- Чăвашла верси
- Русская версия
Япăх илтсен
Атте 75 çула çитсе пырать. Килти хуçалăхри ĕçсене хăех пурнăçлать, анчах ăна-кăна тума ыйтнă чухне хытă кăшкăрса каламалла. Ватлăхра хăлхи япăх илтме тытăнчĕ. Тухтăрсем ятарлă аппарат туянма сĕнеççĕ. Анчах халăхра ĕлĕк ку чире ансат майсемпех сипленĕ теççĕ. Мĕнпе пулăшма пулать-ши аттене?
Раиса Ковалева. Канаш хули.
Хăлхапа çын япăх илтме пуçласан халăхра, чăн та, тĕрлĕ майпа усă курнă. Тĕслĕхрен, прополисăн спиртлă шĕвекне /1 пай/ олива çăвĕпе /4 пай/ хутăштарнă. Хутăша лайăх лăканă. Марльăран тунă пĕчĕк тампонсене унпа йĕпетнĕ те асăрханса хăлха шăтăкне чикнĕ. Çапла 36 сехет хушши сипленнĕ, унтан пĕр кун тăхтав тунă та сиплеве малалла тăснă. Мĕнпурĕ 12 хутчен çапла тунă.
Хăлхасемпе зарядка туни пулăшать. Ал тупанĕпе вĕсене хĕвеле май сăтăрмалла, хăлха çунаттисене пуç çумне тытаççĕ, кайран алла илеççĕ. Пÿрнене хăлха шăтăкне чикеççĕ те питĕ хăвăрт каялла туртса илеççĕ. Кунашкал хусканусене кунне 20 хутчен тăваççĕ.
Хăлха илтмен чухне ĕлĕкхи ватăсем суханпа сипленнĕ. Пысăк пуçлă суханра шăтăк тунă, унта пĕр чей кашăкĕ укроп вăрри хунă. Сухана духовкăра пĕçерсен те юрать. Ăна хăмăр тĕс çапмалла. Пиçнĕ сухана марля çине хурса шĕвекне пăчăртаса кăлармалла. Ăна кунне 3-4 хутчен чирлĕ хăлхана ăшăлла 9-шар тумлам тумлатмалла. Шĕвеке холодильникра упрама та юрать, анчах усă куриччен ăшăтмалла. Тумлатнă хыççăн хăлхаран тасамарлăх, сухăр тухать, çакăн хыççăн çын лайăхрах илтме тытăнать. Сиплев курсне уйăха яхăн тытса пымалла.
Комментари хушас