Тĕнче чемпионки юрлать те, ташлать те...

5 Çĕртме, 2015

Шкул ачисемпе тĕл пулнă хыççăн Олимп вăййисен призерне, тĕнче чемпионкине Ирина Слуцкаяна республикăри МИХ журналисчĕсем «Тăван радио» тĕпелне чĕнчĕç.

- Ирина, Шупашкарта сире епле кĕтсе илчĕç?

- Питĕ ăшшăн. Шел те, хальлĕхе хулапа паллашма вăхăт пулмарĕ. Каярах экскурсие илсе кайма шантарчĕç. Халь кăна шкул ачисемпе курнăçрăм, питĕ ăшă калаçу пулчĕ. Кăмăлĕсем пурин те çĕкленÿллĕ, куçĕсем ялкăшаççĕ. Хальхи çамрăксем хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ, ыйтусем пама вăтанмаççĕ.

- Чемпион пулас тесен çынра мĕнле енсене аталантармалла?

- Паллах, чи малтан ĕçчен те чăтăмлă пулмалла, тĕллеве пурнăçламашкăн пур вăйран тăрăшмалла, нихăçан та пуç усмалла мар. Çак паха енсем спортсменшăн кăна мар, кашни çыншăн - пĕлтерĕшлĕ.

- Эсир 4 çулта пĕрремĕш хут коньки çине тăрса Олимп вăййисен призерĕ, тĕнче чемпионĕ пуласчĕ-ха тесе ĕмĕтленнĕ-и?

- Çук, паллах. Каярах та, тĕрлĕ ăмăртура мала тухма пуçласан та, турнирта пĕрремĕш пуласси, медаль çĕнсе илесси çинчен пачах та шухăшламан. Каток çине тухнă чухне яланах пĕр шухăшчĕ - хама лайăх енчен кăтартасси. Пĕчĕк чухне вара малтан коньки çинче тăма, кайран ярăнма вĕренесчĕ тесе тăрăшнă. Темшĕн манăн Коппенгагена каяс килнĕ. Атте-анне вара: «Лайăх ярăнсан илсе каятпăр», - тетчĕç. Кăшт вăхăт иртсен унта çитсе куртăмах.

- Пĕрремĕш çĕнтерÿ... Хăшĕ ытларах асра юлчĕ?

- Çĕнтерме нихăçан та çăмăл мар. Пĕрремĕш çитĕнÿ тенĕрен, юниорсен тĕнче чемпионачĕ яланах аса килет. 13-реччĕ ун чухне. Унта çĕнтернĕ хыççăн эпĕ те вăйлă пулнине, тата та çÿлерех çĕкленме пултарассине ăнланса илтĕм.

- Сирĕншĕн телей мĕн вăл?

- Çывăх çыннăмсем ырă-сывă пулни, пурте савăк кăмăллă пулни. Хуйхă-суйхă, чуна ыраттаракан ыйтусем çук-тăк - эпĕ телейлĕ çын. Манăн ачасем çумра пулсан, вĕсем хаваслă пулсан - эпĕ телейлĕ. Паллах, чи кирли - сывлăх. Чирлĕ çын телейлĕ пулаймĕ. Ытти вара хăех пулĕ.

- Ачăрсене хăюллă та паттăр пулма вĕрентетĕр-и?

- Паллах. Вĕсем манăн иккĕн: ывăлпа хĕр. Арçын ачасене ÿстерме йывăртарах пек туйăнать. Ку шухăшпа ывăллисем килĕшеççех пулĕ манпа. Вĕсем лара-тăра пĕлмеççĕ-çке. Вăрçсан - вĕсем кутăнлашаççĕ, хăшĕ-пĕри кăшкăрашма пуçлать. Пурнăçра çăмăл маррине, темĕн те тÿсме тивмеллине ăнлантаратăп.

- Анне пулма çăмăл-и?

- Кашни амăшĕ хăйĕн ачишĕн лайăх анне пулма тăрăшать. Чи йывăрри вара – ачасемшĕн юлташ пуласси. Асли 8 çулта, 1-мĕш класс пĕтерчĕ. Кĕçĕнни 5-ре кăна-ха. Кашнин - хăйĕн пурнăçĕ, интересĕ. Калăпăр, каçсерен аслипе пĕрле ларса калаçасси йăлара. Каласа памалли нумай унăн. Ăна ялан тимлĕ итлетĕп, йывăр ыйтусене татса пама тăрăшатăп. Тĕслĕхрен, машина çĕмĕрĕлчĕ пулсан мĕн пулнă-ха тесе ăна юсама пуçлатпăр. Шел те, вĕсемпе ларма вăхăт сахалрах.

