- Чăвашла верси
- Русская версия
Нимрен нимĕр турăмăр...
Ĕçрен нихăçан та хăраман Анатолий Арсенть-евичпа Каролина Анатольевна Уткинсене Шурă Шупашкар паллаштарнă. Икĕ çамрăк çемье чăмăртасан йывăрлăхĕ пулсах пынă-ха. Çак авăртан тухас тесе тем те шухăшласа пăхнă. Юлашкинчен иккĕшĕ те пĕр канашлă пулса:
- Ялти çерçи выçă вилмен тет. Унта хăв тăрăшсан пахчара тем те ÿстерме пулать, выльăх-чĕрлĕхне те картиш тулли усрама май пур. Ĕнтĕ малашне те куç ал валли ĕç туптăр, ал яланах куçа ĕçпе савăнтартăр. Кăна сан пурнăçламалла тесе пĕр-пĕринчен айккинелле пăрăнар мар. Пĕчĕк юханшыв сиксе-сиксе, шăнкăртатса-шăнкăртатса, малтан-мала юхать-юхать те... Атăл пулать. Çавăн пекех, пĕчĕк ĕçрен пысăкки пулатех. Эпир ялта çуралса ÿснĕ, апла-тăк пирĕн алăра ĕç вĕресе тăмалла. Пылчăкран хăракан асфальтпа та савăнса утма пĕлмест, хăй аллипе кантра явса курман çын чĕн тилхепе çухалсан та шеллемест. Пирĕн апла пулас марччĕ, пус çумне пус хушса ытлă-çитлĕ пурнăç тăвасчĕ, çăкăр хакне куллен пĕлесчĕ, - тесе Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекне тухса кайнă.
Каролина Анатольевна турăш умне тăрса Турăран мĕн чухлĕ пулăшу ыйтман-ши? «Турăçăм, çакăн пек тумхахлă сукмакран пăрса ырри патне илсе çитерсем. Çурт лартма пулăшсам, йăлăнса ыйтатăп», - тенĕ вăл чун-чĕре витĕр тилмĕрсе. Чăн та, хăйсем тăрăшнăран, Турри пулăшнăран хăтлă çурт хăпартса лартнă Уткинсем. Паллах, малтанлăха пÿртре мĕн кирли йăлтах пулман, ăна илме укçи-тенки çитсе пыман-çке. Апла пулин те виçесĕр савăннă çамрăк çемье.
- Чăх та пĕчĕккĕн сăхсах тăранать, эпир те çапла мĕн кирлине малашне хуллен тăвăпăр. Хамăрăн çеç сывлăхĕ çирĕп пултăрччĕ, - тенĕ ĕçчен мăшăр çуртăн кашни кĕтесне аллисемпе сĕртĕннĕ май.
Çапла килĕштерсе пурăннă Уткинсем. Çемьере икĕ ача сахал пек туйăннă вĕсене, виççĕмĕшĕ пирки ĕмĕтленнĕ.
Каролина Анатольевна çимĕк кунхине каллех турăш умне пынă.
- Пире ывăл кирлĕ, ывăл... Санран каллех пулăшу ыйтатпăр. Йăх-несĕле тăсакан, тĕреклĕ ача пултăрччĕ пирĕн пепкемĕр. Тупата, ĕмĕтĕм çитетех. Шанатăп. Урăхла пулма та пултараймасть. Куçа хупсан та куратăп-çке: алăра ывăл ача. Вăл амăшĕн ытамĕнче пулнăран йăл кулать, пĕчĕк аллисемпе хавассăн хăлаçланать, - тенĕ пĕр кунхине.
...Йывăç патне пырса тăнă Каролина Анатольевна. Вулли йĕкĕр ывăçа кĕрекенскер. Лăстăр-лăстăр силленĕ майĕпен, ачашшăн. Вĕлтĕ-ĕ-ĕр, вĕлтĕ-ĕ-ĕр вĕçсе аннă çулçăсем, çăлтăрсем çуннăнах. Вăл аллине тăснă. Пĕри ывăç тупанĕ çине ÿкнĕ. Мĕн тери илемлĕн курăннă вăл! Çил вĕрсе иртнĕ, вăштăр, вăштăр. Çитнĕ шавлă çил ачи. Курнă та илемлĕ çулçăна пĕр çĕкленĕ, пĕр хăпарт- нă, пăлтăр-пăлтăр çавăрнă. Унтан Каролина Анатольевнăн хулпуççийĕ çине майĕпен вĕçсе аннă.
