- Чăвашла верси
- Русская версия
Çав çулсен çухалмĕ чапĕ
Куславкка – илемлĕ хула. Ватă Атăл хĕрри. Парксемпе сад пахчисем. Хула çумĕнче - çÿллĕ-çÿллĕ, тĕве курпунĕ евĕр сип-симĕс çеремлĕ, ешĕл каталлă сăрт. Çывăхрах вăрман: юманлăх, хурăнлăх, çĕмĕртлĕх... Пĕтĕм Раççей ăмсанмалла çăтмах вĕт!
Хĕвел ларас умĕн мĕн чухлĕ çамрăк халăх, хĕрупраç хĕвĕшет Атăл хĕрринче, уйрăмах Ирĕклĕ Раççей урамĕнче.
Почта çуртĕнчен сулахаялла пăрăнсан, тăвалла йывăç çуртсемлĕ Александр Тухланов ячĕллĕ урам хăпарса каять. Вăтăр çул каялла вăл Урицкий ячĕпе хисепленетчĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ пирĕн енчи пĕртен-пĕр летчик, Куславкка çынни Александр Григорьевич Тухланов çемйипе пĕрле пурăнатчĕ.
Тăватă хутчен тĕл пулса калаçнă эпĕ вăрçă паттăрĕпе. Хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен икĕ-виçĕ хутчен те каласа панă вăл мана.
Хресчен ачи. 1916 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче Куславкка ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Аслă Салари колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Çу кунĕсенче ака-суха ĕçĕсене хутшăннă, ашшĕпе пĕрле çармăс енчи Элнет юханшывĕпе йывăç юхтарнă. 1929 çулта Куславккара Кĕçĕн Атăл ?Воложка% шывĕ хĕрринчи анлă улăхра строительство деталĕсен завочĕ тума тытăнаççĕ. Ялти çĕр ĕçченĕсенчен ытларахăшĕ строительсем пулса тăраççĕ. Тухлановсен çемйин пуçлăхĕ Григорий Константинович та лашине колхоза парса платникре ĕçлеме пуçлать. Завод хута кайсан унта куçать. 1932 çулта шкул пĕтерсен ашшĕ хыççăн Сашка ывăлĕ те предприятие ĕçлеме кĕрет. Хăй ялан самолетпа вĕçме ĕмĕтленет. 19 тултарсан Шупашкарти аэроклуба вĕренме каять. Йышăнмаççĕ. Канашри автомеханиксен шкулĕнче ăс пухать. Тинех Шупашкарти аэроклуба шоферта ĕçлеме вырнаçать. Çулталăкран вăл аэроклуб курсанчĕ пулса тăрать. 1939 çулта Александр Тухланова çара илеççĕ те тÿрех çар авиатехникĕсен училищине ăсатаççĕ. Ун хыççăн вăл Гостомельти çар пилочĕсен шкулĕнче вĕренет.
Вăрçă. Çамрăк летчик Ил-2 штурмовикпа вĕçме хăнăхать. Мĕн тери йывăр та сăкăлталлă летчикăн пурнăç çулĕ. 1942 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче вăл Вăтам Дон тăрăхĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕрет.
- Александр Григорьевич, вăрçă вăхăтĕнчи мĕнле хаклă документсем сыхланса юлнă сирĕн? - ыйтнăччĕ эпĕ унран 1985 çулхи март уйăхĕнче.
Тухланов самантлăха нимĕн калама аптăрарĕ пулас, хулпуççине сиктеркелесе илчĕ.
- Ытлашши мĕнех юлтăр ĕнтĕ, - куçран пăхрĕ мана. - Алă айĕнче икĕ кÿнтĕлен пур. Вĕсенче манăн пĕтĕм пурнăç сăнарланнă темелле. Тепĕр чух вара вăхăт иртнипе сарăхнă страницăсене уçатăп та штабра ĕçлекенсем васкамасăр шăрçаланă йĕркесене вулатăп. Акă пăхăр.
"1942 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи сентябрьччен Ил-2 самолетпа пĕтĕмпе 158 хутчен çар вĕçевĕнче пулнă. Вĕçевре 184 сехет те 40 минут ирттернĕ".
Малалла каллех шăрçа пек йĕркесем выртаççĕ.
Вĕçевре пулни-иртнисем.
1937-1938 çулсенче аэроклубра вĕреннĕ чухне, документсем ĕнентернĕ тăрăх, аварисем туман.
Гостомельти çар пилочĕсен шкулĕнче пĕтĕм программа тăрăх вĕреннĕ вăхăтра авари-мĕн пулман.
