Нитрат мĕнпе сиенлĕ

6 Çĕртме, 2014

Тĕрĕссипе, нитрат пур пахча çимĕçре, улма-çырлара пур - вĕсем ăна тăпраран илеççĕ. Каярахпа ÿсен-тăран çак азот хутăшĕсене белока куçарать. Тивĕçлĕ виçе таран чухне нитрат организмшăн сиенлĕ мар. Анчах та вăл нумай тăк, организма белок пек мар, таса виçепе кĕрет, çавна май организмра апат-çимĕç ирĕлнĕ чух вăл нитрита - азотлă кислота тăварне - куçать. Вăт шăпах вăл сывлăхшăн сиенлĕ.

Нитрит клеткăсен «сывлавне» пăсать, çавна май организмра япаласен ылмашăвĕ улшăнать, иммунитет вăйсăрланать.

Нитрат уçă мар вырăнта - парниксемпе теплицăсенче - туса илекен çимĕçсенче, çимĕçĕн тĕпĕпе çулçăсен туни çинче нумай пухăнать.

Чи нумай нитрат ир туса илекен тымар çимĕçсемпе çулçăллă пахча çимĕçре пухăнать. Вĕсем - салат, укроп, купăста, петрушка, редис, хăяр. Кăшман, кишĕр, арпус, кавăн, мăн хăяр та ыттисенчен нумайрах нитрат пухаççĕ.

Пахча çимĕçсемпе улма-çырлана тĕплĕн çуни нитрат виçине чакарма май парать. Вĕсене сода ирĕлчĕкĕпе /1 л шыва 1 апат кашăкĕ/ ярса çума юрать, кайран таса шывпа чÿхемелле.

Кишĕрпе кăшманăн икĕ вĕçне те касса пăрахмалла, купăстан çиелти çулçисене тата тунине çимелле мар, хăярăн хÿри вĕçĕнчи енне, петрушкăпа укропăн тата салатăн çулçисене кăна /тунисене мар/ илмелле.

 Сиенлĕ хутăшсем пахча çимĕçсене пĕçерсен те са¬халланаççĕ. Пĕçернĕ кишĕрте унăн виçи çуррине яхăн, кăшманпа çĕр улмире 20 процент чакать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.