Хăйне пусмăрланă яша савса пурăнчĕ

21 Çу, 2015

Тин кăна эпир хĕр-упраçчĕ, канмалли кунсем çитессе чăтăмсăр кĕтеттĕмĕр. Хуларан яла вĕçтерсе çитеттĕмĕр. Клубра ташă каçĕсем вăйлă иртетчĕç, кÿршĕ ялсенчен те килетчĕç. Лăк тулли халăхчĕ, юрă-кĕвĕ кĕрлетчĕ. Савнипе тĕл пулаттăмăр, çеçке çурнă садра ирччен лараттăмăр...

Пĕррехинче хваттерте пĕрле пурăннă хĕр-тусăма та хамăр яла илсе килтĕм. Ăна каччăпа паллаштарма унчченех ĕмĕтленнĕччĕ.

Халĕ ĕнтĕ нимĕн пытармалли те çук, клуба кайиччен аннен сăмакунне вăрттăн ярса илсе ĕçеттĕмĕр. «Хĕрнĕ» хыççăн ташлама та лайăхрах пек туйăнатчĕ. Эх, тăмсайсем, мĕншĕн çапла айкашнă-ши? Унсăрăн та савăнма пулать-çке.

Çапла Светăпа иксĕмĕр самаях ĕçрĕмĕр. Ытти чухне хăйне сăпайлă тытакан, каччăсемпе калаçма вăтанакан тусăм пачах урăх çынна çаврăнчĕ. Тĕрĕссипе, вăл хăйне çавнашкал тытнине курманччĕ эпĕ. Акă Света ташлакан ушкăн варрине кĕрсе темĕн тĕрлĕ явкаланчĕ. «Мĕнле хĕр илсе килнĕ ку?» - тесе каласран аванмарлантăм ун чухне. Хам паллаштарас тенĕ йĕкĕтпе курнăçтараймарăм, Света Лешăна куç хывнă иккен. Кăлăхах. Каччи пăхма аптăрамасть те, анчах ун пек шăпана таврара та çук. «Кам хĕрĕ ăна качча кайса нуша курĕ-ши?» - тетчĕç ун пирки ялта. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.