Чустари наркăмăш
РФ наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем синтетика наркотикне - амфетамина - республикăна илсе килекен чи пысăк çула пÿлнĕ.
Шупашкар çамрăкне амфетамин салатма хăтланнă чухне ярса тытнă. Арçын вĕлерекен наркăмăш сутнине наркополицейскисене "шанăç телефонĕпе" шăнкăравласа пĕлтернĕ. Анчах ку кăна çителĕксĕр пулнă, çирĕп фактсем кирлĕ. Çавăнпах ăна алăран ярса тытма палăртнă - черетлĕ хутчен тупăшлă ĕçне пуçăнасса кĕтнĕ.
Ĕçсĕр çамрăка, ытти наркодилер пекех, пысăк мула хăвăрт илме май пурри илĕртнĕ. Арçын малтан та наркотик туяннă, ăна паллакансене сутнă.
Синтетика наркăмăшне гаражра упранă вăл. Черетлĕ суту-илĕве накополицейскисем йĕрленĕ, чуста ăшне пытарнă 400 грамм амфетамин тупнă. Ку çав тери пысăк виçе шутланать. Арçын наркотике Шупашкарта салатма ĕмĕтленнĕ. Гаражра çавăн пекех электрон тараса, наркăмăш тултармалли хутаçсем тупнă.
Арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, тĕплĕ тĕрĕслев пырать.
Татьяна НИКОЛАЕВА.