран: ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров, Сергей Фролов ертсе пыракан ветврач, вырăнти ветуйрăм заведующийĕ Раиса Ефимова тата чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Николаева паха сĕт сутнăшăн укçа ытларах илме пуçланă Надежда Головинана саламлаççĕ. |
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июлĕн 1-мĕшĕнчен килти хуçалăхсене вĕсем сутакан сĕт пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме хушрĕ. Елчĕк районĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци тĕллеве мĕнле пурнăçлаççĕ?
Продукци пуçтаракан организаци Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи Головинсен килти хуçалăхне сĕтĕн çу хисепĕ 3,4% ытларах пулнине тĕпе хурса кашни литршăн 1 тенкĕ ытларах тÿлеме тытăннă. Çакна мăшăрĕпе Борис Петровичпа 7 ĕне усракан Надежда Михайловна Головина çирĕплетрĕ.
- Пирĕн çу хисепĕн вăтам кăтартăвĕ - 4,2%, - терĕ. - Сĕт пуçтаракан общество пирĕнпе килĕшÿ çирĕплетрĕ. Продукцишĕн укçа кашни уйăхра икĕ хутчен алăран парать. Çу шайĕ пысăкрах пулнă пирки лайăхрах тÿленĕрен сĕт нумайрах сутас килет.
- 270 килти хуçалăхран 170-шĕ сĕт сутать, - пĕлтерчĕ Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров. - Вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿ çирĕплетнĕ. Унта сĕтшĕн тÿлемелли йĕрке çинчен çырнă.
- Павел Морозов, Галина Михайлова, Елена Шепилова хуçалăхĕсем паракан сĕтĕн çу хисепĕ те пысăк, - калаçăва хутшăнчĕ ветеринари уйрăмĕн заведующийĕ Раиса Ефимова. - Вĕсене те хушса тÿлемелле. Сĕте шыв хушакан пĕрре-иккĕ пур. Пайтаçăсем вĕсене лайăх пĕлеççĕ, çу хисепĕ пĕчĕк пулнăшăн сахалрах тÿлеççĕ. Июлĕн 17-мĕшĕнче Кĕçĕн Таяпасем сутма илсе тухнă сĕтрен тĕслĕх илнĕ чухне хака чакарнăшăн хăшĕ-пĕри ÿпкелешрĕ. "Сĕт витрине шыв ан ярăр, цистерна патне паха продукци çеç илсе тухăр. Вара сире те пахине кăна сутакансемпе тан тÿлĕç", - терĕм.
- Паянхи кун тĕлне районти хушма хуçалăхсен сăвакан 2317 ĕне шутланать, - сĕт пахалăхне тĕрĕслес ĕçе еплерех йĕркеленипе паллаштарчĕ районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Николаева. - 1387 килти хуçалăх сĕт сутать, кашни вăтамран 1,7 ĕне тытать. Продукци пуçтаракансем вĕсенчен ытларахăшĕпе килĕшÿ тунă, унта мĕнле йĕркепе сĕт туянассине уçăмлатнă. Пахалăха кашни уйăхра - 1-2 хут, 2-мĕшне продукци пуçтаракансем ыйтнипе тĕрĕслетпĕр. Вĕсем тепĕр чухне сĕтĕн вăл е ку кăтартăвĕ пирки иккĕленеççĕ. Ыйтăва тивĕçтеретпĕр.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕ мĕнлерех-ха? Килти хуçалăхсенчен 2801 тĕслĕх илнĕ. 70-шĕ /2,5%/ çу хисепĕ 3,4% пĕчĕкреххине кăтартнă. Ку тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ - çулталăкăн малтанхи уйăхĕсенче пухни. Ун чухне çынсем çу шайне пысăкрах тăвассишĕн хальхи пекех çине тăман. Сĕте шыв хушакан, сĕт хăймине пухса илекен нумайрах пулнă. Юлашки уйăхсенче сахалланнă, çу хисепĕ лайăх - 3,8-3,9%.
Кăçалхи çур çулта белок кăтартăвĕ 22 хуçалăхăн çеç стандарта тивĕçтермен, шыв хушнă 238 тĕслĕхе /8,5%/ шута илнĕ.
- Март-апрель уйăхĕсенче витрене 30% таран шыв чăмтаракан пурччĕ, - ăнлантарчĕ Ирина Николаевна. - Май-июньте сахалрах - 6-10% кăна - хушрĕç. Мĕнпур тĕслĕхрен 7% продукци йÿçеклĕхĕ норматива тивĕçтерменнине кăтартрĕ. Ку ĕнтĕ йÿçме тытăннă сĕте сутма илсе тухнине пĕлтерет. Çапах та юлашки вăхăтра кукăр алăллисен йышĕ пĕчĕкрех. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ветслужба пахалăха лайăхлатассишĕн вăй хуни харама каймарĕ - кăтартусем лайăхланчĕç.
Вĕсен представителĕсем продукци пуçтаракансемпе, ял çыннисемпе тĕл пулмассерен пахалăх ыйтăвне çĕклеççĕ. Сĕт пухмалли, йышăнмалли, ăна завода леçмелли йĕркепе, ĕнене тăрантармалли, сумалли, сĕт сутмалли йĕркепе паллаштараççĕ. Ветстанци тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе продукци пухакан организацисене пĕлтерет. Вĕсем пахалăха сĕт паракансемпе тишкереççĕ. Ăна предпринимательсем хăйсен аппарачĕпе те тĕрĕслеççĕ.
Ветуйрăмсен специалисчĕсем сĕт тĕслĕхĕсене Елчĕкри станцие илсе килеççĕ. Пахалăхне Ирина Макарова ветврач ертсе пынипе тĕпчеççĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчине "Санти" общество приборĕпе те тĕпчеççĕ.
Сĕтрен тĕслĕх илекен ветеринарсене выльăх тытакансем мĕнле йышăнаççĕ-ха?
- Витрене шыв яракансем: "Анализ мĕн тума кирлĕ?! Çÿретĕр кансĕрлесе!.." - теççĕ. Пире паха сĕт сутакансем ÿпкелемеççĕ, тасалăхшăн тăрăшаççĕ, - пытармарĕ Сергей Фролов ертсе пыракан ветврач.
Çапла пĕтĕмлетес килет: иртнĕ çур çулта районти муниципалитет органĕсем тата ветстанци йĕркеленипе продукци пуçтаракансем килти хуçалăхсен пысăкрах пайĕпе килĕшÿ çирĕплетнĕ, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи ĕне усракансене сĕт пахалăхне кура тÿлеме тытăннă.
n Юрий МИХАЙЛОВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас