Пасарта чĕп суйлатпăр

22 Çу, 2015

Çуллана тухас умĕн чăх чĕппи туянас терĕмĕр. Хальччен хулара пурăннăран яла хăнăхатпăр кăна. Çавăнпа пасарта чĕп суйланă чух мĕне шута илмелле-ши? Кÿршĕсем нумаях пулмасть чĕпсем туянчĕç, анчах темиçе кунтан вĕсенчен çуррийĕ вилчĕ. Пур-çук укçана çилпе вĕçтерес килмест-çке.

Нина Иванова. Етĕрне.

Чи малтан чĕпсен хусканăвне сăнамалла. Вĕсене вырнаçтарнă хут курупкана пÿрнепе шаккани чĕпсене тÿрех сисчÿлентермелле - самантлăха шăп пулнă хыççăн яланхиллех шимплетме тытăнмалла. Пĕр кунхи чĕпсен тĕкĕ çăра та типĕ пулмалла, чĕпсем ура çинче çирĕп тăмалла, вĕсен хыçалти пайĕ типĕ курăнмалла.

Тепĕр чухне чĕпĕн кăвапи суранланнине куратăн. Ку чире омфалит теççĕ. Сутуçăсем вăл часах иртсе каясса шантараççĕ. Вĕсене ан ĕненер, укçана усăсăр ан тăкăр - кун пек чĕп самайлансассăн та япăх аталанть.

Аслăрах ÿсĕмри чĕп суйланă чухне те сахал хускану тăваканнине, пĕкĕрĕлсе лараканнине, ытлашши ÿссе кайнă тĕклине ан туянăр, мĕншĕн тесен çак паллăсем чĕп шăнса пăсăлнине палăртаççĕ. Кунашкалли кайран чирлеме пултарать.

Юлашки вăхăтра пасарта кукшаланнă е тĕксĕр чĕпсене курма пулать. Ăна-кăна чухламан çын вăл чирлĕ тейĕ. Апла мар, кун пек чĕпсем - бройлерсем. Анчах çакна асра тытăр - бройлер кăна тĕллĕн-тĕллĕн тĕксĕр пулма пултарать.

Кăвакал е хур чĕппи туяннă чухне те çÿлерех каланисене шута илмелле. Кунсăр пуçне чĕпсем апата лайăх сăхма пултарнине сăнăр.

Пирвайхи кунсенче чĕпсене тин кăна çăлран ăснă е кранран юхтарнă шыв ĕçтермелле мар. Шыва вĕретмелле, унтан килти температурăна çитиччен сивĕтмелле, шыв сивĕнекен савăта мулкач курăкĕ туратне ярсан аван, капла чĕпсем варвиттипе аптăрамаççĕ. Малтанхи икĕ кун чĕпсене пĕçернĕ çăмартапа апатлама юрать, ăна вĕтетсе манна кĕрпипе е шурă сухарипе хутăштармалла. Кайран вир, рис тата куккурус кĕрписене те хушма юрать. Чĕпсен умĕнче яланах тулли шыв савăчĕ пулмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.