Вилĕмсĕр Нина

25 Ака, 2015
Кам ÿкет, хĕр тÿрех ун патне -
Пулăшать кашнинех санинструктор.
Çакăн пек икçĕр çын пурнăçне
Çăлчĕ Нина нимрен хăрамасăр.

Ку йĕркесене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен хăрах урасăр таврăннă Чăваш халăх писателĕ Василий Алендей Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче пуç хунă Нина Семеновна Капитонова çинчен çырнă. Вăл - Вăрмар районĕнчи Мăнçырма хĕрĕ.

Тепĕр мухтавлă ентеш, Григорий Моклаков композитор, Сталинград патĕнчи çапăçура куçсăр юлнăскер, çав сăвă тăрăх юрă кĕвĕленĕ.

Нина Капитонова 1923 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Семен Романовичпа Анна Харитоновна çемйинче виçĕ ача ÿснĕ: Нина, Римма тата Артур.

Нина ашшĕ пекех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа ялти шкул хыççăн Канашри педучилищĕре пĕлĕвне тарăнлатать. Унтан Чупайри тулли мар вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме тытăнать. Çав вăхăтрах аслă шкула куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Тăшман тапăнса кĕрсен хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса каять.

Нина Капитонова тинĕс-çар пехотине лекет. 62-мĕш çарăн санинструкторĕ Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать. Лару-тăру кунран кун йывăрланса-хаярланса пынă. Фашистсем кăнтăрла та, çĕрле те пирĕн салтаксене канăç паман, вĕçĕ-хĕррисĕр вут-хĕм тăкнă. Нина та атакăна каякан моряксенчен юлман. Санинструктор хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр аманнă салтаксем патне çитнĕ, йывăр суранĕсене типтерлесе çыхнă. Унтан вĕсене хÿтлĕх вырăна илсе тухнă, медсанчаçе ăсатнă. Çакăн хыççăнах санитар сумкине çакса каллех хĕрÿ çапăçу хирне васканă. Çав хушăрах хăйĕн те алла пăшал тытса çапăçма тивнĕ.

Хăюллă санинструктор вут-çулăм витĕр çапăçу хирĕнчен аманнă 160 салтака /хĕç-пăшалĕпе пĕрле/ илсе тухнă, тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ панă. Вĕсене вилĕмрен çăлса хăварнă. 1943 çулта Нина Капитоновăна Ленин орденĕпе наградăлама палăртнă. Анчах хĕр ăна алла илсе курайман, 20-ри санинструктор çав çулах çапăçура вилмеллех аманнă.

Ентешĕсем вăрçă паттăрне манмаççĕ. 1975 çулхи ака уйăхĕнче Мăнçырма шкулĕнчи ачасем вăрçăра паттăрла пуç хунă Нина Капитонова ячĕпе автобус илме 10 тонна тимĕр-тăмăр пухса панă. Районти ытти мĕнпур шкул ачине çак ĕçе хастар хутшăнма, Аслă Çĕнтерÿ кунне тивĕçлипе кĕтсе илме чĕнсе каланă. 1976 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче Мăнçырмари вăтам шкул умне ачасемпе çамрăксем, «Правда» колхоз ĕçченĕсем, районтан килнĕ çынсем йышлă пуçтарăннă. Вĕсем вăрçă паттăрĕ Нина Капитонова ячĕпе хисепленекен автобуса кĕтсе илнĕ. Савăнăçлă митинга А.Соловьев директор уçнă. Унта чылай çын тухса каланă, çав шутра паттăрăн йăмăкĕ, Шупашкарта прокуратурăра ĕçлекен Римма Жиленкова та. Вăл хăйĕн аппăшне чыс тунăшăн, çĕнĕ автобуса унăн ятне панăшăн хĕпĕртенине пĕлтернĕ, тимĕр-тăмăр пухса панăшăн шкул ачисене тав тунă. Вĕренекенсем Василий Алентейĕн «Вилĕмсĕр Нина» сăввине пăхмасăр вуланă. Районта вăрçă паттăрĕсене халалланă виçĕ автобус çÿреме пуçланă: Елена Степанова партизанка, Никита Зарубин летчик тата Нина Капитонова санинструктор ячĕсемпе хисепленекеннисем.