- Çакăн пек хитрелĕхе сăнама ывăлпа тухасчĕ те... - калаçнă тавралăха сăнанă май.
Чăн та, вăхăт иртсен çемьене пăхаттир килнĕ. Юратса Алеша тесе чĕнме тытăннă пĕчĕкскере. Ÿснĕçемĕн вăл та аппăшĕсем пекех ĕç тути-масине туйма тытăннă. Аслисем шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хуланалла çул тытсан, арçын ача йăлтах тунсăха путнă. Килте çеç мар, кассипе те ун валли калаçма ача пулман-çке.
- Мана чăннипех те кичем. Уй варринче пĕччен тăрса юлнă пекех туятăп. Аппасем юнашар пулманран ку. Çитменнине тантăшсем те çук, - тенĕ арçын ача тунсăхлăн.
Уткинсем чăннипех те шухăша путнă.
- Тен, ача усрава илмелле? Алешăна та хутшăнса пуплеме кам-тăр кирлĕ, - тенĕ вĕсем.
Сăлтавĕ кунта çеç пулман-ха. Каролина Анатольевна, педагогра тăрăшнă май, уроксенче ачасемпе тĕрлĕ произведени вуланă. Çемçе чунлăскер, чуна ыраттараканнисене куççульсĕр тишкереймен. Уйрăмах тăлăх ачасен шăпине çырса кăтартнă хайлавсем шĕкĕлченĕ хыççăн темччен шухăша кайса çÿренĕ. «Мĕн тери шел вĕсене, ашшĕ-амăшĕ ăшшине те кураймаççĕ-çке», - тенĕ шывланнă куçĕсене сăтăркаласа.
...Хăйсен тĕллевĕнчен пăрăнман Уткинсем. 2007 çулхине Кольăпа Андрея хăйсен хÿттине илнĕ ĕçчен çемье. Ачасем кил хуçипе мăшăрне тÿрех атте-анне тесе чĕнме тытăннă.
- Пирĕн килте çăкăр та çукчĕ, - тенĕ Андрей сĕтел çине лартнă тутлă апатсемпе сăйланнă май.
2008 çулхине Кольăн шăллĕ те, Андрей, Патăрьел тăрăхне пурăнма куçнă. Йыш пысăкланнă пулин те аптăраман туслă çемье. Выльăх-чĕрлĕх те, улма-çырла та кирлĕ чухлĕ туса илнĕ.
2013 çулхине вара Çĕмĕрлерен пилĕк ачана каникула илсе килнĕ. Уткинсем вара тĕпренчĕкĕсемпе канашлама шут тытнă.
- Ну, ачасем, пиллĕкĕшĕнчен хăшĕсене хамăр пата хăварăпăр? - кăсăкланнă самантрах.
Арçын ачасем вара пĕртăван Исаевсене - Алешăпа Никитăна тата Ромăна илсе юлма тархасланă.
- Эпир вĕсемпе малашне туслă пурăнăпăр, - сăмах панă пĕр харăссăн.
Хыççăнах Хĕрлĕ Чутайĕнчи Денис Хораськин та Уткинсен кил-йышĕнче ăшăлăх тупнă. Шупашкартан илсе килнĕ Сергейпа Гена Николаевсем те вĕсемшĕн ют пулса тăман.
