«Астăвăм - чунри туйăм. Вăл суя пулаймĕ...»

13 Çу, 2015

Ирсĕр тăшман Тăван çĕршывăмăра тапăнса кĕрсен Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнчи кашни çемьерен, хăш-пĕрисенчен икшер-виçшер çын та алла хĕçпăшал тытнă, вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Гитлер çарĕсене Мускав çывăхĕнче тытса чарнă, Курск пĕккинче, Прохоровка уйĕнче, Сталинградра тата ытти нумай çĕрте - çĕр çинче те, сывлăшра та, шыв çинче - аркатнă, Европăри çĕршывсене ирĕке кăларнă. Шăпи тулнă фашизмăн, ăна хăйĕн йăвинчех тĕп тунă.

Калама çук хăрушă вăрçă вышкайсăр пысăк хуйхă-суйхă, терт-нуша, вилĕм-çухату илсе килчĕ çĕр çине. Унăн тăкакне ăспа виçме те, нимĕнпе танлаштарма та çук. Ун чухне Совет Союзĕ пулнă патшалăхăмăрăн 27 миллион çынни вăрçăн вутĕнче Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхшĕн çапăçса пуç хунă. Паянхи ирĕклĕ, лăпкă тÿпеллĕ, сар хĕвеллĕ кун килтĕр тесе. Вĕсенчен 222-шĕ - Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕн паттăрĕсем: Совет Союзĕн Геройĕ Федор Николаевич Чернов тата унăн тепĕр 221 ентешĕ - нумай орден-медаль кавалерĕсем.

Ял-йыш вăрçă хирĕнчен тăван тăрăха таврăнма пÿрмен тата йывăр аманса-сусăрланса, сывлăхне хавшатса килнĕ хыççăн пурнăçран уйрăлнă ывăл-хĕрне нихăçан та манăçа кăларман, вĕсене сума суса сумлă палăк лартма тĕв тунă. Ячĕсене çитес ăрусен асĕнче хăварас, паттăрлăхĕ чĕресенче те мăнаçлăх туйăмĕ вăраттăр тесе тăшманпа çапăçма тухса кайнисене ял-йышпа ăсатнă вырăнта çĕнĕ палăк çĕклеме йышăннă. Çак сăваплă шухăш Совет Союзĕн Геройĕн Федор Черновăн ратнинчи Клим Салаева унчченех канăçсăрлантарнă. Клим Вячеславович малтанах ял ертÿлĕхĕпе, аслă ÿсĕмри çынсемпе, таврапĕлÿçĕсемпе, вăрçăран таврăнайман паттăрсен çывăх çыннисемпе канашланă. Кашниех çамрăк çыннăн пуçарăвне ырланă, пулăшма пулнă. Çакăнпа хавхаланнă Клим Салаев пысăк хастарлăхпа ĕçе тытăннă. Пуçарăва Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, комитет председателĕ Петр Краснов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ архитекторĕ, «Мой город» ООО директорĕ Сергей Лукиянов, Шупашкарти «Сеспель» АХО генеральнăй директорĕ Владимир Бакшаев тата ыттисем пурнăçа кĕртме пулăшнă ăна. Сергей Пантелеймонович, акă, палăк эскизне хатĕрленĕ, Владимир Александрович тÿлевсĕр туса панă. Ытти ĕç валли ял-йыш та, спонсорсем те /Владимир Кузьмич Герасимов, Клим Вячеславович Салаев/ хăйсен укçи-тенкине шеллемен. Питĕ паха, чаплă, мăнаçлă пулса тухнă палăк! Ун пекки хальлĕхе республикăра урăх çуккине çирĕплетсех калатăп: чăн-чăн пуçтайăм вырăнĕ! Палăка Расул Гамзатовăн «Тăрнасем» сăввин шухăшне тĕпе хурса калăпланă. Çÿллĕшĕ - 5 метр. «1941-1945. Паттăрсене - чыс та мухтав» тесе çырнă Хĕрлĕ Çăлтăр çийĕнче - тÿпене ăнтăлакан виçĕ шурă тăрна. Пуç хунисен таса чунĕсем çÿл тÿпене çĕкленеççĕ тейĕн. Постамент çинче - 406 паттăр ячĕ-хушамачĕ, хăш çулта çурални, куçне хупнă кунĕ-çулĕ.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне паллă тунă кун ăна ял-йышпа, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ хăнасемпе пĕрле савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хаваспах хутшăнчĕ çак мероприятие.

- Паттăрсем яланах пирĕнпе юнашар. Эпир вĕсене хамăр чĕререх упрасан, вĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçлансан, хамăрăн çĕнĕ ăрусем вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿссен, хăрушлăхра пуç усман, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр ыттисем тăнăç пурнăçпа киленччĕр тесе вăрçă хирĕсенчен таврăнайман ентеш-паттăрсен ячĕ-сумĕ ĕмĕр-ĕмĕр кашни чĕринче упранĕ, - терĕ Михаил Васильевич пухăннисене Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕпе чĕререн саламланă тата палăк çинчи виткĕçе сирнĕ май. - Хальхи вăхăтра историе урăхлатса çырма, Совет Союзĕн Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшне чакарма хăтланакансем тупăнчĕç. Сирĕн тĕслĕх пачах урăххине çирĕплетет: ун пек нихăçан та пулмĕ. Астăвăм - чунри туйăм. Вăл нихăçан та суя пулаймĕ...

Палăк умĕнчи Асăну çулăмне чĕртнĕ тата пĕр самант шăп тăнă хыççăн Асанкассисене Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, чăваш парламенчĕн депутачĕсем - комитет председателĕ Петр Краснов тата «Шупашкар межрегионгаз «Газпром» ООО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов, тыл ветеранĕ Николай Школьников, ял хастарĕ Клим Салаев, палăк проекчĕн авторĕ Сергей Лукиянов, «Сеспель» обществăн тĕп инженерĕ Валерий Индубаев Асанкассисене сумлă юбилейпа саламларĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Туркай Р.Гамзатовăн хăй чăвашла куçарнă «Тăрнасем» сăввине вуланă май палăк умне чĕрĕ чечек кăшăлĕсем выртрĕç.

 

Юрий ЛИСТОПАД.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