"Хĕрлĕ Çарта Сывлăш-Çар вăйĕсенче 1941 çултан пуçласа 1942 çулччен çĕнĕрен вĕреннĕ тапхăрта 242 СБП ?хăвăрт вĕçекен бомбардировщиксен полкĕнче%, 507 ББПра ?çывăхра бомбăсем пăрахакан полкра%, 883 ШАПра ?штурмлакан авиаци полкĕнче% йĕркене пăснă тĕслĕхсем те, аварисем те пулман.
Вăрçăри лару-тăрура Кăнтăр-Хĕвеланăç тата 3-мĕш Украина фрончĕсенчи 17-мĕш Сывлăш-Çар составĕнче, 1-мĕш Украина фронтĕнчи 2-мĕш Сывлăш-Çар йышĕнче рядовой летчикран пуçласа эскадрилья командирне çитичченех хăй те, ăна пăхăнакансем те катастрофăсем туман".
Хутсен типĕ чĕлхи йăлăхтарчĕ-ши - Александр Григорьевич ура çине çĕкленчĕ.
- Хурçă кайăка ватма-çĕмĕрме-и? - терĕ вăл командир сассипе çирĕппĕн. - Ăна эпир чунтан юратнă, ачашланă. Кирлĕ чухне унпа шăла çыртса, çамка çине тар тухиччен тарăхупа тулса тăшман çине вирхĕннĕ. Кашни утăм совет çĕрĕшĕн тÿпкенĕ фашист йыттисене. Ялан пĕр шанăçпа - нимĕç захватчикĕсене çĕнтерессишĕн, вĕсене кăнтăрла та, çĕрле те тĕпĕ-йĕрĕпе аркатассишĕн, юн ĕçенсен йăвине - Берлина - хăвăртрах çитессишĕн пурăннă. Мĕн вăй çитнĕ таран Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн çапăçнă.
Килте упранакан тепĕр хаклă документ - телеграмма. Ăна авиаци полкне 1944 çулхи августăн 8-мĕшĕнче 10 сехет те 30 минутра Мускавран ярса панăччĕ.
"Гварди лейтенанта Тухланова. Сире правительтсвăн чи пысăк наградине - Совет Союзĕн Геройĕ ятне - панипе саламлатпăр. Нимĕç фашисчĕсен оккупанчĕсене çапса аркатас ĕçре тата хастарлăрах пулма ырлăх-сывлăх сунатпăр. Новиков, авиацин тĕп маршалĕ* Шеманов, политпай начальникĕ* Ворожейкин, штаб начальникĕ."
- Çук-çук, мухтанмастăп эпĕ вăрçăран упранса юлнă хаклă хутсемпе, - сассине йăвашлатрĕ ветеран. - Вĕсем маншăн хĕрÿ çапăçусенче çĕнсе илнĕ орден-медаль пекех. Эпир, вăрçă терт-асапне тÿссе курнă çынсем, çав кунсене нихçан та хитрелетсе кăтартмастпăр. Апла тума камăн чĕлхи çаврăнтăр? Çакна та пĕлетпĕр: çав кунсен чапĕ нихçан та çухалмĕ.
Тĕлĕнмелле хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Александр Тухланов. Вăл Сталинград çывăхĕнче çапăçнă, Белгород патĕнчи операцие хутшăннă. Ил-2 самолечĕпе Курск-Орел пĕккинче çĕнтерÿллĕн вĕçнĕ, Донбасс, Ворошиловоград, Краснодон, Запорожье, Одесса хулисене ирĕке кăларнă чух палăрнă. Александр Григорьевич тăшманăн 9 танкне, 15 автомашинине, хăй тĕллĕн çÿрекен 3 туппине, 100 яхăн салтакĕпе офицерне пĕтернĕ. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн ăна икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата нумай медальпе наградăланă. 1944 çулхи августра Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
Вăрçăра кирек кампа та инкек юнашар çÿрет. Çак паллă кун хыççăн икĕ эрне иртет-и иртмест-и - Варшавăран кăнтăрарах вырнаçнă Сандомир плацдармĕн тÿпинче Тухланов аслă лейтенант йывăр аманать. Ăна госпитальсенче çичĕ уйăх сиплеççĕ. Нумай хутчен тухтăрсен комиссийĕсем тĕрĕслеççĕ. Юлашкинчен 1945 çулхи мартра иккĕмĕш ушкăнри инвалид тесе йышăнаççĕ те киле ăсатаççĕ.
- Вăрçăн пĕр кунĕ те юн юхтармасăр иртмен, - ассăн сывларĕ Александр Григорьевич. Унăн куçĕ куççульпе тулчĕ. - Акă шăпа тени еплерех. Мĕн тумалла? Сывă пул, ĕмĕтĕм, шанчăкăм, пĕтĕм иртнĕ пурнăçăм. Çывăх юлташăм - самолет - мана Гитлер фашисчĕсен йăвине илсе çитереймерĕ... Сывă пул, тÿпе, сывă пул, авиаци. Куç хуралса килчĕ, йывăр туйăм пусрĕ чунăма.