«Пысăк сăртран хăрамарăмăр»
Алăк урати урлă каçсанах - юмах тĕнчи! Мĕнле пысăк та хăтлă çурт Уткинсен! Çап-çутă та таса. Çăвăнмалли пÿлĕме кĕрсен Каролина Анатольевна япала çумалли машинăна ыталаса та сĕртĕнсе:
- Ах, çакна шухăшласа кăларакана пысăк тав! Çав çынна халалласа палăк лартас пулсан, хамăн пĕр уйăхри укçана пĕр шелсĕр кăларса панă пулăттăм. Манăн мĕн чухлĕ ача та, вĕсен япалисене алăпа çуса типĕтме пĕр кун та çитес çук. Ăслă тата хĕрарăма шеллекен çынсем пурах çав çакă çутă тĕнчере, - хăпартланчĕ савăнăçлăн. - Е тата халĕ мĕншĕн пурнăçпа савăнса пурăнмалла мар? Ĕлĕкхи самана тахçанах иртнĕ. Чăнах, нумай ĕç турăмăр пурнăçра. Хăш енне пăхсан та сăрт пек ĕç пулнă пирĕн умра. Хăрамарăмăр çав сăртран, пăрăнса иртмерĕмĕр, çаврăнса каялла чакмарăмăр... Çапла, хăв йăрă та ĕçчен пулсан - мĕн ĕмĕтленни йăлтах пурнăçланать. Утă-улăм турттарма пысăк машина та туянтăмăр авă. Ку пирĕншĕн - çăмăллăх. Манар мар, ĕçленипе çын пĕтмест. Курăр-ха, пÿртрех юхать шывĕ: сивви те, ăшши те. Пÿрнесем хушшипе çул тупса шăнкăртатать çеç. Текех вут-шанкă пирки кулянма кирлĕ мар. Çуртне яланлăхах хутса ăшăтнă. Шывне кÿнĕ, хуран айне кăвайт хумасăрах çулăм ялкăшать. Ан ÿркен вĕретме, пĕçерме, ĕçлеме. Ырлăхра пурăнатпăр вĕт! Тĕрĕссипе, паянхи саманара пултаруллă пулсан вертолет та, самолет та туянма пулать. Кăçал мартра 55 çулхи юбилея паллă турăмăр. Ачасем ĕне сумалли аппарат парнелерĕç те - хĕпĕртерĕм. Ара, ку таранччен пилĕк ĕнене алăпах сăваттăм-ха.
Çапла, Уткинсем ача-пăчаран çеç мар, выльăх-чĕрлĕхрен те пуян. Нумай пулмасть туса пĕтернĕ пысăк сарай пÿлĕмĕсенче чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ, сурăхĕсем, пилĕк ĕнипе ултă пăрушĕ, пĕр пысăк вăкăрĕ хăйсен вырăнĕсене тупнă. Кунта та пур çĕрте те тасалăх хуçаланать. Кашни япали вырăнта. Пахчи те çумсăр.
- Ачасене пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçтарма тăрăшатпăр. Кунсерен пÿртре кашни ылмашăнса дежурнăй пулать. Сĕтел, тусан шăлать, урай çăвать. Çуртри ĕçсемшĕн вăл яваплă. Сарайĕнче тепĕр ачи тăрăшать. Выльăхсене кнопка пусса пăрăх тăрăх шыв парать, каçхине кĕтÿрен таврăннă ĕнесене хăваласа вырăнĕсене кăкарать. Чăххи-чĕппине те читлĕхĕсене ярать. Ыттисем вара пушă вăхăтпа усă курса выляма, шыва кĕме каяççĕ. Тепĕр чух ушкăнпа та ĕçлетпĕр. Акă халĕ тĕрлĕ салат тăватпăр. Кашниех ĕçлĕ. Пĕри купăста, тепри помидор, виççĕмĕшĕ кишĕр турать. Повидло та витри-витрипе тăватпăр. Вĕллесем тытнăран сĕтел çинчен пыл татăлмасть. Хуртсене хамах пăхатăп, ĕнтĕ йăлтах вĕренсе çитрĕм. Касу çитсен черетпе уя тухатпăр. Кайран хулана тухса кайсан выçă ан ларччăр тесе апат пĕçерме хăнăхтаратăп. Виççĕшĕ яшка янтăлама вĕренни, çĕрулми шуратма пĕлни чăнласах та савăнтарать. Ара, пурнăçра хăйсенех кирлĕ-çке. Ун чухне никам та: «Ачам, апат ларса çи-ха», - тесе каламĕ вĕт. Ĕç çумне çыпăçтарни усăллă япала çеç. Хамăр çийри хÿхĕм тум, килти тулăх сĕтел, куçа илĕртекен çурт-йĕр, çуркунне çитсен çеçке çуракан сад - ĕç вăл çакă, ушкăнпа тунăскер. Ĕç çынна улăштарать, пурнăçа хит-рен курма вĕрентет. Авă, сенкер экранпа ачасем наркотикпа е спайспа туслашса хăйсен пурнăçне пĕтерсе хунине тăтăш кăтартаççĕ те чĕре çурăлса тухать. Апла пулсан вĕсем ĕçсĕр аптăраççĕ... Манăн вара хамăн ачасен ĕçри, вĕренÿри маттурлăхне çеç курас килет. Пирĕн сăмаха ăша хывсан, çăмăлттай шухăшлă пулмасан ăспа та, ĕçпе те чапа тухатăр акă тесе пĕрре мар калатăп. Алса-чăлха çыхма вара кума пулăшать. Пысăк тав ăна, пире ăнланнишĕн. Ара, хамăн вăхăчĕ çитсе пымасть-çке. Çĕтĕлнĕ нускисене вара хамах, телевизор умĕнче ларнă чухне, кăшт та пулин вăхăт тупса саплама тăрăшатăп, - паллаштарать хăйсен пурнăç йĕркипе нумай ача амăшĕ.
