- Чăвашла верси
- Русская версия
«Ылтăн чăмакки» -Ешкилтре!
Сулхăнра хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе ывăннă çирĕмри пике пÿрте кĕчĕ те хырăмĕ выçнине пĕлтерчĕ. Ларса канма пĕлеймен амăшĕ пĕтĕм ĕçне пăрахса ăна валли апат хатĕрлерĕ.
- Мĕншĕн çиместĕн? Тутлă мар-им? - кăсăкланчĕ урай çăвакан амăшĕ хĕрĕ енне пăхса.
- Ăна-кăна пĕлейместĕп-ха. Эсĕ мана кашăк памарăн вĕт, умра çăкăр та çук! - кăмăлсăрланса сассине хăпартрĕ Настя.
Мĕн ыйтнине тивĕçтерчĕ амăшĕ. Унтан хĕрне ыталаса илчĕ: «Манăн ылтăнăм, кăвакарчăнăм, сарă лĕпĕшĕм! Çиех, çи» - тесе питçăмартинчен чуптуса илчĕ.
Çакнашкал чуна ыраттаракан ÿкерчĕке курнă хыççăн Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнчи Владимир Трофимовичпа Антонина Яковлевна Игнатьевсен çемйинче пулма тÿр килчĕ. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем чупса çÿресе ĕçленине курсан: «Акă ăçта вĕсем ылтăн чăмаккисем!» - терĕм сасăпах.
- Ачу-пăчупа мухтаниччен чул муклашкипе мухтанма хушнă-ха та ватăсем... Ара, ĕç çынна илем çеç кÿрет вĕт! Ĕçлемесĕр кайăк та апат çиеймест! - терĕ кил хуçи Владимир Трофимович.
Игнатьевсен ывăлĕпе хĕрĕ, Вовăпа Олеся, хулара пурăнаççĕ пулин те, кашни эрнере тăван тăрăха ашшĕ-амăшне пулăшма васкаççĕ. Кĕçĕнни, вун иккĕри Алита та, ыттисене кура лара-тăра пĕлмест. Унăн тума пĕлмен ĕçĕ те çук.
- Шкула эпĕ пиллĕкре кайнă. Апла пулин те йывăрлăха кĕрсе ÿкмерĕм. Вĕренÿре те «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыратăп. Класри ачасем пурте вунтăватă çулта, эпĕ вара вуниккĕре çеç, - йăл! кулать хĕрача.
Алита нумай пулмасть пĕччен тăхăр кун кĕтÿре пулнă.
- Ун чухне пурте уйра ĕçлерĕç. Лупас çине сакăр машина утă кĕртнĕ. Сахал мар вĕт ку? Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пур чухне пирĕн килте ахаль алă усса ларакан çук. Эпĕ ĕнесемпе пăрусене, вăкăрсемпе сыснасене, сурăхсемпе чăх-чĕпе, хур- кăвакала пурне те юрататăп. Кушаксене те пылчăклă вăхăтра тяпписене çуса пÿрте илсе кĕретĕп. Тăватă мăр-мăртан пĕри, Томас, аттене çав тери юратать. Уншăн вăл ирхи «будильник». Автансем шарлаттарса авăтма тытăнсанах атте патне пырса мăрлатса ачашланать. Ара, атте ăна тепĕр чух хăйма çитерет вĕт! Тăват-пилĕк кун каялла чăх çухалчĕ, пĕчĕк чĕпписем халь амăшне шыраса чупаççĕ. Мана валли кулянмалли тупăнсах тăрать, - тет Алита.
...Ултă çул каялла Шуркасси шкулне командировкăна кайсан вĕрентекенсем пĕрремĕш класра вĕренекен Алитăпа паллаштарнăччĕ.
- Халĕ сирĕн пата хăнана пыратăп-ха, - тесе шахвăртрăм та, хĕрача ман çине кăн пăхрĕ.
- Пырас çук, пирĕн килте никам та çук. Çимелли те ним те çук, - терĕ кĕскен.
Ку хутĕнче вара Алита йăл кулса та хапăл кĕтсе илчĕ пире.
- Ун чухне сирĕнпе тĕлпулнине астумастăп. Пĕчĕк чухне айвантарах пулнă ĕнтĕ, мĕн тăвăн, - тесе чупса çÿресех сĕтел хатĕрлерĕ вун иккĕри хĕрача.
Каçхине кĕтÿ ансан витре йăтса амăшĕпе ĕне сума васкарĕ, чăх-чĕппине, хур-кăвакала хăваласа картише кĕртрĕ, ешĕл курăк çине кăкарнă пăрушĕсене илсе килчĕ. Чăн-чăн ĕçчен чăваш ачи... Хĕрÿ вăхăтра хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе ларма мар, кăшт канма та вăхăт тупаймасть Игнатьевсен кĕçĕн тĕпренчĕкĕ. Е тата амăшĕ апат пĕçерессе кĕтмест, хăех газ плити умĕнче кăлăк чăххи пек чупкаласа юратнă çыннисене тутлă апатпа савăнтарас тесе тăрăшать. Акă ăçта вăл «ылтăн чăмакки!»
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Комментари хушас