- Эсир «Ледниковый период», «Звезды на льду» телепроектсене пĕрре мар хутшăннă: ертÿçĕ те пултăр, ярăнтăр та. Хăш ĕçĕ ытларах килĕшет?

- Пăр çине тухса ярăнасси - хăнăхнă ĕç, çав вăхăтрах мăшăрпа ярăнса курман çынна çăмăлах мар. Ертсе пыма та вĕрентĕм, халĕ шыври пулă пекех туятăп хама, малтан йывăртарахчĕ. Тÿрĕ эфирта спорт хыпарĕсене вулани ертÿçĕ ăсталăхне алла илме нумай пулăшрĕ. Çапах та эпĕ ытларах пăр çинче ярăнма кăмăллатăп.

- Эсир театрта вылятăр, юрлатăр та... Турă пани-и ку е тахçантанпах туптанă ăсталăх?

- Юрлать тени пит вырăнлах мар пулĕ. Ман репертуарта икĕ юрă кăна. Çак ĕçе мана Сергей Кристовский явăçтарса ячĕ. Хăйпе пĕрле юрлама сĕнчĕ те... Актер ĕçĕпе те хăтланса пăхнăччĕ пĕр вăхăт. Раççейри театр искусствин академийĕнче темиçе çул вĕренни те хĕтĕртрĕ пулĕ çак утăма тума. Ун чухне те сĕнчĕç те - килĕшрĕм. Анчах ку ĕç кăмăла каймарĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ - экстремал. Манăн пур япалана та астивсе пăхас килет. Мĕн туманни юлчĕ-ши тата? Самолетпа вĕçнĕ, ташланă, юрланă... Паянхи кун та çĕнни сĕнсен шухăшламасăрах килĕшнĕ пулăттăм.

- Юлашки вăхăтра ГТО нормисене пурнăçласси йăлана кĕчĕ. Эсир кун çинчен мĕн шухăшлатăр?

- Тĕрĕссипе, эпĕ хам та çак юхăмра ишетĕп. Мускав облаçĕнчи ятарлă программăна хутшăнатăп. Эпир ГТО фестивалĕсемпе уявсем ирттеретпĕр. Акă, нумаях пулмасть облаçра черетлĕ тест ирттертĕмĕр. Унта 2000 ытла çын хутшăнчĕ. Çак мероприятисене ачасем те, ваттисем те хаваспах хутшăнни питĕ савăнтарать. Пурте хăйсене тĕрĕслеме тăрăшаççĕ. Паянхи куншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ ку. Кашнин ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр пулмалла, уйрăмах - арçынсен. Хĕрсен те вĕсенчен юлмалла мар, паллах.

- Сирĕн наградăрсен йышне тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен палăртаççĕ. Калăр-ха, пухмачра миçе медаль сирĕн? Вĕсене ăçта упратăр?

- Чăн та, чылай çĕрте, уйрăмах «Википедире», йăнăш çырнă. Медальсен йышĕ - 100 ытла. Вĕсенчен 10-шĕ - «ылтăн»: Европа чемпионачĕсенче 7 хут çĕнтернĕ эпĕ, тĕнче чемпионатĕнче - икĕ хут, тепри - Раççей шайĕнчи. Анчах вĕсене эпĕ курупкасенчех упратăп. Çывăх вăхăтрах вĕсем валли килте пĕр-пĕр кĕтес уйăрма шухăшлатăп.

- Ăмăртусем епле иртнине телевизорпа пăхма юрататăр-и?

- Шел те, телевизор умĕнче ларма вăхăт çукрах. Сайра-хутра кăна пăхатăп. Тĕслĕхрен, кăçал тĕнче чемпионатне ятарласа пăхрăм. Уйрăмах Елизавета Туктамышева ярăннине. Кирлĕ-тĕк - Интернетра веçех пур. Çапах та спорт тĕнчинче мĕн пулас иртнине пĕтĕмпех пĕлсе тăратăп, спортсменсен кăтартăвĕсене куçран вĕçертместĕп.

Андрей МИХАЙЛОВ итленĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.