Тăван çĕршыв ывăлĕсем...
Арçын ачасен ушкăнпа канмалли пÿлĕм виççĕ таранах. Хитре те хăтлă. Тĕрлĕ передача е кино курмалли телевизор та вырнаçтарнă. Кашнин тумтирĕ хăй вырăнĕнче, кĕнекисемпе тетрачĕсене те çÿлĕк çине йĕркипе вырнаçтарнă. Вĕренÿ вăхăтĕнче уроксене те çакăнтах пурнăçлаççĕ. Пĕр пÿлĕмри стена çинче куçа илĕртекен стенд. «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи» тесе пысăк саспаллисемпе çырса хунă унта. Сăнÿкерчĕксенче - пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче Уткинсен салтак ретне тăнă Алеша ывăлĕ.
- Ку стенда улăштарма вăхăт çитрĕ. Ĕнтĕ нумай пулмасть усрав ывăлăмăра Кольăна та ĕлĕкхи йăла-йĕркипе салтака ăсатрăмăр. Ăна та Тăван çĕршыва юрăхлă ÿстернишĕн савăнатпăр. Вăл тупа тунă кун унта каятпăрах. Хамăр ача-çке. Малашне стенд çинче Алешăн çеç мар, Кольăн сăнÿкерчĕкĕсем пулĕç. Унччен çырнине кăшт улăштарса: «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» тесе шăрçалăпăр. Çитес вăхăтра çак стенд пысăк- ланасса шансах тăратпăр. Ара, ывăл нумай-çке пирĕн. Кольăна авă патшалăх хваттер панă. Салтакран таврăнсанах туслă çемьепе пурте пĕрле пуçтарăнса çĕнĕ пÿртре уяв ирттерес тĕллевлĕ-ха. Алешăпа Коля иккĕшĕ те маттурччĕ, ларма-тăма пĕлменскерсем ĕне сума та ÿркенсе тăмастчĕç, - теççĕ Уткинсем.
Каролина Анатольевна вĕрентекен пулнă май, шкулта та педагогсене асăрхаттарса хунă.
- Ачасем каланине итлемесен е ашкăнсан тÿрех мана систерĕр. Вĕсене вăхăтра ăнлантарнине нимĕн те çитмест-çке - тенĕ кашни педагога.
Арçын ачасем ялан куç умĕнче пулччăр тесе вĕсене вăл вырăс чĕлхипе литературине хăй вĕрентме тăрăшать. Урокра уншăн уйрăмлăх çук, усрав ывăлĕсенчен те çирĕп ыйтать.
- Вĕрентес килет-çке, пурнăçра пурăнмалăх, çăкăр ĕçлесе илмелĕх ăс парас тĕллевлĕ. Пĕр çемьери ачасем те пĕр пек кăмăллă мар та, кунта авă, кашни ачи хăй тĕнче. Вĕсене пĕр çĕре пуçтарса ăс парас тесен ай, мĕн чухлĕ тар тăкмалла! Пурнăçлама тăрăшатпăр та. Халĕ эпĕ 55-ре çеç-ха, хама ватă тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Утса-чупса çÿремелĕх, ачасене пурнăç çулĕ çине кăларма вăй-халăм пурах-ха, - çирĕплетет вăл.
