Кинофильмăн тĕшши пултăр

23 Çу, 2015

Кану кунĕсенче ялтан хулана килнĕ тантăшăм театра спектакль кайса курасшăн пулчĕ. Шел те, вăл кун репертуарта нимĕн те çукчĕ. Мĕнех, вăхăта усăллă ирттерес тĕллевпе кинотеатра çул тытрăмăр. Кассăра билет туяннă хыççăн Адам Сэндлерăн «Папа-досвидос» кинокартина содержанийĕпе паллашса ĕлкĕреймесĕрех зала васкарăмăр. Урамра çумăр лÿшкетчĕ, çĕнĕ фильм пусăрăнчăк кăмăла çĕклессе шантăмăр.

Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм залра туллиехчĕ. Пĕлетĕп-ха, çĕнĕлĕхшĕн вĕсем кĕсйинчи юлашки пусне кинотеатрта хăварсан та ÿкĕнмеççĕ, «3D» формата пушшех кăмăллаççĕ.

Фильм пуçламăшех килĕшмерĕ. «Тен, малалли интереслĕ пулать», - лăплантартăмăр хамăра. Сунчăк çумра çукран урама та чун туртмарĕ. Çамрăксенчен хăшĕ-пĕри кинофильмри геройсен тыткаларăшне йышăнаймасăр туха-туха кайма пуçларĕ. Çумра ларакан каччăпа хĕр те фильм кунашкал пуласса шухăшламан ахăр, çакнашкал пысăк кинотеатрта темле киревсĕрлĕх кăтартни вĕсемшĕн те тĕлĕнмелле курăнать. Асăннă картина мана «Чудаки» ĕçе аса илтерчĕ. Унта та кăмăл-сипетпе килĕшсе тăман ÿкерчĕк çеç тĕлпулать.

Мĕнех, вăхăта усăллă ирттерме килнĕскерсем американсен килĕшÿсĕр, путсĕрле хăтланăвĕсене чăтăмлăх çитерсе 1 сехет те 30 минут пăхса лартăмăр. Сюжетне пачах та ăнланмарăмăр. Çынран кулни, тĕслĕхрен, урампа утса пыракан арçын пуçĕ çине хура шыв тăкни, сивĕтмĕше хупса лартни тата ытти нумай-нумай самант кăмăла пăтрантарчĕ. Фильм вĕçленнĕ тĕле залра ахальтен 20 çын çеç ларса юлмарĕ пуль çав.

Эпир илемлĕ картинăри геройсем ырă ĕçсем тума, юратма, пĕр-пĕрне пулăшма, ăнланма тăрăшнине курма хăнăхнă. Шел те, ирсĕр, килпетсĕр фильмсене курма 18 çула та çитейменнисене те ирĕк параççĕ. Ачасен çирĕпленсе çитеймен ăс-тăнне обществăри пулăмсем те витĕм кÿреççĕ. Фильм режиссерĕпе актерĕсем картина анлă сарăлнипе, ахăртнех, пысăк тупăш илеççĕ. Анчах та кун пек ĕçсем нимĕн ыррине те вĕрентмеççĕ. Фильма кам курма пултарни кăсăклантармасть, ахăртнех, режиссера.

Культурăна юратакан çын çак ĕçе пăхса вăхăт ирттерместех. Алла нихăçан кĕнеке тытман, истори тапхăрĕсене тишкермен, ырă ĕç тума талпăнман çамрăксене çеç çакнашкал фильм тивĕçтерме пултарĕ.

Интернет анлă сарăлнă май ачасемпе çамрăксем паян çак уçлăхри çÿп-çаппа пуçĕсене минретеççĕ. Хăть прокатри фильмсене куракан умне çитериччен тĕплĕн тишкересчĕ. Кăсăклă сюжетлă, чылайччен асра юлакан кинофильмсем ытларах курас килет. Технологи аталанать-ха пирĕн, çĕнĕлĕхсемпе пуянлансах пырать. Çакна кинотеатрсенче стереокуçлăх тăхăнса пăхмалли фильмсем ÿкерни те яр уççăн çирĕплетет. Ятарлă куçлăх сенкер экран çинчи пулса иртекен пулăмсене пысăклатса кăтартать, çывăхлатать. Çавна май аслă çултисем те, çамрăксем те кино курма туртăнма пуçларĕç. Анчах та прокатра хамăрăн ĕçсем, чуна пырса тивекенни сахалрах.

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл пире саккăрмĕш хут çĕнĕ ĕçсемпе паллаштарĕ. Фестиваль программинче тутар, пушкăрт кинофильмĕсен хушшинче, чăвашăнне ытларах курас килет те...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.