Усăллă канашсем

16 Утă, 2015
  • Пахчари кăтка пĕтерме авăртнă хĕрлĕ пăрăç пулăшать. Ăна кăткă йăви патне сапмалла. Вăл çавăн пекех купăста, хăяр хуртне те вĕлерет: 10 л шыва 100 г пăрăç ямалла, 2 сехет тытмалла, ÿсен-тăрана пĕрĕхмелле.
  • Помидора чир-чĕртен упрама вĕлтĕрен шывĕпе шăвармалла.
  • Купăста лĕпĕшĕ армутирен хăрать. Çавна май ăна пахчаçимĕç çине хумалла.
  • Пÿлĕмри чечеке ÿсме çумăр шывĕ пулăшать.
  • Хăяр çулçи сарăхасран апат содин шĕвекĕпе /10 л шыва 1 апат кашăкĕ/ сапмалла. Вăл çавăн пекех çак пахчаçимĕçе çăнăхлă сывлăмран та сыхлать: 10 л шыва 1 апат кашăкĕ апат соди ямалла, пăтратмалла, пĕрĕхмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.