Нина Капитоновăн йăмăкĕпе Римма Семеновнăпа тĕл пулса калаçма тÿр килнĕччĕ. Ун çинчен илтнĕччĕ-ха, анчах паллашасси çинчен шухăшлама та хăйман. Ăшă кăмăллă, лайăх çын. Паллах, унăн пурнăçĕнче темĕн те пулнă, хуйхă-суйхă витĕр тухма тивнĕ унăн. Анчах та аппăшĕпе йăмăкĕ хуçăлаканнисемех пулман.

Римма Семеновна аппăшĕн кун-çулне пĕлес тесе тĕрлĕ çыру янă, хурав илнĕ. Статьясем те çырнă паттăр хĕр çинчен. Пурне те типтерлесе упраса пурăннă Римма Семеновна. Унтах Нина çурални çинчен свидетельство, орден кĕнеки, сăнÿкерчĕксем пур.

Римма Семеновнăпа асаилÿ çăмхине сÿтме питĕ интереслĕччĕ. Акă мĕн каласа панăччĕ вăл иртнине аса илсе: «Манăн пĕрмаях Чупай шкулĕнче ĕçлекен Нина патне каяс килетчĕ. Çулĕ çывăхах мар пулин те çуранах утаттăм.

Ялти шкул хыççăн Канашри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Нина ман пата килсех тăратчĕ, май килнĕ таран пулăшатчĕ, вĕренме хавхалантаратчĕ. «Римма, эпĕ текех сан пата килейместĕп ĕнтĕ, вăрçа тухса каятăп, эсĕ темле пулсан та вĕренме тăрăш», - терĕ пĕррехинче вăл.

Ку пирĕн юлашки тĕлпулу пулчĕ. Фронта тухса кайсан унран «Эпир Сталинград патнелле каятпăр» тенĕ телеграмма илтĕмĕр. Урăх пĕр хыпар та пулман.

Вăрçă нуши пирĕн паталла та çитрĕ, училищĕре вĕренме йывăрланса кайрĕ, общежитисене вăрçăра аманнă салтаксене вырнаçтарчĕç, пире çывăхри ялсене пурăнма ячĕç. Ытла йывăр килнипе эпĕ пĕр вăхăт вĕренме те пăрахрăм, анчах Нина каланă сăмахсене асра тытса пĕлĕве тарăнлатрăм. Хваттерте пурăннă 7 хĕрачаран иккĕн кăна диплом илтĕмĕр.

Манăн аппа çав тери ĕçчен, пултаруллă, анлă тавракурăмлă çынччĕ. Шкулта та, училищĕре те лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Пысăк шанчăкпа пурăнатчĕ вăл, пединститут хыççăн татах та малалла вĕренме ĕмĕтленетчĕ. Вăрçă пуçланман пулсан вăл хăйĕн çутă ĕмĕчĕсене пурнăçлатчех. Шăпи, ав, мĕнле килсе тухрĕ унăн».

Римма Семеновна хăйĕн аппăшĕн ятне нихăçан та асран кăларман. Нинăн çутă сăнарĕ ăна вĕренÿре те, ĕçре те хавхалантарса пынă, малалла талпăнма хистенĕ. Хусанти юридици институчĕ хыççăн Элĕк, Комсомольски, Патăрьел, Шупашкар районĕсенче прокуратура следователĕнче, республика прокуратурин следстви управленийĕн прокурорĕнче ĕçленĕ вăл. Хастар хĕрарăм юстици советникĕ пулнă, ăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ юрисчĕ» хисеплĕ ятпа чысланă.

Шел, халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Нина Капитоновăпа çыхăннă документсене Пысăк Енкассинче пурăнакан, 40 çул ытла шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Римма Жиленковăн хĕрĕ Нина Павловна упраса пурăнать. Римма Семеновна хăйĕн хĕрне аппăшĕн ятне панă.

Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă паттăрсене нихçан та, никам та манас çук. Нина Капитоновăн çутă сăнарĕ яланах халăх асĕнче пулĕ.

Галина МАТВЕЕВА.

Вăрмар районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.