- Чăвашла верси
- Русская версия
"Çамрăксен хаçачĕн" пики. Аня Хадарова
Эпĕ, Аня Хадарова, Коми тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Енчен те Чăваш çĕрне çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕ тетпĕр пулсан, Коми Республикине çĕр пин кÿлĕ çĕршывĕ теççĕ. Ухта районĕнчи Ярега поселокĕнчен аттепе анне çуралса пĕве кĕнĕ тăрăха таврăнтăм, Шупашкарта ăс пухатăп. Вĕреннĕ вăхăтрах аниматорта тăрмашатăп. Çак ĕç аннерен куçнă пулмалла, вăл ĕçлекен садике çÿресе ачасене юмахсем вуласа параттăм. Эпĕ калăпланă Маша, Финкс асамçă, Фиксик ачасен кăмăлне çĕклеççĕ. Пушă вăхăт сахалрах, çапах вăл тупăнсан алла кĕнеке тытма тăрăшатăп.
Конкурс малалла тăсăлать. Сăнÿкерчĕкĕрсене,
хăвăр пирки кĕскен çырнине molgazeta@rambler.ru
электрон почтăна ярса парăр.
Комментари хушас