«Пирĕн камран тĕслĕх илмелли пур...»
Иртнĕ вырсарникун, Космонавтика кунĕнче, республикăри чылай ял-хулара савăнăçлă митингсем, ытти мероприяти нумай иртрĕ. Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавтсен Шупашкарти палăкĕсен умне Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ, Патшалăх Канашĕн тата Шупашкар хула депутачĕсем, тĕп хула мэрийĕпе район администрацийĕсен, республикăри Космонавтика ветеранĕсен пĕрлĕхĕн канашĕн яваплă çыннисем, Байконур космодром ветеранĕсем, Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ тĕпчев техника университетĕнчен - авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнисемпе халĕ унта вĕренекенсем, çамрăк космонавтсен юхăмĕн хастарĕсем, вăтам тата аслă шкулсенче вĕренекенсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, общество организацийĕсен, министерство-ведомство представителĕсем, Шупашкарта пурăнакансемпе хăнасем - йышлă хутшăннă, чĕрĕ чечексем хунă.
Мухтавлă ентешĕмĕрĕн, Совет Союзĕн виççĕмĕш, тĕнчери пиллĕкмĕш космонавтăн çуралнă тăрăхĕнче уяв тепĕр кунне те тăсăлчĕ. Андриян Николаевăн Шуршăлти мемориал комплексĕ /сăмах май унăн дирекцийĕ кăçалхи уява тĕплĕн хатĕрленнине уйрăммăн палăртса хăвармалла/ çамрăк космонавтсен юхăмĕн хастарĕсене вунпĕрмĕш слета пуçтарчĕ, килнĕ хăнасене ăшшăн йышăнчĕ. Ку юхăм пирĕн республикăра 2004 çултанпа йăл илсе аталанать. Ун чухне 14 отрядчĕ, халĕ вара - 48. Çÿл тÿпене çул хывас ĕмĕтлĕ пин ытла вĕренекене пĕрлештерсе тăраççĕ вĕсем. Слета хутшăнма пысăк тĕрĕслев витĕр тухнисем тивĕçнĕ. Март уйăхĕнче вĕсем валли ятарлă сесси йĕркеленĕ. Тест вăхăтĕнче кашниех ултă темăпа - астрономи, космонавт летчиксем, космонавтика историйĕ, авиаци историйĕ, «Эпĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама хатĕр» тата техника - ыйтусене хуравланă. Маттуррисенчен маттуррисем мартăн 31-мĕшĕнче Шуршăл салинче иртнĕ «Николаев вулавĕн» пилĕк секцийĕнче хăйсен проекчĕсене хÿтĕленĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне Вăрнар, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш тата Çĕрпÿ районĕсенчи, Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисенчи çамрăк космонавтсен отрячĕсем кĕнĕ.
Слета пуçтарăннă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Олимп чемпионки, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Григорьев тата ыттисем тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 54 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç. Михаил Васильевич СССР тата Раççей космонавчĕсен паттăрлăхĕпе наука-техника прогресĕнче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунине, ку вара йăлт халăхшăн, пурнăç аталанăвĕшĕн пулнине палăртрĕ. «Çирĕп сывлăхлисем, анлă тавракурăмлисем кăна тĕллевсене пурнăçлама пултараççĕ, - терĕ вăл. - Пирĕн мăнаçланмалли, камран тĕслĕх илмелли, кам пек пулма тăрăшмалли пур. Вĕсем - пирĕн мăнаçлăхпа мухтав: Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров. Сирĕн йышран та тăван республикăмăрăн чыс-сумне тата ятне çĕклекенсем тухасса эпĕ çирĕп ĕненетĕп, шанатăп. Пурте космонавт пулаймĕç, анчах ырă шухăш-кăмăллă, çутă ĕмĕтлĕ, Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулмаллах. Сирĕн умра пĕтĕм çул уçă, ытти пĕтĕмпех хăвăртан килет, палăртнă тĕллевсенчен ан пăрăнăр, йывăрлăхсене ан парăнăр...»
Михаил Игнатьевпа çамрăк космонавтсен юхăмĕн хастарĕсем Андриян Николаев ячĕпе çĕкленĕ часавайра чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç.
Юрий ЛИСТОПАД