Пенси укçине мĕнле илмелле?
Çитес уйăхра тивĕçлĕ канăва тухатăп. Çавна май пенси укçине тивĕçмелли йĕркене пĕлес килет.
П.КОМАРОВ.
Пурăннă вырăна пăхмасăр, тивĕçлĕ канăва тухнă çын пенси укçине хăш организаци урлă илсе тăрассине хăй палăртать - Пенси фончĕ тÿлеве çавăнта куçарать. Чылайăшĕ ăна банк урлă тивĕçес шухăшлă. Кредит организацийĕ патшалăхăн кăна мар /тĕслĕхрен, Перекет банкĕ, унăн тытăмĕсем çĕршывĕпех сарăлнă/, коммерцилли те пĕлтерĕшлĕ.
Гражданинăн хăй килĕштернĕ банкра счет уçмалла, реквизичĕсене РФ Пенси фондне пĕлтермелле тата хăш организацие суйлани пирки заявлени памалла.
2015 çултан Пенси фончĕн тата граждансем пенси илсе тăракан банксен килĕшÿ тумалла. Пенси службин территори органĕсем халĕ кредит организацийĕсемпе ĕçлĕ хутсене çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.
Пенсионерсен ыйтăвне тивĕçтернĕ май çав банксен:
пенси тÿлевĕн тĕсĕ тата виçи çинчен гражданина пĕлтерсе тăмалла /паллах, укçасăр/;
Пенси фончĕ куçарнă укçана пенсионер счетне вăхăтра кĕртмелле;
пенсионер счетри укçапа çулталăк ытла усă курманни пирки Пенси фондне пĕлтермелле;
тÿлеве тивĕçнĕ çын пурнăçран уйрăлнине кредит организацийĕпе Пенси фончĕн пĕр-пĕрне пĕлтермелле /чылай чухне асăннă информацие банксене Пенси фончĕ ЗАГС кăтартăвĕ тăрăх çитерет/.
Банк учредителĕсен е акционерĕсен статусĕ мĕнлине пăхмасăр Пенси фончĕ икĕ енлĕ килĕшÿ тума хистет, мĕншĕн тесен çирĕплетÿ докуменчĕ пенси тата пособи тÿленине тĕрĕслессине лайăхлатма май парать. Коммерци банкĕсенчен хăшĕ-пĕри е Раççейри пысăк банксен регионти уйрăмĕсем Пенси фончĕн территори органĕсемпе килĕшÿ тума килĕшмен тĕслĕх те пур.
Банк икĕ енлĕ килĕшÿ çирĕплетме хирĕçлесен саккун тăрăх Пенси фончĕ унта укçа куçарма пултараймасть. Пенсионерсен Пенси фончĕпе килĕшсе татăлнă тепĕр банкра счет уçма тивет.
Патшалăх пулăшăвне тивĕçмелли йĕрке
Пенси укçине валеçекен организацие тата ăна тивĕçмелли меле /киле пырса парассине, организаци кассинче илессине е банкри счета куçарассине/ гражданин хăй суйлать.
Укçана шаннă çынни илме пултарать. Çапла тумашкăн унăн ячĕпе нотариус çирĕплетнĕ хут кирлĕ. Шанăç докуменчĕн тăсăмĕ пĕр çулталăкран иртсен тÿлевпе çав тапхăрчченех тивĕçтереççĕ. Анчах пенсионерăн хăй пенси илсе тăнă вырăнта регистрацире пулнине çуллен çирĕплетмелле.
lПенсие «Раççей почти» урлă киле пырса параççĕ е ăна пурăнакан вырăнти çыхăну уйрăмне кайса илмелле. Кашни çын укçана валеçÿ графикĕпе палăртнă кун тивĕçет. Ăна каярах тÿлеме те пултараççĕ. Тăсăмăн вăхăтне маларах пĕлни хăвăршăн усăллă, мĕншĕн тесен çыхăну уйрăмĕсенчен кашнийĕн - хăйĕн вăхăчĕ.
lБанк урлă пенсие кассăра параççĕ е карточка йĕркелесе банкоматра илме пулать. Укçана хăçан куçарнине Пенси фончĕн уйрăмĕ пĕлтерет. Счетри суммăна кирек хăш кун илме май пур. Пенсионер счетне укçа куçарнăшăн банк комисси тÿлевĕ ыйтмасть.
lТÿлеве пенси валеçекен уйрăм организаци киле пырса парать е çав тытăма кайса илмелле. Ун йышшисен тулли переченьне Пенси фончĕн территори органĕнче пĕлтереççĕ. Пенсие тивĕçмелли йĕрке кун пек чухне «Раççей почтипе» пĕрешкелех.
Комментари хушас