Тымар ан çĕртĕр тесен...
Сутуçăсем каланă тăрăх, кăçал, иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан, вăрлăх 3-4 хут нумайрах сутнă. Кăна çапла çеç ăнлантарма пулать - çынсем хăйсем пахчаçимĕç ытларах туса илесшĕн. Çак пулăм пушă выртакан çĕрсем сахалланасса та шантарать.
Тем тесен те чăваш чун-чĕринче хресчен туйăмĕ, çĕр çинче тăрмашасси вăйлă аталаннă. Пахчара е уйра вăй хуракан хăйĕн лаптăкне йĕркере тытса тăма тăрăшатех.
Россельхознадзорăн республикăри управленине килекен çырусен авторĕсем кÿршисем лаптăкĕсене тĕрлĕ йăх-яхран тасатманшăн кăмăлсăрланнине палăртаççĕ.
Шупашкар районĕнчи Лапсартан килнĕ çырура çав тăрăхри 2 общество ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе урăх тĕллевпе усă курнине пĕлтереççĕ. Пĕри - пысăк тиевлĕ машинăсем лартма тата юсама усă курать, тепри вара çуртсене тата сооруженисене пушă кĕленчесем пуçтарма тытать, çавăн пекех вĕсене арендăна парать. Лару-тăрăва уçăмлатнă май Çĕр саккунĕсене пăснăшăн явап тыттарма тăхтанă: пĕр обществи усă куракан çĕр - промышленноç категорине кĕртнĕскер пулнине документсем çирĕплетеççĕ. Çырура кăтартнă тепĕр общество вара унта ĕçлемест-мĕн.
Тепĕр çырура та ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче "Галина" гаражсен кооперативĕ вырнаçнине пĕлтернĕ. Çакă саккунпа килĕшсе тăнине тĕпчеме ыйтнă автор. Тепĕр кунах управление çитсе ыйту çырать: çырăва пăхса тухмалла мар, мĕншĕн тесен ăна вăл çырман иккен. Кам çапла "шÿтлеме" пултарнине полици ĕçченĕсем тĕпчеççĕ.
Етĕрне районĕнчен те кăсăклă çыру çитрĕ. Ирçе ял тăрăхĕнче пурăнакан арçын 1 метр çÿллĕш чăрăш каснă тĕлĕшпе полици ĕçченĕсем çырнă постановленипе килĕшмест. Унăн шухăшĕпе, ял тăрăхне тăкак кÿмен вăл, пачах хирĕçле - усă тунă. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче йывăç-тĕм ÿсмелле мар вĕт. Ку ĕç вĕçне тÿрех пăнчă лартаймăн та. Çырура кăтартнă лаптăк çырма хĕрринче вырнаçнă, унăн категорине Росреестр палăртайман: унта пай çĕрсене межевани туман иккен. Автор çырнă пек, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче тĕмсем ешерекен лаптăк тĕлне те пулман тĕрĕслевçĕсем.
Ытларах чухне вара çынсен пăшăрханăвĕ ахальтен çуралмасть. Нумаях пулмасть Канаш район администрацийĕнчен килнĕ çыру тăрăх тĕпчев ирттерчĕç инспекторсем. Чăнах та, çырура кăтартнă пекех, арендăна илнĕ ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕн усă курмаççĕ иккен: 157,01 гектар çинче йывăç-тĕм тарăн тымар яма та ĕлкĕрнĕ. Каснă хыççăн çакă палăрнă: хурăн - 6, хыр - 5, çăка 6 çулта пулнă.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнчен çитнĕ çырура вара Шупашкар районĕнчи асăннă категорири тепĕр лаптăк шар курнине пĕлтереççĕ: вĕтĕ чул сарнăскер автоçула çаврăнса пырать иккен. Унта çум курăкĕсĕр пуçне нимĕн те ÿсмест-мĕн. Йĕркесĕрлĕх куç умĕнче, анчах айăплине палăртма май килмен.
Росприроднадзорăн республикăри управленийĕ 2 çын ыйтăвне тĕпчеме ыйтнă. Пĕрне - тĕплĕ хурав панă, теприн тăрăх административлă тĕпчев йĕркеленĕ. Сăлтавĕ: çĕрĕн паха сийне хăйсен тĕллĕн хырса илнĕ. Йĕркене пăхăнман общество тĕлĕшпе протокол хатĕрленĕ.
Пĕлтĕр те çакăн йышши çыру килнĕччĕ. Унти информацисене тĕпе хурса административлă 15 тĕпчев ирттернĕ. Юридици сăпатĕнчи - 5, должноçри 7 çынна тата 3 гражданина административлă майпа явап тыттарма сăлтав тупăннă.
"Çĕрте - пирĕн тымарсем," - теççĕ халăхра. Çакă шухăша ярать те: лайăх мар çĕрте мĕнле тымар аталанĕ-ши? Çĕрнĕ тымартан вара мĕн пулĕ-ши?..
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕ.