Козлятник мĕнле курăк?

30 Ака, 2015

Эпĕ кăçал козлятник акасшăн. Сеялкăпа акмалла-ши ăна е алă вĕççĕн те юрать? Миçе хутчен çулма пулать? Пур выльăх та юратса çиет-ши? Ăнлантарăр-ха тархасшăн.

Анна Васильева. Етĕрне районĕ.

Ыйтăва Канаш район администрацийĕн тĕп специалисчĕ, ЧР ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Васильевич Долгов хуравлать:

- Козлятник - нумай çул ÿсекен хăйнеевĕрлĕ курăк, çав çулхинех шăтса тухмасть. "Йĕркеллех акрăм, анчах шăтмарĕ", - тесе ан кулянăр. Вăрă хуппи питĕ хулăн. Нÿрелсе шÿме вăхăт нумай кирлĕ. Çавăнпа хăшĕ-пĕри акас умĕн шултра пĕрчĕллĕ хăйăрпа хутăштарса силлет. Вăрă хуппи çирĕп пулсан та çак культура ачаш: ăна хĕвел çинче тытма юрамасть, типсен вуçех шăтмасть. Сулхăнра упрамалла. Алă вĕççĕн акма сĕнместĕп, мĕншĕн тесен вăрлăхăн пĕр пайĕ тăпрапа хупланмасан та пултарать. Сеялкăпа нÿрлĕ тăпрана варăнтарăр. Тухăçĕ аван. Çу каçипе 3-4 хутчен çулма пулать. Анчах тĕпĕнчен ан кастарăр - курăка йăлтах пĕтеретĕр. Тырă хăмăлĕ пек 10-15 см çÿллĕш çулмасăр хăварăр. Тунинчен çĕнĕ хунавсем йышлăн тапса тухаççĕ. Çавна пула тухăç самаях хушăнать. Акас умĕн бактери удобренийĕпе сирпĕтни те пĕлтерĕшлĕ. Лайăх çитĕнме пулăшать. Раççей ялхуçалăх центрĕн районсенчи уйрăмĕсенче сутаççĕ. Мĕнле усă курмалли пирки специалистпа канашлăр. Козлятнике пур выльăха та çитерме юрать - кÿпĕнтермест.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.