Çĕнтертĕмĕр... Пĕтĕм чунтан-чĕререн, нихçан хĕпĕртеменле хĕпĕртенĕ те савăннă пĕтĕм халăх, ахаль салтак та офицер, генерал та маршал... Уявсен аслă уявĕ пек уявланă ăна - Çĕнтерÿ кунне. Савăннă та, пуç хунисене асăнса макăрнă та: никамран вăтанмасăр, куççуле пач пытармасăр. Унтанпа эрне иртнĕ, уйăх, çулталăк, виçĕ çул... Анчах вăрçăра пулнă, унăн йÿçек сывлăшĕпе сывланă - çапăçса курнă - салтак вăрçăран яланлăха нихçан та тухаймасть, унран хăтăлаймасть те. Вĕçĕмсĕр асапланать.
Летчик чунне ăнланма йывăр. 1945 çулта Тухланов тăван тăрăха таврăнать, малтан Хусанта пурăнать, унтан Алтай крайне куçса каять. Пур ĕç те ăна ал çемми: тетелне те çыхать, пулă тытать, сад пахчи ÿстерет, платникре çÿрет, комбайнпа тырă вырать, ăста шофер. Утмăлмĕш çулсенче вăл - Куславккари автофургон комбинатĕнчи паллă слесарь.
- Александр Григорьевич, вăрçă çулĕсенче асра юлнă кун пирки пĕр-икĕ сăмах каласамăр...
- Чылай çул иртнĕ хыççăн калама çăмăл мар. Пурте пĕрлешсе пĕр куна çаврăнчĕç вĕсем. Хĕрĕх тăваттăмĕш çулхи Сăпас кунĕ ирхи апатра пирĕн каччăсем, тем, лара-тăра пĕлмерĕç. Кăшкăрашаççĕ, хаçатсемпе сулкалашаççĕ. Ман пата çитрĕç те: "Батя, саламлатпăр! Урра!" - кăшкăрса пуканĕпех мана вунă хутчен сывлăша ывăтрĕç, "Правда" хаçатра пирĕн дивизири 5 летчике, çав шутра мана та, Совет Союзĕн Геройĕ ятне пани çинчен Указ пичетленсе тухнă иккен!
Александр Григорьевич сывлăшри çапăçусем çинчен калаçмарĕ. Заводра унăн директорĕпе, Совет Союзĕн Геройĕпе Александр Николаевич Ленкинпа çывăх пулни çинчен ăшă сăмахсем каларĕ.
- Вăт, Усач, вăт, кавалерист-разведчик, мĕн тери чее те правур пулнă вăрçă çулĕсенче! Теветкеллĕ Усач. Мăйăхĕшĕн çапла чĕннĕ ăна партизансем. Мана летчиксем мăйăхшăн Батя тетчĕç. Халĕ заводра икĕ мăйăхлă герой пулса тăтăмăр. Рабочисем мана, слесаре, директорпа ан арпаштарччăр терĕм, хырса пăрахрăм.
Пирĕн заводăн тепĕр çывăх çынни - Совет Союзĕн Геройĕ Михаил Девятаев. Вăл заводăн 55 метр çÿллĕш тăрпи тăррине чи малтан хăпарнă. Мăкшă каччи - Хусантан. Вăрçă çулĕсенче предприяти По-2 самолетсем пухса кăларнă. Девятаев ку тăрăхри çын пулнăран вĕсене илме килсе çÿренĕ, çар эскадрильисене çитерсе панă. Летчик планеркăсене хутшăннă. Пĕррехинче апрель вĕçĕнче завод начальникĕ Михаил Шелухин планеркăра майăн 1-мĕшĕ çывхарса килни, уяв ячĕпе завод тăрпи тăррине хĕрлĕ ялав çакасси çинчен пĕлтернĕ. Çак яваплă ĕçе пурнăçлама Михаил Девятаев килĕшнĕ. Мĕн тери хăюлăх! Май уявĕнче Куславкка çыннисем пурте тăрпа тăрринчи хĕрлĕ ялав çине савăнса пăхнă: çĕнтеретпĕр!
Каярахпа Михаил Петрович тыткăна лекнĕ. Унтан темиçе хастарпа пĕрле самолетпа тарма пултарнă...
Александр Григорьевичпа виçĕ сехете яхăн калаçса лартăмăр. Мĕнешкел кăсăклă калаçу пулчĕ! Йывăç пÿртрен урама тухрăмăр. Анаталла кăшт утрăмăр та чарăнтăмăр. Вăрçă паттăрĕ чĕнмерĕ. Вăл завод тăрпи еннелле пăрăнчĕ те çÿлелле-çÿлелле тинкерчĕ. Ăнлантăм: ăна халĕ те тÿпе чĕнет...
Герман ЖЕЛТУХИН.
Комментари хушас