«Мăнуксемпе савăнас чух... чĕрене шăплăх типĕтет»
Анатолий Арсентьевичпа Каролина Анатоль-евна Уткинсем хăш-пĕр усрав ывăлĕсен ашшĕ-амăшĕпе çыхăну тытса тăраççĕ. Пĕртăван Кольăпа Андрей Тельмансене çывăх çыннисем патне пĕрре мар илсе çÿренĕ.
- Пирĕн тĕпренчĕксене хăвăр хÿтте илни чуна савăнтарать. Тавах сире уншăн, - тенĕ хайхисем.
- Пурнăçĕ чаплах марччĕ паллах. Пĕрре пахчара çав тери вĕтĕ çĕрулми пĕçернине курнăччĕ те чĕре çурăлса каятчĕ. Вĕсен ывăлĕсене аван пăхас тесе тăрăшатпăр. Шел, кайран вĕсен амăшĕ шыва кĕнĕ чухне путса вилнĕ, - ăнлантарчĕç Уткинсем.
Алешăпа Никита тата Рома Исаевсем патне вара мăн кукамăшĕ, тăхăрвуннăран иртнĕ Анна Тимофеевна Маркова, Етĕрнерен виçĕ пин тÿлесе таксипе килсе çÿренĕ. Нихăçан та кучченеçсĕр килмен кинемей. Мăнукĕсем валли тулли хутаç пылак çимĕç, тăхăнмаллисем чикнĕ. Кил хуçисем валли - вунă батон! Эх, кукамăшне курсан мăнукĕсем мĕн тери хĕпĕртенĕ! Инçе çултан килнĕскере ыталанă, хывăнма пулăшнă.
- Ах, çак ачасене хам хÿтте илес тенĕччĕ те... Тăхăрвуннăран иртнĕ тесе памарĕç. Мĕнле те пулин пурăнкалаттăмăр пулĕ те-ха... Юрĕ ĕнтĕ, халĕ авă мăнукăмсем ырлăхра пурăннине курсан çырлахрăм. Тулĕк ĕçлеме вĕрентĕр эсир вĕсене. Ара, мĕнле калас та, ĕçре чапа тухнă çыннăн савнă мăшăрĕ пулас тесен, хăвăн та ĕçе хавас пулмалла. Тарласа хуралнă çын писев сĕрсе капăрланнă çынран илемлĕрех. «Пăхассăм килсе тăрать тарланă çын çине», - тетчĕç ĕлĕкех. Çак сăмахсене сирĕн çинчен каланă пекех туйăнать. Тăрăшуллă пулмасан çакăн пек хăтлă çуртра пурăнаймăр та. Маттурсем. Ах, ачасене пăхнăшăн та тав. Вĕсем те çакăн пек юмахри пек пÿртре кун-кунлани савăнтарать. Турри яланах сире пулăшса пытăрччĕ. Сирĕн пата килсен чун уçăлса каять. Калаçас та калаçас килет. Килте пĕччен те... Тунсăх. Кушакпа кăна пуплетĕп çав. Чим, питĕ пĕлес тенĕччĕ, мăнукăмсем ашкăнмаççĕ-и? Эсир тĕрĕссине калăр. Ах, ăш хыппи... Вĕсемшĕн куляннипе мĕн чухлĕ куççуль кăларман-ши эпĕ? Мăнукăмсен хаваслă сассипе чуна килентерес чух чĕрене шăплăх типĕтет, - тенĕ Патăрьел тăрăхне пĕрремĕш хут килсен.
Шел, тăнпа çÿрекен кинемей нумай пулмасть ÿкнĕ. Хыççăн ураланайман, ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Ку хыпар Каролина Анатольевнăна хурлантарнă, вăл пĕтĕм ĕçе пăрахса ăна юлашки çула ăсатма кайнă.
- Август уйăхĕнче 98 çул тултарнине паллă тума каясшăнччĕ те... Пулмарĕ, шăпи урăхларах килсе тухрĕ авă, - хурланса калаçрĕ педагог.
