«Манăн халĕ те ĕне сăвас килет»

6 Çу, 2015

«Тăван - юнпа, пускилсемпе тус-юлташ вара чунпа тăван», - тени калама çук тĕрĕс пулнине Муркаш районĕнчи Юнкăра пурăнакан Анна Григорьева паян никамран лайăх пĕлет. Пĕччен пурăнакан сакăрвун тăваттăри ватă патне ытларах вĕсем пулăшма çÿреççĕ. Хăй патне хăна пырсан питĕ хĕпĕртет Анна аппа. Мана та, çич çырма урлă каçнăскере, ăшшăн кĕтсе илчĕ. «Ах, чей лартасчĕ», - тесе ăшталанчĕ... Сăмавар вĕресен кил хуçи хĕрарăмĕ иртнĕ кун-çулне аса илчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех фермăра ĕçлесе пысăк наградăсене тивĕçнĕ Анна Ивановнăн асра юлни, каласа памалли чылай.

- Эпĕ çичĕ ачаллă çемьере ÿснĕ. Атте, Иван Егорович, темиçе вăрçăра та пулнă. Фронтран таврăнсан нумай пурăнаймарĕ, сурансем йăл илме памарĕç. Анне - Екатерина Сергеевна - пире ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшнă. Эпĕ Юнкă шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ. Эпир çитĕннĕ чухне вăхăчĕ питĕ нушаллăччĕ. Çимелли те, тăхăнмалли те çукчĕ. Тантăшсемпе хире çĕрĕк крахмал пуçтарма каяттăмăрччĕ. Хутла вĕренме ручки, кăранташĕ, тетрачĕ те çукчĕ. Чернилне юман çăпанĕнчен тăваттăмăрччĕ. Астăватăп-ха, кĕнекери шурă вырăнсене çыраттăмăрччĕ. Çиччĕмĕш класс хыççăн вара эпĕ ял кĕтĕвне пăхрăм. Кĕркунне мана фермăна пăрусем пăхма чĕнсе илчĕç. Каярах ĕнесем патне куçарчĕç. Кĕçех ĕне сума та шанчĕç. Ирхине виççĕ иртсенех тăмаллаччĕ. Кăшт-каш çыртакалаттăмччĕ те фермăна тухса чупаттăмччĕ. Халĕ те хăнăхнă вăхăтрах вăранатăп. Тăваттă иртсенех - ура çинче эпĕ, - самантлăха шăпланчĕ шăппăн та васкамасăр пуплекен ватă. Унтан, сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн, калаçăва малалла тăсрĕ. - Малтанах 18 ĕнене алăпа сунă. Кайран аппарат çине куçрăмăр. Пирвай: «Ах епле хăнăхас-ши?» - тесе куляннăччĕ. Вĕрентĕм те - лайăхчĕ. 25 ĕне сăваттăм. Маларах ĕнесем валли курăкне те хамăрах çулса килеттĕмĕрччĕ. Кайран вара, комплекс тусан, скотниксем пулăшма пуçларĕç. Пĕрре ĕнесене сунă хыççăн картана кăлартăм. Унта вара утă тиесе килнĕ пулнă. Ĕнесене утă патне ярас мар тесе чупрăм та, тамбурта ура шуса кайрĕ те - ÿкрĕм. Хытах амантрăм. Больницăна каймарăм, çаплипех ĕçлерĕм. Ура халĕ те сурать. Ялан шывпа ĕçленипе алăсем те ыратаççĕ. Çапла, хĕрĕм, эпĕ фермăра çитĕнтĕм. Фермăрах ватăлтăм. Пĕр çул та килте лармарăм. Канмалли кунсем те пулман. Отпуска та нихăçан та кайман. Ĕмĕрĕпех фермăна утнă.Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.