- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕсен умĕнче пуç таятпăр
Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи 13 ялтан нимĕç эшкерĕсемпе çапăçма вăрçă хирне 746 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла - 445 çын - каялла таврăнайман. Чылайăшĕ савнине юратса курмасăрах пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕсене кĕтсе илеймесĕр çурма тăлăх çитĕннисем те сахал мар. Нумайăшĕ пиччĕшĕ-шăллĕне çухатнă. Çавăнпа эпир вăрçа хутшăннисен умĕнче ĕмĕр парăмра.
Варсонофий Андреев
1924 çулхи ноябрьте çуралнă. Вăрçă пуçланнă хыççăн 1942 çулта Совет çарĕн ретне тăнă. Иккĕмĕш Украина фронтĕнче уйрăм командирĕнче çапăçнă. Темиçе хут та аманнă.
Тăван яла 1947 çулта таврăннă. 1954 çулта виççĕмĕш степень Мухтав орденĕ хуçине «шыраса тупнă», унăн кăкăрĕ çинче ялкăшма тытăннă. Ветеран паянхи кунчченех ÿпкинче фашистсен тăхланне йăтса çÿрет.
Тăван Уçăпкасси ?халĕ Тури Панкли% ялне таврăнсан тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Колхоз председателĕ те, ферма заведующийĕ те пулма тÿр килнĕ унăн. Шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.
Мăшăрĕ çĕре кĕни чылай вăхăт. Пурнăç çулне урăх хĕрарăмпа çыхăнтармарĕ вăл. Паян 90 çулти ветеран кинĕпе тата мăнукĕсемпе пĕрле пурăнать. Хăйне çирĕп туять, килти вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама хутшăнать.
Николай Александров
1921 çулта Актай ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1941 çулта январьте унăн салтака кайма ят тухнă. Вăрçă пуçланнине Житомир хулинче кĕтсе илнĕ вăл.
Вăрçă тути-масине ытлашшипех тутанма тивнĕ унăн. Ленинград блокадине те лекнĕ.
Пĕррехинче батальон командирĕ Николая хăй патне чĕнсе илнĕ. Ăна приказпах почтальон пулма çирĕплетнĕ. 1945 çулхи апрельте Чехословакине çитнĕ. Тăван яла 1946 çулта таврăннă. Мирлĕ вăхăтра тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тивнĕ: тир тунă, лавккара тăрăшнă.
Халĕ вăл Муркаш салинче пурăнать. Вăрçă ветеранĕ нумаях пулмасть патшалăх пулăшнипе çĕнĕ те хăтлă хваттере пурăнма куçнă.
Павел Кузьмин
1924 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче Тури Панкли ялĕнче çуралнă. 1942 çулхи август уйăхĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме фронта тухса кайнă.
Павел Кузьмина 9 салтаклă минометчиксен уйрăмĕн командирĕ пулма шаннă. Çапăçусенче икĕ хутчен аманнă. Юлашки хут аманнă хыççăн çулталăк госпитальте сипленнĕ.
1944 çулхи май уйăхĕнче иккĕмĕш ушкăн инваличĕ яла таврăннă, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Тимĕрçĕ лаççинче 14 çул тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă ветерана Володя ывăлĕ пăхса пурăнать. Хĕрĕсем те пăрахмаççĕ, килсех çÿреççĕ, май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Илья Яковлев.
Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ.
Комментари хушас