Кĕтÿ яла кĕни: мунча шăрши - пурте килĕшеççĕ Уткинсене
Кунне тăватă сехете яхăн çеç çывăракан Каролина Анатольевна тепĕр чух ашшĕ-амăшне аса илет те чунĕ хурланса килет.
- Эпĕ хам та çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Анне, Зоя Ефимовна Николаева, кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Шел, вăл çамрăклах 55 çултах çĕре кĕчĕ. Тепĕр тăватă çултан, атте те 55 çул тултарсан пире ĕмĕрлĕхех пăрахса хăварчĕ. Халĕ шухăшлатăп та, эпир, ачисем, вĕсене нимĕнле пулăшупа та савăнтараймарăмăр. Хăй вăхăтĕнче вĕсем пирĕншĕн тăрăшнă-çке. Астăватăп: ĕне çитерсе таврăннă хыççăн çăкăр çине çу сĕреттĕмĕр, ăна çинĕ май симĕс курăкпа чупаттăмăр. Е тата арçын ачасемпе вăрçăлла выляттăмăр. Хамăрах йывăçран пăшалсем чутласа ăсталаттăмăр та урама тухса вĕçтереттĕмĕр. Каç пулсан анне шырама тухатчĕ... Эх, аннеçĕм, упраймарăмăр сана. Аттен кун-çулĕ те ытла кĕске пулчĕ çав. Атте-анне... Эсир пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарма вĕрентрĕр. Çавăнпа пирĕн халĕ мăшăрăмпа сак тулли ача-пăча, - тесе калать те, куçĕ куççульпе тулать.
Пысăк ĕмĕтпе пурăнаççĕ Уткинсем. Ĕмĕчĕ вăл вĕсен пĕрре çеç мар, темиçе - юплĕ-юплĕ. Пур юппине те çитсе курасшăн вĕсем: ачисемпе мăнукĕсене пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларасшăн.
- Нихăш ачишĕн те питсене хĕретмелле ан пултăрччĕ. Вĕсем сăпайлă та тÿсĕмлĕ, ĕçе юратакан, çынна хисеплекен, Тăван çĕршывăн чăн-чăн мухтавлă ывăлĕсем пулса çитĕнччĕр. Юрать темиçе çул каялла хуларан яла куçса килтĕмĕр. Унсăрăн эпир çакăн чухлĕ ача усрава та илеймен пулăттăмăр... Кашни ачан пурнăçĕ чечек пек илемлĕ пултăрччĕ, - теççĕ вĕсем.
Виçĕ çул каялла хастар педагог машина прави илнĕ.
- Унсăрăн май çук. Ачасемпе таçта та çитмелле, документсем тутармалла, апат-çимĕç туянмалла. Халĕ эпĕ Шупашкара хамăр çăмăл машинăпа каятăп та ăна хула хĕрринче лартса хăваратăп. Малалла мана валли автобусĕ те, маршрутки те, троллейбусĕ те чупать. Хамăрăн Газель пулни мĕн тери аванччĕ те ĕнтĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса Атăл хĕррине, кинотеатрсене çитсе килме пулатчĕ те çав, - ĕмĕтленеççĕ вĕсем.
...Анатолий Арсентьевичпа Каролина Уткинсем каç енне хуларан таврăнчĕç. Тусанлă сывлăш хыççăн çакăн пек илĕртекен вырăнпа - тăван кĕтес- пе - утма мĕн тери аван вĕсемшĕн! Уйрăмах тата килте кĕтекенсем пулсан! Эх, ялта хĕвелĕ те ăшăраххине, çилĕ те çепĕçреххине те ачашраххине чунĕпе туйрĕç вĕсем. Хÿхĕм çанталăк, таса сывлăш, ял варринчи йывăçсем, каçкÿлĕм яла кĕтÿ кĕни, мунча шăрши!.. Пурте, пурте килĕшеççĕ Уткинсене. Чи-чи хăпартлантараканни вара - килте туслă ача-пăча пÿрт тулли пулни.
Сăнÿкерчĕксенче: Уткинсен хĕрĕсемпе мăнукĕсем.
Комментари хушас