- Чăвашла верси
- Русская версия
«Пирĕн алăк яланах уçă»
Елчĕкри пуçламăш шкулти «Диагностикăпа консультаци центрĕ» вĕренÿ учрежденийĕ чылай ачапа çамрăка пулăшу парать. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - сусăр ачасене пулăшасси, вĕсене тĕрĕс çул суйлама вĕрентесси. Çавăн пекех кунта психолог тата логопед пулăшăвĕпе усă курма май пур.
Диагностика центрĕ шкул çулне çитмен ачасемпе те ĕçлет, вĕсемпе ятарлă коррекци урокĕсем иртеççĕ. Çак занятисем кĕçĕннисен тавракурăмне аталантараççĕ, хăйсене тĕрĕс хаклама вĕрентеççĕ. Ачасен психологине лайăх пĕлекен, вĕсен кăмăл-туякан специалистсем уроксене кăсăклă та усăллă ирттерме тăрăшаççĕ.
- Кунта пулăшу ыйтма килекен çамрăксене, ашшĕ-амăшне, педагогсене эпир нихăçан та тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Пурне те çийĕнчех кирлĕ пулăшу паратпăр, - терĕ Ирина Михайловна Кузьмина дефектолог-вĕрентекен тата диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
Центрта директорпа пĕрле виçĕ специалист - Людмила Александровна Сайкина педагог-психолог тата Лариса Владимировна Смирнова вĕрентекен, логопед.
Людмила Александровна районти 18 çул тултарман ачасен комиссийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Преступлени тăвас туртăмлă çамрăксене психологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс пулăшу парса тÿрĕ çул çине тăма май парать. Этем психологийĕ - питĕ кăткăс та тĕрлĕ енлĕ. Чун сиплевçисем вара çыннăн шалти туйăмне, шухăш-кăмăлне витĕрех кураççĕ. Ăна вăхăтра пулăшу пама васкаççĕ.
Елчĕк район центрĕ пулсан та кунта пур çĕрте те чăвашлах калаçаççĕ. Ку питех те савăнтарать. Чĕлхе çинчен сăмах пуçарнă май Лариса Владимировна логопед малтан кунта сипленме çÿрекенсенчен кашни тенĕ пек тăван чĕлхепе хутшăннине палăртрĕ. Шел те, халĕ ун пек мар. Ачасем майĕпен вырăсланса пыраççĕ те хăшĕ-пĕринпе занятисене çак чĕлхепех ирттерме тивет.
Логопедра 16 çул тăрăшакан Лариса Владимировна ачасемпе еплерех ĕçлемеллине питĕ лайăх пĕлет. Юратнă профессие чунтан парăннăскер хăйĕн кашни вĕренекенĕн çитĕнĕвĕсемшĕн чĕререн савăнать. Кам-ха вăл логопед? Вăл сасса, саспаллие, сăмаха, предложение тĕрĕс тата тытăнчăксăр калама хăнăхтаракан специалист. Çав вăхăтрах сăмахсене тĕрĕс вулама тата çырма, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме вĕрентет.
Лариса Владимировна кашни ачапа уйрăммăн ĕçлет. Унăн ĕç вырăнĕ ытларах чухне пысăк тĕкĕр умĕнче вырнаçнă сĕтел. Ача пĕр-пĕр япалана тĕрĕс калама вĕреннĕ чухне учительпе хăйĕн çине пăхса ларать. Кун пек вăл вĕрентекенĕн тути, чĕлхи еплерех вылянине курса сас-паллие е сасса тĕрĕс калама хăвăртрах хăнăхать.
- Кашни ача пилĕк çул тултарнă çĕре йĕркеллĕ калаçма пĕлмелле, - ăнлантарчĕ Лариса Владимировна. - Пуплеври пăтăрмахсенчен хăтăлма çăмăл мар пулсан та ăна пурнăçлама пулатех. Чи кирли - ачан вĕренес туртăм пулни.
Кĕçĕн çултисемпе занятисем ытларах вăйă евĕрлĕ иртеççĕ. Кун пек вĕсем вĕрентекен сăмахĕсене лайăхрах астуса юлаççĕ, тĕрĕс калаçма та хăвăртрах хăнăхаççĕ.
- Ачасемпе ĕçлеме ятарлă карточкăсем хатĕр-лерĕм. Унта йăлтах чăвашла çырнă, - каласа пачĕ логопед. - Кашни заняти 15-20 минут иртет. Пирĕн пата районти инçетре вырнаçнă ялсенчен те çÿреççĕ. Кĕçĕн çултисене ашшĕ-амăшĕ илсе килет, аслăраххисем хăйсем тĕллĕнех çÿреме пултараççĕ. Çамрăксенчен хăшĕ-пĕри пуплевре кăлтăксем пулнишĕн пăшăрханать, пĕр-пĕр саспаллие тĕрĕс калайманнипе аптăрать пулин те кунта килсе пулăшу ыйтма вăтанать. Ку тĕрĕс мар, паллах. Пирĕн центр алăкĕ вĕренес текенсемшĕн яланах уçă, - терĕ Лариса Владимировна сăмахне вĕçленĕ май.
Нина ЦАРЫГИНА.
Елчĕк районĕ.
Комментари хушас